Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялан сăмах пирĕн базăра пур.
ялан (тĕпĕ: ялан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫывӑхарах ҫитсен, Левентей ҫакна курчӗ: Камышин умӗнче ялан Липа йӑтса ҫӳрекен карттӑ выртать, Ятман ун ҫинчи уйрӑм вырӑнсене тӗллесе кӑтарта-кӑтарта майӗпен сӑмах тытать.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пире ялан панӑ, ҫав планпа илмелле, ытлашши пӗр килограмм та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халиччен Зейнаб Гариф усаллипе ыррине, лайӑххипе начаррине уясах кайманччӗ, ӑна ялан правленире е пухусенче курма хӑнӑхнӑран хӑй ӗҫлӗ калаҫнӑ чухке унпа ӗҫлӗ калаҫаканччӗ, шӳт тунӑ чухне шӳт тӑваканччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫиелтен пӑхсан кок-сагызпа пачах интересленмерӗ темелле; вӑл, пур ӗҫе те хутшӑнчӗ пулин те, хӑйне тулӑ бригадин бригадирне лартнӑ пек, калаҫасса ялан тулӑ ҫинчен калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялан вӑрҫать, ӳпкелешет, хӑй малтан мала тапаҫланать.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман шутпа, звено сан ӗҫне те чӑрмантарать: эсӗ бригадӑпа, колхозпа ӗҫлес вырӑнне ялан звеносем тӑрӑх чупатӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, ялан шухӑшласа ҫӳрес пулать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта Ятман чӑтса тӑраймарӗ, Днепр хӗрринче ҫапӑҫнӑ чухне ялан ҫак юрра юрланине аса илчӗ те хӗрсем хыҫҫӑн майӗпен хӑй те тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл мана ялан сиен кӳме пултарать, мана ҫеҫ мар ӗҫе те сиен кӳме пултарать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялан пӗрлеччӗ, юлашки ҫапӑҫура… вилчӗ…

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялан ӳсме эп пӗчӗк ача мар вӗт ӗнтӗ, анне?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Кашни кун макӑраттӑм, вилнех пулӗ тесе шутланӑччӗ. Ачасем малтан ялан ҫыру кӗтетчӗҫ, пушта килессе кӑна сыхлатчӗҫ, кайран вӗсем те шанми пулчӗҫ. Виҫӗмкун кӗтмен ҫӗртен Кӗтӳҫ Куҫми ҫыру тыттарчӗ. Вуласа пачӗ те, савӑннипе макӑрса ятӑм», — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липӑпа калаҫса тӑрать-и, кӳршӗсемпе сӑмахлать-и — ялан Алексей ҫинчен мӗн те пулин каласа хурать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халиччен ялан шанаканскер, халӗ хӑйӗн ӗҫне пӑрахса хирелле туха-туха пӑхать.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хирте ӗҫленӗ чухне те ун куҫӗсем ялан ашшӗн вӑрӑм кӗлеткине шырарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Акӑ вӑл кирек-ӑҫта кайсан та чуна ялан хӑй патне туртакан чӑваш ялӗ, — терӗ ӑшӗнче Ятман.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кайса курмасӑрах паллӑ: пӗр ӑратлӑ вӑкӑр та ҫук, ӗнисене чуптарма ялан пирӗн вӑкӑра илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялан ӗҫлес пулсан, эртеле кӗме заявлени памалла.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ху ялан пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Эп туятӑп, каҫ кӳлӗм эс ялан урамалла пӑхатӑн ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех