Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакса (тĕпĕ: ҫак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир хӗрлӗ мура пӗтӗмпех пӗтерсе лартасси инҫе мар ӗнтӗ, чӗрипе парӑннӑ коммунист-антихриста, Христоспа унӑн амӑшӗ — таса турамӑшӗ ылханнӑ шуйттан тусне Чапаева вара чи пирвай тӗл пулнӑ юпа ҫинех ҫакса вӗлерӗпӗр».

— Недалёк тот час, когда мы уничтожим красную заразу, а ярого коммуниста-антихриста Чапаева, друга дьявола, проклятого Христом и матерью его пресвятой богородицей, повесим на первом попавшемся столбе».

«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Почтальон пӑлансене шӑварнӑ, ҫунине тӑратса лартса ун ҫумне хӑйӗн вӑрӑм туйине ҫыхнӑ, туйи вӗҫне хӗрачан пионер галстукне ҫакса янӑ, хӑй вара ҫуна патӗнчи юра купаласа хытарнӑ та ҫавӑн ӑшне почтине чикнӗ, пӑланӗсене вырттарнӑ, вӗсем ҫумне хӗрачапа иккӗшӗ те ҫаттӑн кӗрсе выртнӑ.

Почтальон отпряг оленей, сани поставил стоймя, привязал к ним свою длинную палку, а к концу палки привязал девочкин пионерский галстук, а сам обтопал место около саней, положил туда почту, уложил оленей, лёг и прижался к ним с девочкой.

Почта // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Володя ашшӗ икӗ шалча ҫыхса мачта тунӑ, ун тӑррине ҫийӗнчи хӗрлӗ кӗпине ҫакса, ялав пек тӑратса лартнӑ.

Володин папа связал из двух шестов мачту, привязал на конце красную рубаху и поставил, как флаг.

Пӑр ҫинче // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Халиччен курман ылтӑн та кӗмӗл тӗклӗ кайӑксем ем-ешӗл ҫемҫе кавир ҫакса тухнӑ пек садра ҫӑтмах юррисене шӑрантараҫҫӗ; пӑхсан пуҫ ҫаврӑнмалла ҫӳллӗ фонтансем тӑп-тӑрӑ шывне ҫӳлелле сапса тӑраҫҫӗ; витӗр курӑнакан ҫӑл шывӗ кӗленче валак тӑрӑх шӑмпӑлтатса ҫеҫ юхать.

Птицы летают невиданные: словно по бархату зеленому и пунцовому золотом и серебром выложенные, песни поют райские; фонтаны воды бьют высокие, инда глядеть на их вышину — голова запрокидывается; и бегут и шумят ключи родниковые по колодам хрустальным.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Тимӗр алӑк уҫҫисене король хӗрӗ пилӗкӗ ҫумнех ҫакса ҫӳрет.

И ключи от тех дверей железных носит королевишна на поясе.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Вӑл япала купинчен каракуль туртса кӑларса хӑй ҫине ҫакса ячӗ, утиял суйларӗ, ун ӑшне тӗксӗм-кӑвак пустав татӑкӗ чӗркесе хучӗ, хӗрлӗ пурҫӑн чаршав илчӗ.

Он вытащил из груды вещей каракулевую шубу и накинул себе на плечи, выбрал одеяло, завернул в него отрез темно-синего сукна, прихватил красный шелковый полог.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Унтан старик тӑлӑх арӑм ҫине хӗллехи хура халат, ачи ҫине чечеклӗ ешӗл пурҫӑнран ҫӗлетнӗ халат ҫакса ячӗ, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тыттарчӗ.

— Потом старик мигом накинул на плечи вдовы черный зимний халат, на него — летний из зеленого узорчатого шелка, сунул в руки детскую енотовую шубку и лисью шапку.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл, вӑрӑм сюртукне тӑхӑнса, кӑкӑрӗ ҫине медальсем ҫакса, парадлӑн тумланнӑскер, юнашар пӳлӗм алӑкӗн янахӗсенчен тытса, саркаланса тӑнӑ.

Он, парадно одетый, в длинном сюртуке, с медалями на груди, стоял в дверях, раскинув руки и держась ими за косяки.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аннӳн ахахӗсене ҫакса яр, Любовь.

Материны изумруды надень, Любовь…

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗвӗм ҫине кире пуканӗсем ҫакса янӑ пек.

Точно гири на меня навешаны…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӗрарӑм хӑй ҫине хӑвӑрт ҫеҫ куртка ҫакса ячӗ те алӑк патне пычӗ.

Женщина быстро накинула на себя куртку и подошла к двери.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑнасем хӑйсен ялавне Юаньмаотунь ялӗнчи хресченсен союзӗн ялавӗпе юнашар ҫакса хучӗҫ, хуҫасене хисеплесе, музыка выляса ячӗҫ.

Гости водрузили свое знамя рядом со знаменем крестьянского союза деревни Юаньмаотунь и загремели в гонги и барабаны, приветствуя хозяев.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Йытӑсене ҫакса хуни Ду помещикпа унӑн хулӑм арӑмне ҫакса вӗлернӗ пекех пулчӗ: ҫынсем ҫуйхашма, пӑлханма чарӑнчӗҫ.

И только после этого возбуждение несколько улеглось, точно повешены были не собаки, а сам помещик Ду со своей толстой женой.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӗлхӳнтен икӗ пӑтлӑ пукан ҫакса ятӑн-им?

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Сӑра ҫакса яр ыран, Мукуҫ мучи, сӑра.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫакса ярасси-мӗнӗ… — яшкана килӗштерсе ӑса-ӑса сыпнӑ май танлӑн сӑмахларӗ Кузьма Афанасьевич.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну, мӗнле, Кузьма Афанасьевич, эпир те начарах мар апат ҫакса ятӑмӑр пек туйӑнать паян?

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Акӑ, тин, ӗнер кӑна пекчӗ чечек ҫыххи йӑтса, сумка ҫакса, амӑшӗ аллинчен тытӑнса пӗрремӗш хут пӗрремӗш класа ҫунатланса пырса кӗни.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Урамри юпа тӑрне ҫакса янӑ электричество лампочки — хунар теме те юрӗ ӗнтӗ ӑна — шкул умне, виҫӗ чӳрече хашакне тирпейлӗн, сулхӑннӑн ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку ӳкерчӗке, «Хура тӑпра» ятла хашак ӑшне хупса, тӗпеле, стена ҫумне, чӳрече тӑрнех ҫакса янӑ-ха Никонавсен килӗнче…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех