Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫемен сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫемен (тĕпĕ: ҫемен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей ытлашши юратса каякан ҫын, пӗр-пӗр хӗр кӑмӑлне кайсан, вӑл ун хыҫҫӑн вута та сикме хатӗр; Ҫемен ун пек ӗҫсем ҫине асӑрханса пӑхнӑ, «ҫичӗ хут виҫ те пӗрре кас» текен ватӑ ҫынсен сӑмахне асра тытнӑ.

Сергей легко увлекался, и если девушка ему понравится, то он готов идти за ней хоть в огонь; Семен же в сердечных делах был осторожен и всегда придерживался известного правила: семь раз отмерь — один раз отрежь.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей пӗтӗмпех хитре ӗмӗтсемпе, малашнехипе пурӑннӑ; Ҫемен паянхи пурнӑҫ мӗнле — ҫавна юратнӑ.

Сергей по натуре — мечтатель, он весь в будущем; Семен же любил и принимал жизнь такою, какая она есть.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей килне погонпа килнӗ, орденсем вырӑнне унӑн кӑкӑрӗ ҫинче тӗрлӗ орден хӑйӑвӗсем пулнӑ; Ҫемен погонӗсене демобилизаци ҫинчен приказ тухсанах илсе хунӑ, ун вырӑнне ҫул ҫине пуҫласа тӑхӑннӑ ҫӗнӗ китель умне орденсем ҫакса илемлетнӗ.

Сергей ехал домой с погонами на плечах, вместо орденов у него на груди пестрели орденские ленточки, а Семен снял погоны, как только был объявлен приказ о демобилизации, зато украсил орденами и медалями новенький китель, впервые надетый им в дорогу.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей бриджи, ансӑр кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ, гимнастерка ҫийӗн яланах портупея ҫакма юратнӑ пулсан, Ҫемен брюкине ҫиеле кӑларса ҫӳреме кӑмӑлланӑ, китель, ҫурма ботинка тӑхӑнма юратнӑ.

Если Сергей любил бриджи, сапоги с узкими голенищами, гимнастерку — и непременно с портупеей, то Семен, перед тем как покинуть свою часть, пошил брюки навыпуск, китель и полуботинки.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Старшина Ҫемен Гончаренко лутрарах та сарлака хулпуҫҫиллӗ, яштака — ун пек ҫамрӑк ҫынсене кӗрнеклӗ теҫҫӗ; Сарӑ ҫын вӑл, куҫӗсем пысӑк та кӑн-кӑвак, — вӗсенче кӑвак пӗлӗт тӗсӗ ытлашши нумай; куҫхаршисем ҫинҫе те ҫав тери ҫутӑ, тӗксӗмрех кунсенче палӑрмаҫҫӗ те, хӗвеллӗ кун лӗпӗш ҫуначӗ пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Старшина Семен Гончаренко был роста невысокого, широкоплечий, — таких юношей обычно называют крепышами; чуб белесый, глаза большие и голубые-голубые, — даже слишком много в них этой небесной голубизны; брови узкие и такие белые, что в пасмурный день их почти не заметно, а в солнечный — они поблескивают, как крылышки бабочки.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла калаҫса тӑчӗҫ икӗ тус — Сергейпе Ҫемен.

Так разговаривали два друга — Сергей и Семен.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӑмӑка та часах курӑн ак, Ҫемен.

Скоро, Семен, ты увидишь мою сестренку.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗнеке редакторӗ — Ҫемен Элкер.

Редактор книги - Семен Эльгер.

Ҫӑлтӑр // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫемен ӑна вӗрентесшӗнччӗ.

Он этого хотел.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Вӑл — ҫӗре кӗнӗ Ҫемен ҫураҫнӑ хӗр.

— Она — невеста покойного Семена.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пирӗн Ҫемен кӑмӑлсӑр пулнӑ пулӗччӗ, эпӗ ҫапла шутлатӑп.

— Сема наш был бы недовольный, я так разумею.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Савӑнӑҫлӑ ӗҫе каятпӑр, Ҫемен, ҫавӑнпа кулкалатӑп та.

— На веселое дело идем, Сема, того и посмеиваюсь.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑвах шутла, Ҫемен, ырӑ ҫын ҫавӑн пек йӑпшӑнса, кашкӑрла ҫӳремест!

Учти, Семен, так добрые люди не ходят, с такой волчьей опаской!

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав хурах, — те сӑхман, те плащ пекки тӑхӑннӑ вал, тӗттӗмре асӑрхаймарӑм, — чӳречерен шаккарӗ; тахӑшӗ, те Лукич, те Ҫемен ятлӑ ывӑлӗ, алӑка кӑшт уҫрӗ те, лешӗ пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Вот этот бандюга — в зипуне он или в плащишке, не разобрал в потемках, — постучал в окно: кто-то, то ли Лукич, то ли сынок его Семен, чуть приоткрыл дверь, и он прошел в хату.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, вот, малтанах систертӗм-ҫке сана, Ҫемен, эпир шутланӑ пекех пулчӗ!

— Ну вот, я тебя упреждал, Семен, по-нашему и вышло!

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫемен пичче, эпӗ пӗтӗмпех ӑнланатӑп, лашасемшӗн те ан пӑшӑрханӑр!

— Дядя Семен, я все понимаю, и за лошадей не беспокойтесь!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ачасенчен чи кӗҫӗнни, ҫаплах тата чи хӑюлли те пулмалла, Давыдовӑн пысӑк аллине хӑйӗн пӗчӗк аллипе шанчӑклӑ тытса, хӑюсӑррӑн: — Ҫемен пичче, эсӗ халӗ чӑнах та пирӗн патӑрта пурӑнма пуҫлатӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

Самый младший из ребят и, очевидно, самый отважный, доверчиво беря в свои ручонки большую руку Давыдова, прижимаясь к нему, несмело спросил: — Дяденька Семен, верно, что ты теперь у нас будешь жить?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗр минутлӑха кил-ха, Ҫемен!

— Вернись на минутку, Семен!

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Юлашки ыйту сана, Ҫемен: эсӗ унпа пурӑнман-и?

— Последний вопрос к тебе, Семен: ты с нею не жил?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Варя кӳренсе, пӗр шарламасӑр пӑрӑнса кайнӑ пулсан — вӗсем ҫавӑнпа уйрӑлнӑ пулӗччӗҫ, анчах хӗр хӑюсӑр сасӑпа шӑппӑн: — Манӑн мӗн тӑвас пулать-ха, Ҫемен, тусӑм? — тесе ыйтрӗ.

Если бы Варя оскорбленно, молча ушла — на том бы они и расстались, но она потерянным голосом тихо спросила: — А что же мне делать, Семен, миленький мой?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех