Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курма (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсем патне пырса курма ыйтса малтан хӗрӗм кӑна ҫырнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хама хитрелетсе кӑтартас мар — вӑл пурӑнакан ҫурт хӑш тӗлтереххи ҫинчен пӗлсен эпӗ темиҫе хутчен те ҫавӑнта ҫитсе курма хатӗрленнӗччӗ, анчах кашнинчех манӑн хастарлӑха ун-кун ҫинчен Лариса сисесрен шикленни чӑлхантарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ун пеккисене хальччен пулман вырӑнсене ҫитсе курма чӗнекен романтикӑллӑ туйӑм та питех хавхалантарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурма проводниксенче ҫутӑ пайӑркишӗн яваплӑ экситон квазипайӗсем ҫӗнӗ ӑрури эмисси элеменчӗсене тума кирлӗ, вӗсенчен ӑшӑ сахалрах саланать, малашлӑхра вӗсемпе ҫавӑн пекех квантлӑ технологисенче те усӑ курма май пулӗ.

Ученые подчеркивают, что квазичастицы экситоны, которые ответственные за световое излучение в полупроводниках, необходимы для создания эмиссионных элементов нового поколения, излучающих меньшее количество тепла и в перспективе имеющих потенциал применения в квантовых технологиях.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Пуканесен атӑ-пушмакне фоамирантан ҫӗлетпӗр, е суя тир туянатпӑр, фетрпа та усӑ курма пулать.

Обувь для кукол шьем из фоамирана, или покупаем фальшивую кожу, также можно использовать фетр.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова палӑртнӑ тӑрӑх, улшӑнусем ҫак майпа Херсон тата Запорожье облаҫӗсенчен килнисем те усӑ курма пултарассине ҫирӗплетет — Чӑваш Ен нушаллӑскерсене пурне те тарават.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Унсӑр пуҫне, программӑна хутшӑнакансем регион пулӑшӑвӗпе те усӑ курма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Лабораторири тӗплӗ тӗрӗслевре сӗте шыв хутӑштарнин, е тата, ӗнесене тӗрлӗ чир-чӗртен сиплеме антибиотиксемпе усӑ курнӑ хыҫҫӑнах сӗте апат-ҫимӗҫре усӑ курма сутнин тӗслӗхӗсем ҫирӗпленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Майӑн 9-мӗшӗнче вара йӗркелӳ комитечӗ округра пурӑнакансене тата хӑнасене тӗп лапама «Вилӗмсӗр полк» акцине хутшӑнма, ҫамрӑк армеецсен тата техника парачӗсене курма, театрализациленӗ представленипе паллашма йыхравлать.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Тулаш ҫӑлкуҫсемпе ытла усӑ курма ан тӑрӑшӑр: МИХсем, халӑх тетелӗсем…

Старайтесь минимизировать использование внешних источников: СМИ, соцсети и так далее.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ вулавӑш ҫӗршыври чи пысӑк библиотекӑсемпе архивсен электронлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе тӳрремӗнех усӑ курма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Ҫӗнетнӗ ҫуртра информаци технологийӗсемпе усӑ курмалли лапамсем пысӑкланчӗҫ: право информацийӗн центрӗ, электронлӑ вулав залӗ, вӗренӳ центрӗ, халӑха информацин ҫӗнӗ технологийӗсемпе усӑ курма вӗрентекен тренинг центрӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Коммунистла искусствӑ халӑха ҫӗн обществӑ, коммунизм тума пулӑшмалла, унӑн ӗҫне ҫӑмӑллатмалла, малалла чӗнсе тӑмалла, пулас кунсене курма ҫутӑ памалла, ҫул кӑтартмалла, шухӑш-кӑмӑл, нравственноҫ тӗлӗшпе аталанса пыма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Чӑнах та, ҫыннӑн ури вырӑнне алӑ, куҫӗ вырӑнне хӑлха, хӑлхи вырӑнне сӑмса лартсан, этемӗн кӗлетки пӑсӑлса каять; ун пек ҫынна урама кӑларса ярсан, ӑна курма ҫӗршер кара ҫӑвар пухӑннӑ пулӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

— Этем телей курма ҫуралать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн куҫӗ тем те курма, тем те илтме пултарать…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лавсем ҫинче мӗн пуррине курма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна курма васкать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсен аллине лексен темӗн те курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тата тепӗр халӑх сӑмахӗнче Хаяр Иван патша Улатӑр вырӑнӗнче пурӑннӑ ҫынсене ҫитсе курма шут тытнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех