Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахалех сăмах пирĕн базăра пур.
ахалех (тĕпĕ: ахалех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апельсин йывӑҫҫинчен тунӑ унӑн хитре уххи тата хӳрине тӗк чикнӗ ҫӗмренӗсем те ахалех шкапра выртнӑ.

Ее красивый лук из апельсинового дерева и оперенные стрелы лежали без дела в шкафу.

XXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах ун пек тӑрӑшни те ахалех пулнӑ.

Но это была тщетная попытка.

XXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Эсир ахалех ҫавӑн пек тӑрӑшатӑр.

— Вы напрасно так стараетесь.

VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ сире ахалех хӑратасшӑн мар, анчах калас пулать: ҫав пӗлӗтсем хӑйсемпе пӗрле вилӗм илсе килеҫҫӗ.

Я не хочу пугать вас понапрасну, но должен сказать, что эти тучи несут смерть.

IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ку яшӑ тӳрӗ ҫын пулчӗ, ахалех эсӗ, Кассий, ун ҫинчен элеклесе хӑтлантӑн.

Малый оказался честным человеком, и напрасно, Каш, ты клеветал на него.

III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Тӑсӑккӑн юрлани, тухатни усӑсӑр пулчӗ, иккӗллӗ шакӑртмасемпе шӑнкӑравсем ахалех янӑрарӗҫ, тахҫантанпах пулӑшакан амулетсем те, сӑмахран, пылчӑкпа йывӑҫ хуппи тултарнӑ виҫӗ вӗҫлӗ мӑйрака та, вӑйсӑр.

Напрасными оказались заунывное пение и заклинания, попусту звенели двойные погремушки и колокольчики, бессильны были самые испытанные амулеты и, в частности, рог с тремя маленькими разветвлениями на конце, наполненный грязью и кусочками коры.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Путлӗ япалана ма ахалех тухса ӑрахас, лартӑр.

Зачем нормальную вещь выбрасывать, пусть стоит.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ахалех вӗсене кансӗрлесе пӑлхатрӑм.

Напрасно их растревожила.

Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Апла, ахалех панӑ пулать эпӗ ӑна, — ассӑн сывласа илчӗ Елизаров.

— Значит, зря я ему давал, — вздохнул Елизаров.

500 тенкӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ҫакнашкал пысӑк вӑй ахалех сая каять-ҫке.

И эта силища пропадала зря.

Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ахалех.

Просто так.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Бомбӑсем пӑрахни ахалех пулнӑ.

Бомбы легли зря.

2. Тӑшманпа ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче парӑссен лаптӑкне ҫеҫ мар, мачтӑн лаптӑкне те пӗчӗклетмеллине ахалех ӑнланмалла.

Ведь вполне понятно, что при урагане нужно уменьшить не только площадь парусов, но и площадь самой мачты.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ахалех тураса якатрӑм эпӗ унӑн ҫӑмне, — пӑшӑрханса калаҫрӗ энтомолог, — ун ӑшӗнче пӗр пӑрҫа та тупӑнмарӗ.

— Но я напрасно вычесал ему шерсть, — продолжал с нескрываемым огорчением энтомолог, — на нем не оказалось ни одной блохи!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ахалех, ним пирки те мар.

— Так, ни о чем.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Саша амбар тавра тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнма тытӑннӑччӗ, ҫав самантра вара, ытларах та ытларах тарӑхса, хӑй ӑшӗнче кӑна: — Кӑтартӑпӑр-ха эпир вӗсене… Вӗсен аллине ахалех лекместпӗр… — терӗ.

Он принялся тщательно осматривать амбар, все более хмурясь и про себя тихо бормоча: — Мы еще покажем им… Так просто в руки не дадимся…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Чанасем ахалех канӑҫсӑрланса кӑшкӑрман-мӗн.

Галки тревожились и кричали недаром.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Иккӗшӗ хул хушшийӗсене пуснӑ хурсем хӗстернӗ, тепри — курпунне кӑларса, шинельне йӳле янӑскер, ҫурӑмӗ ҫинче михӗ йӑтса пырать; тепӗр иккӗшӗ, автомат ҫакнӑскерсем, ахалех ҫӑмӑллӑн утаҫҫӗ.

Те, кто был без оружия, несли под мышкой битых гусей, один, согнувшись и расстегнув шинель, тащил на спине мешок, а остальные двое шли налегке, с автоматами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ахалех сан ҫине ҫилентӗм…

Сорвался на тебя зря…

51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Никам та ҫӑкӑр ыйтмасть, анчах та ачасен салху та начарланса кайнӑ пичӗсем вӗсем выҫӑ пулнине ахалех кӑтартса параҫҫӗ.

Никто не жаловался, но по лицам, вытянутым и печальным, было видно, что ребята уже давно голодны.

51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех