Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑнса (тĕпĕ: ҫакӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтах ҫилпе сулланакан хунар ҫакӑнса тӑнӑ, вӑл, пылчӑкла тӑкӑрлакри яланхи тӗттӗме аран ҫеҫ сирсе, мӗскӗн Венерӑна ҫутатнӑ тата иртен-ҫӳренсене таверна алӑкӗ тӑрринчи типӗ турата курса тӑма май панӑ.

Фонарь, раскачиваемый ветром, освещал эту жалкую Венеру, но она ничуть не выигрывала от того, что ее можно было лучше рассмотреть, все же этого скудного освещения было достаточно, чтобы привлечь внимание прохожих к высохшей буковой ветке, прикрепленной над входом в таверну, и несколько рассеять мрак, царивший в этом грязном переулке.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тавернӑна кӗнӗ ҫӗрте тепле ӳсӗр маляр мелки айӗнчен тухнӑ Венера сӑнӗ ҫакӑнса тӑнӑ, анчах вӑл пӗрре те илемлӗх турри пек пулман, йӗрӗнтерекен мегера евӗрлӗрех пулнӑ.

Над входом в таверну помещалась вывеска с изображением Венеры, более похожей на отвратительную мегеру, чем на богиню красоты.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӗчӗк хӑлхисенчен сапфир ҫӑлтӑрсен ӑшне кӗртсе лартнӑ шултра ахах пӗрчисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; мӑйӗ тавра сапфир ҫӑлтӑрпа илемлетнӗ ахах пӗрчисем явӑнаҫҫӗ.

В маленькие уши были вдеты две крупные жемчужины со сверкающими подвесками из сапфиров в форме звездочек; шею обвивало жемчужное ожерелье, с которого спускалась большая сапфировая звезда.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Щорс вӗсен винтовкисем нимле мар ҫакӑнса тӑнине, ӳсӗр петлюровецсен сӑнсӑр пичӗсене курать.

И видит Щорс, как свисают винтовки, видит страшные морды пьяных петлюровцев.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Пилӗкӗсенче гранатӑсем ҫакӑнса тӑнӑ.

И даже гранаты висели у поясов.

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вара вӑл пӑшалне хӑвӑрт антарчӗ те, хӑйӗн аяккинче ҫакӑнса тӑракан илемлӗ йӗнӗрен сунарҫӑ ҫӗҫҫине туртса кӑларчӗ.

Опустив ружье, он вытащил охотничий нож из шитых бисером ножен.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тӗттӗмлӗхре Хӗвел ҫутинче йӑлкӑшакан шывлӑ капмар чӑмӑр-шар ҫакӑнса тӑрать.

Во тьме висел огромный, водяной шар, залитый солнцем.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Алмаз пӗрчисен ҫак уйӗсен капмар инҫетӗнче, хуп-хура каҫра-ҫӗрлелӗхре, элес-мелес хӗвел ҫакӑнса тӑрать.

За огромной далью этих алмазных полей в чёрной ночи висело косматое солнце.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тусан пӗлӗтӗнче ҫакӑнса тӑчӗ те — тӳпенелле метеор пек вирхӗнсе ҫӗкленчӗ, тискер-хаяр Магацитлсене хӑйсен ҫӗр-шывне илсе кайрӗ.

Повисло в облаках пыли, и, как метеор, — метнулось в небо, унося свирепых Магацитлов на их родину.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуш хир ҫийӗн, ҫӳллех те мар, хӗрлӗрех сивлек ҫӑлтӑр ҫакӑнса тӑрать.

Невысоко над пустыней стояла красноватая, мрачная звезда.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев Лося хул пуҫҫи ҫине хучӗ те — вӗсем тӗтреллӗ тӗпсӗрлӗх ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан пусмапа, сӗм тӗттӗмлӗхре вӗрекен кӳлӗ ҫийӗнчи кӗперпе каялла кайрӗҫ.

Гусев перекинул Лося через плечо, — и они пошли обратно через мосты над кипящим в тьме озером, по лесенкам, повисшим над туманной пропастью.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап лапам шайӗнче ҫакӑнса тӑрать.

Корабль повис в уровень с площадкой.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл ахрат ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан лапама тухрӗ.

Он осторожно вышел на площадку, висящую над пропастью.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Куполӑн лаптак тӳпем аякӗсем карнизӑн ансӑр ункинчен тӗревленнӗ; карниз вунӑ метр урлӑш, ҫавра шахта ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать.

Рёбра плоских его сводов упирались в узкое кольцо карниза, висящего над круглой, метров десять в поперечнике, шахтой.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем пӳлӗмрен тухрӗҫ, — ункӑ евӗрлӗ лапам сарлака пусӑ ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать.

Они вышли из комнаты на кольцеобразную площадку, висящую над широким колодцем.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпе ывӑлӗн хӑрушла пичӗ умӗнче ҫакӑнса тӑракан марсиан сехӗрленнипе чарӑлнӑ куҫӗсемпе йывӑҫсем еннелле кӑтартрӗ, вӗсен хушшинче, тӗм хыҫӗнче, пысӑках мар ҫар кимми ларать.

Вися перед страшным лицом сына неба, марсианин расширенными от ужаса глазами указал на деревья, в тени их стояла небольшая, военная лодка.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Улттӑмӗшӗ карапӑн арканнӑ пайӗсенчен ҫакӑнса усӑннӑ.

— Шестой висел среди обломков корабля.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Иха урайне чӑптапа витрӗ, Аэлита валли вырӑн сарчӗ, мачча айӗн ҫакӑнса тӑракан ҫуткӑҫа ҫу ячӗ те чӗртрӗ.

Иха покрыла пол циновкой, постлала постель для Аэлиты, налила масла в висевшую под потолком светильню и зажгла её.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кимӗ аялалла чӑмрӗ, Соам кӳлли ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ те — тӗпсӗр ҫыр ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан анлӑ тӳреме анса ларчӗ.

Лодка пошла вниз, пролетела над озером Соам и опустилась на просторную площадку, висящую над пропастью.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унта ҫӗрӗ ҫинче вӑчӑрара пӗчӗк чул флакон ҫакӑнса тӑрать.

На кольце, на цепочке висел у неё каменный флакончик.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех