Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑран сăмах пирĕн базăра пур.
сӑран (тĕпĕ: сӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӑвакарса кайнӑ сухалне мӗкӗлтеттерчӗ, хыҫне сӑран ҫӗленӗ кӑҫатти ҫине пӑха-пӑха илчӗ, сӑмсине нӑшӑклаттарса туртрӗ.

Он жевал поседевшую бороду, глядел на свои подшитые кожей валенки, чмыкал носом.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртса тытрӗ: сӑран пиншакне кӑштӑртаттарса, эрешлӗ пукан хыҫӗ ҫумне сӗвӗнсе ларчӗ.

 — Подтелков гордо откинул голову; скрипя кожей тужурки, привалился к спинке резного стула.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хушӑран вӑл сӑран пиншакӗ ҫине пӑхрӗ, пиншакӗ тӗссӗррӗн ҫуталса йӑлтӑртатнипе йӑпанчӗ.

Изредка он поглядывал на неяркий отлив своей кожаной тужурки, любуясь ею.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ сӑран пиншак тӑхӑнса янӑ Подтелков чӳрече умӗнче ларать.

Подтелков, в новой кожаной тужурке, сидел у окна.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑран ҫийлӗ кӗрӗкпе, кӑҫатпа, пӗчӗк чемоданпа чупакан ҫын Сергей патне ҫитрӗ.

Бежавший в кожаной шубе, в валенках, и с маленьким чемоданчиком человек подошел к Сергею.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Меркулов сӑран хутаҫӗнче темӗн ухтаркаларӗ те хӗрарӑмсем аялтан тӑхӑнакан пир кӗпе туртса кӑларчӗ.

Меркулов порылся в саквах, достал холщовую бабью исподницу.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вырӑнтан вырӑна куҫнипе службӑра туса тӑнӑ яланхи ӗҫсенчен хӑпнӑ казаксем тавар турттармалли вакунсенче тӗмсӗлсе лараҫҫӗ, хӑйсене Дон тӑрӑхӗнчи хуторсене ярасса кӗтеҫҫӗ (иккӗмӗш черетпе ҫара илнисене киле яраҫҫӗ текен хыпара пурте хытӑ ӗненсе лартнӑ), лашисене ӳрӗк-сӳрӗккӗн ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, кунӗ-кунӗпе пасар тӑрӑх янкӑртатса ҫӳреҫҫӗ, халӑх хӑвӑрт туянакан япаласене — нимӗҫ утиялӗсене, штык, пачка, шинель, сӑран сумка, табак таврашӗсене тата позицире тӑнӑ чух пухса хатӗрленӗ ытти ӑпӑр-тапӑрсене сута-сута яраҫҫӗ…

Вырванные переброской из обычного круга обязанностей, казаки томились в теплушках, ждали отправки на Дон (слух о том, что второочередников будут распускать по домам, держался весьма упорно), небрежно ухаживали за лошадьми, дни насквозь толкались на базарной площади, торговали запасенными с позиций ходкими предметами продажи: немецкими одеялами, штыками, пилами, шинелями, кожаными ранцами, табаком…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Валет пӗр вырӑнта тӑнӑ ҫӗртех нимӗҫӗн ҫӳллӗ те тӗреклӗ кӗлеткине, мундирӗ ҫинчи ҫутӑ тӳмесемпе икӗ енчен ҫӗлесе тунӑ кӗске сӑран аттине, кӑшт чалӑштарса лартнӑ сӑмсасӑр карттусне куҫӗпе сӑхса илчӗ.

Валет стоял, не меняя положения, оглядывая высокую, плотную фигуру немца, металлические пуговицы мундира, короткие сшивные по бокам сапоги, бескозырку, надетую чуть набок.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӳлӗнчӗклӗн пашкаса, ҫӗнӗ сӑран пиншакне кӑштӑртаттарса, тӳрех ун патне вӑркӑнса пычӗ.

Он подошел, запыхавшись, поскрипывая новенькой кожаной тужуркой.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр шурӑ кӗпеллӗ мӑнтӑр ҫын, ҫурӑмне пилот патнелле туса, Сергее хирӗҫ ларчӗ, сӑран портфельне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ.

Напротив него, спиной к пилоту, уселся полный мужчина в белой рубашке, с кожаным портфелем, лежавшим у него на коленях.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чи йывӑр ӗҫ ӑна тивнӗ: хӑмапа кирпӗч тупмалла, тӗрлӗ тӗслӗ ҫуллӑ сӑрсем, белила, олифа, алӑка ҫапмалли сӑран тата ӑста ҫынсем тупмалла.

На него возлагалась главная задача: раздобыть лесоматериал, кирпич, масляные краски самых ярких цветов, белила, олифу, кожу для обивки дверей, найти лучших мастеров.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӑматти пысӑк ӗнтӗ, урара та аран-аран тытӑнкаласа тӑрать, апла пулин те патша-аттемӗрӗнни пекех — шурӑ, хыҫне сӑран ҫӗленӗ.

Хоть и велики валенки, хоть и плохо держатся на ногах, зато точь-в-точь такие же, как у самого царя-батюшки, — белые, кожа на задниках.

Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Григорий юлашки хут куҫӗсене уҫрӗ, утӑн сарӑлса кайнӑ кӗрен сӑмси шӑтӑкӗсене тата йӗнер йӑрани ҫине пуснӑ сӑран атӑ лаппине курчӗ.

В последний раз открыл Григорий глаза, увидел раздутые розовые ноздри лошади, чей-то пронизавший стремя сапог.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӑйне хӗҫпӑшалтан хӑтарнӑшӑн савӑннӑ пек пулчӗ, казаксем ҫине пӑхса, кӗсйисене хыпашлакаларӗ те сӑран енчӗк туртса кӑларчӗ, унтан аллисемпе кӑтартса, табак туртма сӗнчӗ, темӗн пакӑлтатма пуҫларӗ.

Он словно обрадовался, что его избавили от оружия, пошарил в карманах, оглядывая казаков, достал кожаный кисет и залопотал что-то, жестами предлагая покурить.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каски ӑшне шӑллӑн-шӑллӑн сыпӑшӑнса тӑракан сӑран аҫлӑк хунӑ, пирус ӑшне, табак тӑкӑнса ан кайтӑр тесе, шӑллантарса тӗпленӗ пек.

Видна кожаная подкладка лепестками, как в папиросах для того, чтобы не просыпался табак.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тыткӑнта пулин те, вӑл сухалӗсене тап-таса хырнӑ, яп-яка тумланнӑ, сарӑ сӑран перчеткисем йӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ.

Даже в плену чисто выбрит, галантен, желтые краги лоснятся.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паян эпӗ ӑна Дмитровкӑра жокей сӑран атӑллӑ ҫамрӑк ҫынпа пынине куртӑм.

Сегодня видел ее на Дмитровке с молодым человеком в жокейских сапожках.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кунтах, ҫывӑх вӑл, — терӗ Астахов, унтан, тӑрӑх сак ҫине ларса, сӑран аттине хыврӗ.

— Тут близко, — сказал Астахов и, присаживаясь на лавку, снял сапог.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ури айӗнче лаша ҫине пӗрре те хурса курман ҫӗнӗ ут ҫитти выртать, ун ҫине йӗрки-йӗркипе симӗс сӑрпа сӑрланӑ, тимӗрпе тыттарнӑ куптакаллӑ, мала та, хыҫала та сумкӑсем тунӑ йӗнерне, икӗ шинель, икӗ шӑлавар, мундир, икӗ мӑшӑр сӑран атӑ, кӗпе-йӗм, пӗр кӗрепенкӗ те 54 золотник сухари, пӗр банка консерва, кӗрпе тата юланутлӑ ҫынна кирлӗ таран хисеппе ытти хатӗр-хӗтӗрсем майлаштарса хунӑ.

Под ногами Григория лежала ненадеванная попона, на ней порядком разложены седло с окованным, крашенным в зеленое ленчиком, с саквами и задними сумами, две шинели, двое шаровар, мундир, две пары сапог, белье, фунт и пятьдесят четыре золотника сухарей, банка консервов, крупа и прочая, в полагаемом для всадника количестве, снедь.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сӑран атӑ тӗпне ҫыпӑҫнӑ пылчӑк чӑмаккине саламатпа ҫапса хӑйпӑтрӗ те: — Ҫаплах, пурӑнать, — терӗ.

Григорий, плетью сбивая с подошвы сапога приставший комочек грязи, ответил: — Ничего живет.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех