Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анса (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн сулӑ шатӑртатса, чӗриклетсе йывӑррӑн шыва шампӑртатса анса выртрӗ.

Плот затрещал, заскрипел и тяжело бухнул в воду.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл лӑпкӑн ҫӳрекенскер, ют пахчана улма вӑрлама каякан пӗр ушкӑна та нихӑҫан та хутшӑнман, унӑн шӑлаварӗ те пилӗкӗнчен час-часах анса каятчӗ, тӳррипе каласан, вӑл кӗсел-кӗселех пулнӑ, ҫапах та мӗнле ӗҫ туса хучӗ-ха!

Такой тихоня был, ни в одной драке, ни в одном налете на чужой сад за яблоками не участвовал, штаны с него всегда сваливались, ну, словом, размазня размазней, и вдруг — такое дело!

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Лаши ҫинчен анса чӗлпӗрне мӑйнех чӗркесе витене кӗртсе ячӗ те, вӗсем патне пырса тӑчӗ.

Слез с лошади, завернула поводья на шею, впустила в конюшню и подошел к ним.

Вӗренӳ аван пырать, анчах… // К. Шупуҫсем. «Капкӑн», 1932, 1№, 10 с.

Airbus A380 самолет ҫӗнӗ йышши топливӑна тӗрӗслеме хутшӑннӑ, сывлӑшра вӑл 3 сехет ирттернӗ: Тулузӑри Бланьякран вӗҫсе тухнӑ та Ниццӑра анса ларнӑ.

В испытаниях нового вида топлива принял участие Airbus A380, в воздухе он провел 3 часа: вылетел из Бланьяк в Тулузе и приземлился в Ницце.

Airbus биотопливӑпа вӗҫекен самолета тӗрӗсленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31487.html

Сӗм тӗттӗмлӗх вӑрман тикӗслӗхӗ ҫине анса ларчӗ, сӑрӑсемпе тӗссене, йӗрсене янкӑр хура тӗттӗмре ирӗлтерчӗ, куҫсене суккӑрлатрӗ, ӳхӗлле ӳхлетрӗ, унтан шӑпланчӗ.

Мгла осела в лесную гладь, сплавила в яркую черноту краски и линии, ослепила глаза, гукнула филином и притихла.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Ансӑр тепӗр вӑрман лаптӑкӗнчен тухнӑ чух йӗри-тавра пӗтӗмпех уҫӑмсӑрланчӗ: ӗнтрӗк тӗтӗмпе тулса пырать тейӗн, юлашки ҫутӑ пайӑркисем тӗттӗмлӗх умӗн ирӗлеҫҫӗ, шӑна-ӳпре-пӑван хыттӑнрах нӑйлама пикенчӗ, тӳпе ҫӗр ҫинех анса ларчӗ пек; Афанасьев чарӑнчӗ, ун ҫине пырса перӗнсен — Благодатский, Мордкин тата Гадаутов та.

Когда прошел еще один короткий лесной час, и все кругом, затканное дымом сумерек, стало неясным, растворяющимся в преддверии тьмы, и сильнее запела мошкара, и небо опустилось ниже, Афанасьев остановился, наткнувшись на него, перестали шагать Благодатский, Мордкин и Гадаутов.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Кӗҫех, ҫул ҫӳревӗн виҫҫӗмӗш кунӗнче, каҫ пулттипе, Сан-Риоле анса юлтӑм.

Наконец, на третий день путешествия, я слез вечером в Сан-Риоле.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Эсир ҫут тӗнчере чи лайӑх ҫын мар тӑк — ҫӗр тӗпне анса каям!

Провались я, если вы не лучший человек на свете!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Ҫавӑнпах тинтерех ҫеҫ юнлӑ тытӑҫу пулнӑ тӗлелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те — хӑйӗн суя вилӗмӗшӗн тавӑрни вырӑнне хурса чула та, Фиас виллине те ҫӗр тӗпне анса кайма чӑнласах сунчӗ.

Поэтому, обернувшись к месту недавней схватки, он, в виде мести за свою мнимую гибель, — искренне пожелал камню и трупу провалиться в недра земли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Ганэль мӗн те пулин тӗшмӗртсе ӗлкӗреймерӗ — е вӗсем патне тухса тӑмалла, е ҫӗр тӗпне анса каймалла — кӗтмен ҫӗртен хыттӑн кӑшкӑрни ӑна ӗнтӗркеврен кӑларчӗ, кӑмӑллах мар туйӑмӗ пӗлес килнин тунсӑхлӑ ҫунавӗпе ылмашӑнчӗ.

Ганэль еще не успел сообразить что-либо, колеблясь между желанием объявить себя и желанием провалиться сквозь землю, как вдруг резкое восклицание вывело его из оцепенения, сменив это неприятное ощущение зудом тоскливого любопытства.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Дэзие кӑмӑллакансем йышлӑ, вӑрлаканни вара — Гоан Гнор; каҫ пулттипе — ку вӑхӑтра чухлама питех те хӗн: халь-халь анса ҫухалакан хӗвел ҫутинче урамӑн тусанлӑ катинче — те шыв ӗҫсе таврӑнакан вӑкӑрсем сӗкӗшеҫҫӗ, те ҫӑварне алӑпа хупланӑ хӗре йӗнер ҫине йӑтса хураҫҫӗ…

У Дэзи было много поклонников, а похитил ее Гоан Гнор вечером, когда в пыльной перспективе освещенной закатом улицы трудно разобрать, подрались ли возвращающиеся с водопоя быки или, зажимая рукой рот девушки, взваливают на седло пленницу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Чирлӗ тесе улталарӑн та хӑвна кирлӗ ҫӗре анса юлтӑн.

Высадился, где тебе было надо, под видом, что болен.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Мард ячӗшӗн салхуланчӗ, компаньонӗсене вӗсем ӑна пӑрахмӗҫ тата улталамӗҫ тесе тупа тутарчӗ те — ҫыран хӗррине, вӑрмана, анса юлчӗ; ӑна палатка, пӑшал, утиял, ӗҫмелли-ҫимелли, пуртӑ парса хӑварчӗҫ.

Для приличия Мард впал в угрюмость, заставил компаньонов поклясться, что его не бросят и не обманут, и остался на берегу в лесу, снабженный палаткой, ружьем, одеялом, припасами и топором.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Виҫҫӗмӗш пайҫӑран хӑтӑлма сӑлтав тупӑннипе ҫав тери хӗпӗртенӗ юлташӗсем Марда ҫырана анса юлмашкӑн ӳкӗтлеме тытӑнчӗҫ.

Чрезвычайно обрадованные случаем избавиться от третьего дольщика, приятели стали уговаривать Марда слезть на берег.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Урай икӗ хут чӗриклетрӗ, манӑн кашнинчех ҫӗр тӗпне тертлӗн анса ҫухалас килчӗ.

Пол скрипнул два раза, и каждый раз мучительно хотелось мне провалиться сквозь землю.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Йӗнер ҫумӗнчи уҫӑ сумкка хуппи ут утмассерен чӗтрене-чӗтрене хутланать, унран пӗр-пӗрин тӑрӑх шӑва-шӑва анса, сӑран борт хӗрринче ҫаврӑна-ҫаврӑна суркӑчланӑ конвертсем ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ.

У седла лошади при каждом шаге вздрагивала откинутая крышка сумки, откуда, скользя друг по другу и перевертываясь на краю кожаного борта, сваливались запечатанные конверты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Енчен те эсӗ карап ҫинчен океана арчашӑн кӑна анса юлма килӗшнӗ тӗк — килсе ҫитсен эсӗ арчапа укҫана пама ман пата ҫийӗнчех килеттӗнччӗ ахӑр.

Уж если ты из-за сундука позволил высадить себя с корабля, то, приехав, наверное, поспешил бы отдать деньги и сундук мне.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Тепӗр икӗ эрнерен вӑл тӑван хулинче Ливер-пульте анса юлчӗ; Гарт арӑмӗ те кунтах пурӑнать терӗмӗр; Смит ӑна шырама пуҫларӗ, анчах ҫула май хупах тӗлне лекрӗ, йӗркеллӗ килсе ҫитнӗ ятпа пӗр стакан эрех ӗҫсен ҫылӑх пулас ҫук терӗ те унта: кӗчӗ.

Через две недели высадился он в родном городе Ливерпуле, где жила также жена Гарта, и пошел ее искать, но по дороге увидел кабачок и решил, что по случаю благополучного прибытия не грех выпить один-единственный стакан водки.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Хӗр алӑк еннелле чупас тенӗччӗ, анчах икӗ ҫула тӳсӗмсӗррӗн уйларӗ те — кантӑк патне таврӑнчӗ, унтан сиксе анса Битт-Боя хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Она кинулась было бежать к дверям, но, нетерпеливо сообразив два расстояния, вернулась к окну и выпрыгнула в него, побежав навстречу Битт-Бою.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Нимӗн те тӗшмӗртмен-сисмен баклан ҫак хушӑра карапсен хушшипе темиҫе хутчен саккӑрла вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те — «Президентпа» «Марианна» хушшине анса ларчӗ; шӑп та лӑп варринче пекех — Битт-Бой та, ыттисем те кулса ячӗҫ.

Меж тем неосведомленный о том баклан, выписав в проходах между судами несколько тяжелых восьмерок, сел как раз меж «Президентом» и «Марианной», так близко на середину этого расстояния, что Битт-Бой и все усмехнулись.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех