Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнсине (тĕпĕ: ӗнсе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна ӑсатса ярсан, хӑвӑрттӑн пӑрӑннӑ автомобильре актрисӑн ӗнсине пӑхса юлсан Готорн тухтӑр енне ҫаврӑнчӗ.

Проводив ее и посмотрев на ее затылок в круто завернувшем автомобиле, Готорн вернулся к доктору.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Кист эрлӗкленсе урипе тапрӗ, ӗнсине тӳсӗмсӗррӗн кӑтӑртаттарчӗ.

что Кист с досадой топнул и почесал затылок.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

— Ҫӗнӗ ҫын тӗрӗс пуплешет, — терӗ Хуснутдинов, ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— «Тен» тенипе кӑна ҫырлахма йывӑртарах та-ха… — ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кил хуҫи сӗтел ҫине эрех, апат-ҫимӗҫ лартнӑ хушӑра милиционер пӑртак тӑна кӗчӗ, тарланӑ ҫамкине, тачка ӗнсине гимнастерка ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӗрулми вӑрлӑхӗ вӑл хамӑран та ҫук-ха, — ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӑрантас пур-ха та, — ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫрӗ хресчен, — лаша пӗрре кӑна ман.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑван ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иван Ефимӑч ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илет те, калать:

Иван Ефимыч почесал затылок и сказал:

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Хӑпӑл-хапӑл чавкаласа тунӑ окопсенче хӗсӗк, ҫавӑнпа Матвей Солох, Кривоноссем иккӗшӗ те тата Миколай — окоп ҫывӑхӗнче ҫара ҫӗр ҫинчех выртаҫҫӗ, — пӗри йӳҫӗ курӑк тунине чӑмлакалать, хӑшӗ-пӗри, ӗнсине аллисемпе хупласа, эрӗм шӑршипе сывласа тӗлӗркелет.

В наскоро выкопанных окопах было тесно, — бойцы Матвей Солох, оба Кривоноса и Миколай лежали около на земле, — кто грыз горький стебелек, кто, прикрыв ладонями затылок, дремал — носом в полынь.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Йывӑртарах ҫав, — терӗ унтан Абдулка мӑн ҫын пек ӗнсине хыҫҫӑн илсе, шуррисене Немция пулӑшать.

Потом Абдулка солидно заметил: — Трудновато. За беляков Немция заступается.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл карӑнса илчӗ, анасларӗ, ӗнсине хыҫрӗ те ура пӳрнисене хускатса илчӗ.

Он потянулся, зевнул, почесал затылок и пошевелил пальцами ног.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапах та кунта ҫакнашкал кӗтмен инкек те пулма пултарать: сӑмахран, каснӑ ӗнсесене пӗр-пӗрин пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ чухне ухмах ҫын ӗнсине ӑслӑ ҫын пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса лартсан, эпир ӑслӑ ҫыннине те ухмахлатма пултаратпӑр.

Правда, тут возникает опасение, что, приставляя мозги глупого человека к мозгам умного, мы рискуем сделать глупцом и этого последнего.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ним тума аптранӑ тимӗрҫӗ ӗнсине хыҫкаласа тӑрать.

Кузнец в растерянности чесал затылок.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Макҫӑм, кӑмӑлсӑрланнӑ пек, вӑрӑммӑн сывласа янӑ, е «хм!» тесе ӗнрешсе илнӗ, е ним чӗнмесӗр ӗнсине хыҫнӑ.

Максимка разочарованно вздыхал, либо говорил на это: «Гм!..», либо молча чесал затылок.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Макҫӑм ӗнерсе тӑсса кӗвӗленӗ те — хуҫа, тем шухӑшласа, ӗнсине хыҫса илнӗ.

Максимка задудел, а хозяин в раздумье почесал затылок.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Пукан ҫинчен урайне шуса ӳкрӗ те ҫапӑнса хулпуҫҫине, ӗнсине ыраттарчӗ.

Он соскользнул на пол с табурета,, больно ударившись плечами и затылком.

XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Бауман, тарӑн шухӑша кайса, ӗнсине хыҫкаласа илчӗ.

Бауман со вздохом поскреб затылок:

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Василий пичче шухӑша кайса тӑчӗ те ӗнсине хыҫса илчӗ.

Дядя Василий постоял, подумал, почесал затылок.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ленька ӗнсине хыҫрӗ.

— Ленька почесал затылок.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех