Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ганувер хӗрарӑм аллине тытса унӑн сӑнне васкамасӑр тӗсеме пикенчӗ, — эпир сӑнавшӑн тенӗ пек пичетленӗ хутлама инҫетрен ҫапла вулатпӑр: тӗшмӗртетпӗр, вырӑн-вырӑнпа вулаятпӑр е сӑмахсене уйӑраймастпӑр, тӗшмӗртнисене ҫыхӑнтаратпӑр та — вулайманнине чухласа пӗлтерӗшӗн пӗр йӗрне вырнаҫтаратпӑр пурне те.

Ганувер, взяв руку женщины, медленно всматривался в ее лицо, как ради опыта читаем мы на расстоянии печатный лист — угадывая, местами прочтя или пропуская слова, с тем, что, связав угаданное, поставим тем самым в линию смысла и то, что не разобрали.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак ҫуртра пурӑнакансем евӗрлӗ ҫынсен тӗнчинче эпӗ темӗнле ҫӗнӗ этем пулсан та — ҫивӗч итлевӗм, ҫак кунӑн хумханӑвӗсемпе татах ҫивӗчленнӗскер, каланӑ сӑмахсене фотографилле тӗп-тӗрӗс палӑртать тата ӑнланмалла марринчен шанчӑксӑр мӗн пур вырӑна шӗкӗлчесе хывӑхлатать.

Каким ни был я новичком в мире людей, подобных жителям этого дома, но тонкий мой слух, обостренный волнениями этого дня, фотографически точно отметил сказанные слова и вылущил из непонятного все подозрительные места.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ун чухне ҫав тери сӗтеклӗн те стайлӑн, тӗслӗхрен, хӑюллӑ ҫак сӑмахсене хӑрӑлти сасӑпа кӑларӑттӑм: «Тамӑк ҫапса ҫуртӑрах сана!».

Я бы сказал — густо, окладисто, с хрипотой, — что-нибудь отчаянное, например: «Разорви тебя ад!»

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫак сӑмахсене тунсӑхпа вуласа тухрӑм.

Я с грустью перечитывал эти слова.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Партине кӗме маншӑн поручитель пулса ал пусма ыйтас умӗн Шебалова калас тенӗ мӗнпур сӑмахсене, эпӗ Чубукшӑн айӑплӑ пулин те, Федькӑпа пӗрле улталанӑшӑн айӑплӑ пулин те, чӑннипе шутласан эпӗ ун пек мар, яланах ҫавнашкал сиенлӗ этем мар, малашне тек апла пулмӑп, лайӑх ҫын пулӑп тесе вӑрӑммӑн каласа ӑнлантарма хатӗрленнӗ сӑмахсем — пурте ман асӑмран таҫта тухса вӗҫрӗҫ.

Все то, что я хотел сказать Шебалову, перед тем как просить его поручиться за меня в партию, все заготовленное мною длинное объяснение, которым я хотел убедить его, что я хотя и виноват за Чубука, виноват за обман с Федькой, но, в сущности, я не такой, не всегда был таким вредным и впредь не буду, — все это вылетело из моей памяти.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эсир, паллах, ҫак сӑмахсене каланах.

Вы, конечно, произносили эти слова.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Каллех кӑшкӑру илтӗнет, анчах Блюм сӑмахсене уйӑраймасть.

Снова раздался крик, но Блюм не разобрал слов.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӗсем хыттӑн калаҫаяҫҫӗ паллах, анчах тахҫанах тымарланнӑ хӑнӑху сӑмахсене пӑшӑлтатупа кӑларма хистет.

Они могли бы говорить громко, но укоренившаяся привычка заставляла произносить слова шепотом.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Ниме тӑман ҫак сӑмахсене Эли ҫителӗклех сапаларӗ, вара тинех ӗҫ тӗшши ҫине куҫрӗ; вӑл акӑ мӗн каласа пачӗ:

Эли высыпал их достаточно, пока коснулся сущности дела, и вот что он рассказал мне:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Гимнаст хирӗлчӗк-урмӑш, тискер сӑмахсене тӑнлать:

Гимнаст слышал их, полные бешенства, возгласы:

II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Пичӗ тарпа витӗннӗ, тути сике-сике чӗтрет, акӑ Галеран юлашки сӑмахсене илтрӗ: «Ҫиҫекенскер… уҫӑмсӑрскер…».

Лицо его было в поту, губы непроизвольно вздрагивали, и, нагнувшись, Галеран расслышал последние слова: «Сверкающая.» неясная…»

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сеньора, сире ӳкӗте кӗртекен сӑмахсене калама мана пулӑшсамӑр!

Сеньора, помогите мне сказать такие слова, которые убедят вас!

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Айӑплав акчӗн айккинчи ҫак сӑмахсене эпӗ тата сив чир ҫыраҫҫӗ.

Я и лихорадка исписали эти поля обвинительного акта.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫакна каларӗ те шӑпланчӗ, мӗншӗн тесен ытлашши сӑмахсене кӑмӑлламасть.

Сказав так, он умолк, потому что не любил лишних слов.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Паянхи пек самантсем чылай вӑхӑт иртсен ҫеҫ тепре килессе ӑнланса Давенант, сӑмахсене кӗскетсе тата паллӑ ячӗсемсӗр, хӑйӗн тӑхӑр ҫул тӑршшӗнчи пурнӑҫӗн тӗп тӗшшисене уҫса пачӗ, Покетран Лиса мӗнле тӗллевпе кайнине кӑна шарламарӗ.

Зная, что такой случай представится вновь не очень скоро, Давенант передал сжатыми выражениями, сокращая слова и избегая прилагательных, все существенное своей истории за девять лет, умолчав лишь о том, с какой целью ушел из Покета в Лисе.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Стомадор янӑравлӑн, кӑштах хӑрӑлтатса, сӑмахсене тупа тунӑн вӗҫлесе калаҫать, вӗсене пӑтраштармасть.

Стомадор говорил громко, чуть хрипловато, договаривая фразу до конца, как заклятие, и не путал слов.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эсир манӑн сӑмахсене ӗненместӗр…

— Вы не верите моим словам.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унӑн сасси, сывлавӗпе харӑс янӑраса, кӑкӑрӗнчен тухакан ҫӑмӑл кӗвӗлӗхпе ҫав тери кӑмӑллӑ, — Консуэло калаҫнӑ чухне пӗлтерӗшлех мар сӑмахсенче те вӑрттӑн туйӑм пур, вӑл ӑнӗн урӑх, пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ япалисем валли ахӑр, анчах калаҫу сӗмне тивӗҫӳллӗн, — сывлавӗ сӑмахсене кӑларма пулӑшнӑ пекех.

Ее голос, звуча одновременно с дыханием, имел легкий грудной тембр и был так приятен, что даже незначительные слова звучали в произношении Консуэло скрытым чувством, направленным, может быть, к другим, более важным предметам сознания, но свойственным ее тону, как дыхание — ее речи.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хыттӑн, ҫирӗппӗн каланӑ ҫак сӑмахсене шӳт вырӑнне йышӑнма Ван-Конет ухмах мар.

Ван-Конет не был так глуп, чтобы счесть эти напряженные, жестко сказанные слова шуткой.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Великанов пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса тӳрех пӗлӗт ҫинелле сурчӗ.

При этих словах Великанов задрал голову и плюнул прямо в небо.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех