Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр шухӑшласан ӗнтӗ, ку вырӑнта вырӑс ҫилӗ Митман пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчине вӗлкӗштерсе илме те хӑрамалла…

В этом, казалось бы, русский ветер должен был бояться шевельнуть волосы на его голове.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Взрыв хыҫҫӑн мӗн пулнине пӑхса илме ӗлкӗреймесӗрех, вӑл килхушшине, тӗтӗм ҫине, тепӗр гранатине ывӑтрӗ.

Не успев разглядеть, что произошло после взрыва, он бросил в дым, поплывший над двором, вторую гранату.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Перессе ҫав тери хытӑ переҫҫӗ иккен, тӑруках, хыпӑнса ӳкнипе, ӑҫтан тата кам пенине те тавҫӑрса илме йывӑр.

Пальба шла такая, что второпях нелегко было понять, откуда и кто стрелял.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр минут малтанрах, чикарккине туртса пӗтернӗ май, Андрей кӑштах тӗлӗрсе илме шутланӑччӗ.

Минуту назад, докуривая цигарку, Андрей думал прилечь и подремать.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тарма пикеннисене пулемётран персе, танкӗсемпе таптаттарса вӗлерсе пӗтерчӗҫ, кам вилли иккенне палласа илме те ҫук.

А кто ударился бечь тех с пулеметов побили да танками помяли.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей ӑна хӑйпӑтса илме хӑтланса пӑхрӗ, — вӑл ҫиелти ӳт хыттипе пӗрле кӑна уйрӑлать-мӗн, аялтан сарӑ тӗслӗ пӳр тухать.

Андрей попробовал потянуть его на себя, — он отходил только с верхней частью кожи, а снизу появился желтоватый гной.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӑкӑр татӑкне касса илме пулать, ҫара мар.

Отрезать можно кусок хлеба, но не армию.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Старостӑна вӑл ялти ҫынсем хушшинчен хӑйне пулӑшма икӗ ҫын илме хушрӗ.

Предложил старосте взять себе двух помощников из жителей деревни.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Таврара ҫутах мар пирки курма хӑнӑхнӑ инҫетри вырӑнсем палӑрмаҫҫӗ, ҫӳлӗ сӑрт ҫинче ларакан Ольховкӑран пӑхсан та лайӑххӑн уйӑрса илме ҫук вӗсене.

Даже из Ольховки, с высокого взгорья, при тусклом свете нельзя было разглядеть привычные для глаза дали.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ Осип Михайлович, хӑй тума тивӗҫ ӗҫе пурнӑҫланипе ҫырлахнӑ ҫын пек лӑпланса, пӗтӗм айӑпа хӑй ҫине илме шут тытнӑ, ҫитменнине тата Ефим Чернявкин та — вут тивертекенни ҫавӑ тесе, ун ҫине тӗллесе кӑтартнӑ вӗт-ха.

И Осип Михайлович, с тем спокойствием, какое дается человеку только сознанием долга, решил принять всю вину на себя, тем более, что на него, как на поджигателя, и было указано Ефимом Чернявкиным.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмич алӑк урлӑ каҫса пуҫ таяс шухӑшпа ҫӗлӗкне илме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Квейс сӗтел ҫумӗнчен хӑвӑрт хӑпрӗ те, автан киккирикӗ пек ҫӳҫ тӑпкине силлентерсе илсе, Ерофей Кузьмич кӑкӑрӗ ҫинелле шӗвӗр пӳрнипе тӗксе кӑтартрӗ.

Только успел Ерофей Кузьмич переступить порог и схватить с головы шапку, чтобы поклониться, Квейс оторвался от стола и, тряхнув петушиным гребнем волос, быстро ткнул указательным пальцем в направлении его груди.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Атте пек, професси суйласа илме пӗлмесӗр, карьерӑна пӑсса пӑрахас марччӗ», тенӗ вӑл.

Повредить своей карьере неудачным выбором профессии, как отец.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах хӑй вӑл ӑна ӑнланса илме пултарайман.

Но сам он этого понять не мог.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка нумайччен пилеш патӗнче шухӑшласа тӑчӗ, Лозневойпа калаҫни мӗншӗн хӑйне ҫавӑн пек пӑшӑрхантарнине ӑнланса илме хӑтланчӗ, хӑй ӑшчикне хускатакан темле шухӑшсене ҫавӑрса тытма хӑтланчӗ; анчах вӗсем, хӗвел ҫутинче эрешмен каррисем вӗҫсе иртнӗ пекех, тыттармасӑр вӗҫсе иртсе кайрӗҫ…

Очень долго Марийка стояла у рябины и все пыталась понять, отчего разговор с Лозневым вызвал в ней это беспокойство, и все пыталась поймать какие-то тревожные мысли, но они пролетали неуловимо, как паутины на солнце…

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах вӑл профессие те алла илме ҫӑмӑлах мар иккен.

Но и эту профессию не легко освоить.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ӗмӗтленме ҫӑмӑл, профессие алла илме — йывӑр.

Но мечтать легко, а профессию освоить — тяжело.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унтан Ерофей Кузьмич сарайӗнче хӑш тӗле алтмаллине, шӑтӑка тӗреклетмешкӗн мӗнле горбыльсем татса хатӗрлемеллине кӑтартрӗ те, хӑйпе пӗрле Васяткӑна илсе, каллех колхоз картишне, сыхласа усрамашкӑн инвентарь илме тухса кайрӗ.

Потом Ерофей Кузьмич показал под сараем место, где копать, и горбыли, которые нужно было нарезать для обшивки ямы, и вновь, захватив с собой Васятку, отправился на колхозный двор получать на хранение инвентарь.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Аллӑрсем мӗнле ҫӗкленӗҫ ҫав пурлӑха илме? —

Да как у вас руки потянутся к этому добру? —

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вунӑ ҫул хушшинче мӗн-мӗн тунӑ, мӗне хӑнӑхса ҫитнӗ — пурте кӑмӑла каять, хаклӑ пек туйӑнать; колхозра мӗн пурри пурте чӗре ҫумне хыттӑнах ҫыпҫӑнса ларнӑ, татса илме тытӑнсан — юн каять…

Все, что было создано, к чему привыкли за десять лет, было уже дорого; все колхозное крепко приросло к сердцу, начни отрывать — кровь…

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пурте ҫителӗклӗ тупӑш илме пуҫларӗҫ, ун чухлӗ тупӑш илсе пырсан, паллах, нуша курмӑн.

Все стали получать такие доходы, при которых жилось безбедно.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех