Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапа сăмах пирĕн базăра пур.
урапа (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ: Урапа Ваньккине шыраҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара камерӑри кӑмака тӑрпине салатнӑ та маччана хӑпарса кайнӑ, унтан ансан, каяш турттармалли урапа ҫинчи шетнике кӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кай, Урапа Ванькки преступник тесе пӗртте калас килмест манӑн, — терӗ вӑл, ахаль чухне чӑл-чал вылянакан куҫӗпе ҫирӗп пӑхса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, хапхаран урапа тухса ҫӳрени палӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тӗллевпе унӑн тусӗсем пӗррехинче Ванькка ашшӗне Урапа Ҫтаппанне вӑрманта тытса чараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка ашшӗне, Урапа Ҫтаппанне — Филимон Петровичӑн ялта чухнехи пӗртен-пӗр чӑн-чӑн юлташне, тӗрӗссипе, ял кулакӗ Кашкӑр Микули ӑна пула вӗлерттернӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл — Урапа Ванькки, Крапивинӑн хреснай ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е урапа кӑна-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ку урапа йӗрри мӗне пӗлтерет тата?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, сӑмахран, картишӗнче урапа йӗрри палӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин тесен, вӑл, ҫитменнине, урапа-ҫуна ӑсталакан ҫын ҫемйинче ӳснӗ, ҫавӑнпа Урапа Ванькки теҫҫӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Спаҫҫип сире, офицер пан, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ вӑл та, унтан пӑрӑнса утрӗ, урапа патне ҫитсен, юлташӗсем хушшине нимӗн шарламасӑр кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

1920 ҫул пуҫламӑшӗнче Урапа Ваньккин иккӗмӗш хут аманнӑ хыҫҫӑн фронтран яла таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав юлташ, командир вӑл ялти учитель ачи, Урапа Ваньккин пӗрле ӳснӗ тантӑшӗ, Ҫӑпата Улькин савнийӗ Давид Никифоровчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ҫанталӑк уяртнӑ май тавралӑх епле ҫуталса кайнине те, ҫумӑр вӑхӑтӗнче йӗрлесе пӗтернӗ ҫул хытнипе урапа тепӗр ҫӗрте ӑша кисретмеллех танкӑртатнине те, хӗвел ӑшши питрен ачашшӑн лӑпканине те асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ывӑлӗпе ашшӗ ҫуркуннеччен тата чаплӑ ҫатан урапа тума та шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка та хыпаланчӗ, килкартине тухса лаша кӳлчӗ, ҫемҫерех пултӑр тесе, сарай маччинчен улӑм антарса урапа ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ашшӗ Урапа Ҫтаппанӗ, чип-чипер пурӑннӑ ҫӗртех, ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули вӗслетсе хӗнеттернипе ҫирӗм ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килне ҫур ҫӗр иртсен кӑна таврӑнчӗ пулин те, Иван Телегин — ялти пек каласан, Урапа Ванькки — час выртмарӗ, выртсан та, чаппанпа витӗннӗскер, улӑм тӳшек ҫинче чылайччен, йывӑҫ кравате чӗриклеттерсе, енчен енне ҫаврӑнкаларӗ, ҫывӑрса каяймасӑр нушаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех