Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ ун ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таранччен сӑнаса пӑхрӗ, ӳсӗркелесе илчӗ, унтан ывӑлӗпе чунне уҫса калаҫма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветут, урайне ӳксе шӑмшака ватас марччӗ тесе, икӗ аллипе те сӗтелтен ярса тытрӗ — усси пулмарӗ: кивӗ сӗтел урисем тайӑлса кайрӗҫ те, малтан ун ҫинчен виҫӗ четвӗрт шуса анса пӗр-пӗрин ҫине пулса арканчӗҫ, каярах Хветутпа карчӑкӗ те кӗленче ванчӑкӗсемпе сӑмакун кӳлли ҫине лаплатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушка ун патне ыткӑнчӗ, анчах сестра ӑна ҫавӑнтах ярса тытрӗ: «Юрамасть, юрамасть, сирӗн тухмалла», — тесе, Зоя Сергеевнӑна тепӗр пӳлӗме ҫавӑтса кайрӗ, пукан ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ӑна ҫупӑрласа тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук хӑй те сисмерӗ, икӗ аллипе те Сергее аллинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫҫӗмӗшне хуратса тӑнӑ чух ӑна икӗ йӗкӗт кап! ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл ашшӗ аллисене ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей пӳрте ыткӑнса кӗчӗ — амӑшне аллисенчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветут арӑмӗ ҫамрӑк чухнехине аса илчӗ пулмалла, икӗ аллипе те пилӗкӗнчен тытрӗ, купӑс кӗввине итлемесӗрех пӗрре чӗрне вӗҫҫӗн, тепре ура тупанӗ ҫине тӑрса шукалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫурлине ана ҫине пӑрахрӗ те сылтӑм ывӑҫӗпе сулахай аллинчи кача пӳрнине ҫатӑртаттарса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилхепине Сахар хӑй тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван ӑйӑра Паласкас енне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей тӑратса хума ӗлкӗрнӗ чикмек тӑрӑх хӑпарса, пуркине ҫӑмламас пысӑк ҫӗлӗк евӗр пуҫтарӑнса ларнӑ хуртсен айне тытрӗ, вӗркӗҫӗпе тӗтӗм вӗҫтерсе, хурт ушкӑнне йӑлтах пуркӑна пуҫтарчӗ, юлашкинчен михӗпе витсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков маларах тухса тӑчӗ, карттусне хывса, алла тытрӗ, унтан Михаил Степановичпа Тевлеш тӗнчери пролетари ҫулпуҫне Ленина курса килнӗ ятпа пухӑннӑ митинг уҫӑлни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ хуртсем патӗнче айланма пуҫланӑччӗ те, — хӑнана алӑ тытрӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Петӗр сылтӑм аллипе Анюка ҫинҫе пилӗкӗнчен ачашшӑн ҫупӑрласа тытрӗ те хӑй ҫумнерех чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петӗр ӑна аллинчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлне ерипен ҫӗклесе хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ, никама ним сӑмах каламасӑр килӗ еннелле хыпаланса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уҫӑп икӗ аллипе те кӑтра ҫӳҫне чӑмӑртаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех