Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳте (тĕпĕ: ӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такамӑн кӑмӑлӗ ыйтнине пӑхӑннӑн вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларчӗ, хӑлхине ҫӗр ҫумне тытрӗ; унтан… виле ӳте хунӑ вӑрттӑн шӑтӑкран пурнӑҫӑн уҫӑмсӑр пӑшӑлтатӑвне, чӑшӑлтатӑва, сисӗни-сисӗнми хусканӑва тата аякран-аякран килекен сасса илтрӗ; ҫак сасӑ, ахӑртнех, тупӑк тӑвӑрлӑхӗнче ухмаха ернӗ ҫын ҫухӑрӑвӗпе янӑрать.

Она приподнялась, движимая как бы чужой волей, приникла ухом к земле, и там, из таинственной глубины праха, услышала темные звуки жизни, шорох и неясное трение, и глухой отзвук голоса, который, может быть, оглашал тесноту гроба воплем, близким к безумию.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Шӑтарасла пӑхакан хӗсӗкрех хӑмӑр куҫӗ, йӗр йӗрленӗ ҫинҫе пӗркеленчӗксем ӳте кӑшт тӗксӗмлетеҫҫӗ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пас тытнӑ пек шурала пуҫланӑ ҫӑра ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ вара, пачах урӑхла, — ҫутатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗпетрӗ кӑна мар, ӳте касса-ҫурса тухрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫиеле пиншаксем купаласа тултарсан та ӳте сивӗ чӗпӗтетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ӳте тӑм илсен мӗн тумалла?

Что делать при обморожении?

17 ҫынна тӑм илнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30645.html

Ман ещӗкӗн ункине ӑмӑрткайӑк сӑмсипе ярса илнӗ те ещӗке чулсем ҫине пӑрахса ҫӗмӗрсе, ун айӗнчен ман ӳте кӑларса ҫиес тесе ҫӳле ҫӗклесе хӑпарса кайнӑ пулмалла.

Должно быть, орел захватил клювом кольцо моего ящика и поднялся с ним высоко, чтобы затем бросить его на камни и вытащить из-под обломков мое тело.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Урпа хӑмӑлӗсем урлӑ-пирлӗ ытла ҫыхланса пӗтнӗ пирки, вӗсем хушшипе шуса та тухма ҫук пулса ҫитрӗ, тата усӑнса тӑракан пучахсен шӗвӗр, тӗреклӗ йӗпписем ман тумтире шӑтарса ӳте кӗре-кӗре ларчӗҫ.

Стебли так переплелись между собой, что не было никакой возможности пробраться между ними, а усики поваленных колосьев были так крепки и остры, что прокалывали мне платье и вонзались в тело.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавна пула эсир вилсенех, его величествӑна пӑхӑнса тӑракан пилӗк-ултӑ пин ҫынни икӗ-виҫ кун хушшинчех сирӗн ӳте шӑммисенчен уйӑрса, ӑна урапасем ҫине тиесе хула тулашне турттарса кайса, мур пуҫланасран чавса пытарма пултараҫҫӗ; сирӗн скелет вара пирӗн малашнехи йӑхсене курса тӗлӗнмешкӗн асӑнмалӑх япала пулса тӑрӗ.

Благодаря этому, как только вы умрете, пять или шесть тысяч подданных его величества смогут в два или три дня отделить мясо от костей, сложить его в телеги, увезти и закопать за городом во избежание заразы, а ваш скелет сохранить, как памятник, на удивление потомству.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак наркӑмӑш ыраттарнипе сирӗн хӑвӑр ӳте чӗркелесе-таткаласа пӗтерсе пит хӑрушӑ асапсемпе вилмелле пулнӑ.

Под влиянием этой отравы вы бы стали терзать и раздирать собственное тело и погибли бы в ужаснейших муках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сиввӗн йӑлтӑртатса тӑракан ҫивӗч скальпель ӳте перӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Пӗри пит ҫинех ӳкрӗ, ӳте сиввӗн чӗпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Анчах та гиалоторакс ӳте пилӗк таран ҫеҫ витсе тӑнӑ.

Гиалоторакс прикрывал тело только до пояса.

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫарҫыннисем вара пӗтӗм ӳте металпа витмелле тӑвас тесе шутланӑ.

Воины думали, — хорошо было бы закрыть все туловище металлом.

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫавӑнпа та авалхи египтянсем, ассириецсем, перссем, уйрӑммӑнах грексем ӳте хӳтӗлеме щитсӑр пуҫне тата урӑх япала шутласа кӑларасшӑн пулнӑ.

Поэтому древние египтяне, ассирийцы, персы и, в особенности, греки немало думали, как предохранить тело от ударов еще и помимо шита.

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Щитсене тем пек лайӑх тусассӑн та, вӗсем ӳте тӑшман ҫапнинчен яланах хӳтӗлеме пултарайман.

Как ни хороши были шиты, но они не всегда могли предохранить тело от ударов противника.

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Хӑш-пӗр чухне тата — ӳте вӑй кӳртекен япала.

А иногда возбуждающим энергию тела.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Тӗтӗм мана чыхӑнтарчӗ, ним курми туса лартрӗ, манӑн пичкене алӑк патне кустарса пыма аран-аран вӑй ҫитрӗ, алӑкра вӑл ланкса ларчӗ те малалла каймарӗ, сарай тӑрринчен ҫав вӑхӑтрах ман ҫине хӗмсем ӳксе ӳте сӑхрӗҫ.

Дым душил меня и ослеплял, у меня едва хватило сил подкатить бочку к двери сарая, в дверях она застряла и дальше не шла, а с крыши на меня сыпались искры, жаля кожу.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

— Апла та аван: Ун пек этикетпа килне ҫитӗ-и, ҫитмӗ-и — унӑн телейӗ: типографи краски ӳте ҫиет, часах ҫуса ярас ҫук.

— И так ладно. Под эдаким этикетом дойдет до дому либо нет — его счастье; типографская краска въедливая, не скоро сотрешь.

XXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Сӑрантан тунӑ, сулӑ евӗрлӗ япала; ӑна кандал айӗнчен ӳте тимӗр касасран тӑхӑнтартаҫҫӗ.

Кожаные такие, вроде браслетов, что ли, поддеваются под кандалы, чтобы ногу железом не резало.

XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Эсир ӳте вӗлерме пултаратӑр, мистер Гандс, — анчах чуна мар.

— Вы можете убить тело, мистер Хендс, но не дух, — сказал я.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех