Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сигнал шӑхличӗн сасси янӑраса кайсанах икӗ салтак борт ҫине чупса хӑпарчӗ, винтсем улама пикенчӗҫ те карап лапамран йывӑррӑн уйрӑлса хула ҫийӗн ҫурҫӗрелле ишсе кайрӗ.

Раздались сигнальные свистки, двое солдат взбежали на борт, завыли винты, и корабль, грузно отделившись от площади, поплыл над городом в северном направлении.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап ҫакӑнчӑк садсем ҫийӗн вӗҫсе каҫрӗ те ҫаврака пысӑк лапама тикӗссӗн анса ларчӗ.

Корабль проплыл над висячими садами и плавно опустился на большую, круглую площадь.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чи малтан шӑрчӑк пек тӑватӑ ҫунатлӑ, йӑлтӑркка ылтӑн тӗслӗ ансӑр сигара вирхӗнсе ҫитрӗ, чӑнкӑн вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те карап ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать.

Первой домчалась, описала крутой заворот и повисла над кораблём сияющая, золотая, четырехкрылая, как стрекоза, узкая сигара.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карапа хирӗҫ хула ҫийӗн хура нумай-нумай пӑнчӑ вӗҫет.

Множество чёрных точек летело над городом навстречу кораблю.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап халӗ юн пек хӗрлӗ, пуш-пушӑ чакӑл тусем ҫийӗн вӗҫет.

Корабль летел теперь над кроваво-красными, пустынными скалами.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳрленсе тӑчӗ, салтака чӗнчӗ, унран ансӑр ҫӗҫӗ илчӗ те аппарат витти ҫинче чӗркелесе ӳкерме пуҫларӗ: ҫӑмарта, ун ҫийӗн тӑрӑ, айккинче — салтак кӳлепи.

Выпрямился, подозвал солдата, взял у него узкий нож и стал царапать по обшивке аппарата: начертил яйцо, над ним крышу, сбоку — фигурку солдата.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап пӗлӗтсене касса тухрӗ те — нӳрлӗскер, кӗмӗл тӗслӗскер, йӑлкӑшаканскер кактус хирӗ ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать.

Корабль прорезал облака, и, весь влажный, серебристый, сверкающий, повис над кактусами.

Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсен хыҫӗнче, сӑртлӑ-тӗмескеллӗ тӳремлӗхпе, ӗшнесем, илӗшчӗксем ҫийӗн, Марсӑн тепӗр спутникӗ тӑрать.

Позади них над холмистой равниной, над рощами и развалинами, стоял второй спутник Марса.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах кӗҫех горизонтӑн тӗксӗм, тӳрӗ йӗрӗнчен ҫутӑ ҫурла курӑнса кайрӗ, — уйӑхран пӗчӗкрех, унтан кактус уйӗ ҫийӗн ҫӗкленме пуҫларӗ.

Но вот, из-за тёмной и резкой черты горизонта появился светлый серп, меньше лунного, и стал подниматься над кактусовым полем.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сывлама чарӑнса — Лось ҫӗрӗкпе пӑнтӑх шӑршиллӗ ҫак мул пухмачне тишкерет; кунта Марс ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ пин ҫуллӑхсен кӗнекисене сӑнчӑрласа лартнӑ ӑс-пӗлӳ чӗмсӗррӗн упранать.

Затаив дыхание, Лось оглядывал эту, с запахом тления и плесени, сокровищницу, где молчала, закованная в книги, мудрость тысячелетий, пролетевших над Марсом.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫне ҫӑлтӑрсен кӑшӑлӗ ункӑланӑ, ҫак кӑшӑл ҫамки ҫийӗн ҫинҫе параболӑна куҫать; ун ӑшӗнче — икӗ шарик: рубин тӗсли тата тӑмран тунӑ хӗрлӗ кирпӗч тӗслӗскер.

Голову обхватывал золотой обруч из звёзд, надо лбом он переходил в тонкую параболу, внутри её заключалось два шарика: рубиновый и красновато-кирпичный, глиняный.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аппарат тӗлӗнче ларакан чӗр чун айккинелле куҫрӗ, кактус тӗмӗсен хушшинче сиккелет, картах тепре сиксе ҫурхахлӑ вӑрӑм ҫунаттисене сарчӗ, шӑтӑртатса ҫӗкленчӗ, унтан, ҫур ункӑ туса, ҫынсем ҫийӗн ҫӳлелле вӗҫсе улӑхрӗ.

Существо, сидевшее около аппарата, двинулось в сторону, запрыгало между кактусами, подскочило, раскинуло длинные, перепончатые крылья, с треском поднялось и, описав полукруг, взмыло над людьми.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Уй ҫийӗн, инҫех те мар, сӑпсаннилле ҫакӑнса тӑракан кӗлеткеллӗ пысӑк кайӑк ҫӗкленчӗ те — ҫунаттисемпе туртӑна-туртӑна вӗҫет.

Вдалеке над полем поднялась и летела, судорожно взмахивая крыльями, большая птица с висячим, как у осы, телом.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Марс ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте вутпа тӗлкӗшекен, лапсӑркка хӗвел ҫакӑнса тӑрать.

Пылающее, косматое солнце стояло высоко над Марсом.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сирпӗнӳсем чарӑнми-талккӑш ӳлеве куҫрӗҫ, акӑ тӑватӑ аршӑнлӑ ҫӑмарта чалӑшшӑн, ракета евӗр, ҫынсем ҫийӗн ҫӗкленчӗ те хӗвел анӑҫнелле вирхӗнчӗ, ҫутӑ йӑрӑмпа чӑшлатрӗ те пӗлӗтсен йӑм хӗрлӗ, тӗксӗм ӗнтрӗкӗнче ҫухалчӗ.

Взрывы слились в сплошной вой, и четырехсаженное яйцо, наискось, как ракета, взвилось над толпой, устремилось к западу, ширкнуло огненной полосой, и исчезло в багровом, тусклом зареве туч.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Манӑн ӑс-хакӑлӑм тӗпсӗрлӗхсенчен чи тӗттӗмми ҫийӗн сӗрӗмлӗ вут пуҫҫи пек ҫунса йӑсӑрланать, — унта тата юрату вилли выртать.

Мой разум горит чадным огоньком над самой тёмной из бездн, где распростёрт труп любви.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кун — ӑшӑ, ҫурла уйӑхӗ, хула ҫийӗн тӑрна карти ҫаврӑнать.

День был тёплый, августовский, летел над городом клин журавлей.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫӗ ҫийӗн телейлӗ пепкесемлӗ хаваслӑ хӗрарӑм вӗҫет, вӗҫсе каяймасть.

Над головой летела, не могла улететь весёлая женщина с весёлыми младенцами.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Арӑслан уриллӗ, ылтӑнланӑ кравать ҫийӗн пудрӑланӑ париклӗ, пӗрӗнчӗк ҫӑварлӑ, кафтан ҫинчи ҫӑлтӑрлӑ старик портречӗ ҫакӑнса тӑрать.

Над золочёной, с львиными лапами, кроватью висел портрет старика в пудреном парике, с поджатым ртом, со звездой на кафтане.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӑпра ӑшӗнче, хӗрес айӗнче выртакан Катя ҫийӗн вӗрекен ҫил.

Осенний ветер над Катей, лежащей в земле, под крестом.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех