Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн сӑлтавпа хӗр пит салхуллӑ, Чӗри ун мӗншӗн пӑлхануллӑ, Пит-куҫӗ мӗн пирки шурать?

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗри ытла та хӗсӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кок-сагыз бригадинче ӗҫленӗрен Фатиман вӑхӑта хирте ытти хӗрсенчен ытларах ирттерме тивет тата хӗр чӗри — хӗр чӗриех: ҫулахи вӑйӑран та юлас килмест.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хыпар килет тӗк, ку хыпар пӗр ҫемьене ҫеҫ савӑнтармасть, пӗр ҫемьене ҫеҫ хурлантармасть, пурин чӗри патне те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫави сассине ҫеҫ илтеҫҫӗ, ку вара вӗсене хӑлхара темле илемлӗ юрӑ янраса тӑнӑ пек, пӗр-пӗрин чӗри тапнине итленӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сталина аса илсен, ун чӗри тата хавасланарах кӑртлатса тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах чӗри ун вӗҫӗмсӗр юрларӗ, чӗри юррӑн кашни тактне, кашни ҫаврӑмне туйса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене вуланӑҫемӗн Укахвин кӑкӑрӗ ҫӗкленсе пырать, чӗри хытӑрах тапма тытӑнать, хӗр, хӑйӗнчен хӑй именнӗ пек, хӗрелсе каять.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи патне ҫывхарса пынӑҫемӗн Ятманӑн чӗри хӑвӑртрах та хӑвӑртрах тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ваттисем шывӑн турачӗ ҫук, вутӑн алли ҫук, мӑрсан чӗри ҫук тесе шӑпах Мамич-Бердейпе Тукай пирки каланӑн туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача чӗри кӑрт-кӑрт тапать.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку хыпара илтсен Альпин чӗри кӑшт ҫеҫ ҫурӑлса тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эп сана, думнӑй дворянин Черемисинов, чыслӑран та чыслӑ ӗҫ хушасшӑн: эсӗ Иван Дмитриевич ҫарӗнче пулса унти дьякпа пӗрле боярина мӗн пур усалтан сыхлатӑн, ун чӗри ман умра мӗн тери таса пулнине сӑнаса тӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче чӗри чарӑнса ларнӑ ҫынна леш тӗнчерен тавӑрса тенӗ пек больницӑна вӑхӑтра ҫитерсе пурнӑҫне ҫӑлса хӑварни те пулнӑ», — аса илсе каласа парать Сергей Александрович.

Куҫарса пулӑш

Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl

Светлана ача чухнех уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, халӗ те сисӗмлӗ чӗри ӑна ҫынсене май килнӗ таран пулӑшма хистет.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Северьян мӑрса ҫумне тек ыйтусемпе ҫыпӑҫмарӗ, Ахтупай ҫинчен илтсен унӑн чӗри йӑлтах савӑнӑҫпа тулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турӑ пӗлет халь унӑнне — кама савать вӑл, камшӑн ҫунать ун чӗри.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗн чӗри хыттӑн тапнине тата кӑмака хыҫӗнче шӑрчӑк чӗриклетнине ҫеҫ илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас чӗри хыттӑн тапма пуҫланине туйрӗ те кӑшт лӑпланас тесе хӑй килсе пӑрахнӑ каска пуканӗ ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер каҫалапа хыпар тухрӗ — Шупашкар мэрӗн чӗри чӑтайман та вӑл вилсе кайнӑ.

Вчера вечером появилась новость — скончался мэр Чебоксар, у него не выдержало сердце.

Шупашкар мэрӗн чӗри тапма чарӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32710.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех