Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗненсе (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, ӑна ӗненсе, ярмарка кайма васкатсах ҫӗнӗ кӗпе сӗлеттертӗм.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Хӑй ҫакна хӑйӗн ачаранах ашкӑрса амаланнӑ тӗп пултарулӑх тӗвви-папки пек ӗненсе каппайланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Юрать-ха, апӑрша, хӑйне вуҫех сӳтӗлсе кайма, хакран кӑларма, кӗлерӗнме памарӗ, пурнӑҫ тилхепине яланлӑхах ҫухатса ямарӗ: хӑй ҫӑлтӑрӗн телейне ҫирӗппӗн, анчах вӑрттӑн — карттӑн ӗненсе, тухтӑрсем ӳкӗтленипе хӑпма пӗлмен усал чиртен татӑклӑнах сипленме килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗр-пӗр уҫланка ҫитмеллеччӗ пӗреххут, — ҫепӗҫленчӗ хӗр, ӗнтӗ Пуриса ӗненсе хӑйне пач лӑпкӑ тытаканскер.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав, эсӗ те унччен мана пӗрре ӗненсе, тепре ман пирки иккӗленсе пурӑннӑскер, паян кӗтмен-туман сасӑ (санпа пӗр чӗлхе тупайман шоферӑн «ҫӗрӗк» шӑхӑрнӑ сасси) сӑсӑл вӗҫтернипе, сехрӳне хӑпартнине пула ҫеҫ пӗрремӗш хут хӑв ҫылӑхусемшӗн манран чӗркуҫҫи ҫине ӳксех каҫару ыйтрӑн, кӗлӗ турӑн, хӑв тунӑ ытти йӑнӑшсемшӗн те татӑлсах ӳкӗнтӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ҫамрӑксем каллех пӗрле пулчӗҫ, асаплӑ, мӗскӗнӗн тӗлкӗшекен куҫӗсемпе пӗр-пӗрин ӑшне кӗрсе тухрӗҫ, анчах, чикан майрисем каланӑ сӑмахсене ӗненсе, юнавӗсенчен хӑраса, хӑйсене сарӑп тунӑ ултавҫӑсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма мар, чӗлхе вӗҫӗнчен шӑлтӑр-палтӑр сӑмах вӗҫертсе яма та хӑймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл аяккипе тыткаласа машина йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ те, автансене нимӗнле сиен пулманнине хӑй куҫӗпе курса ӗненсе, ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Аристотель ҫӗр ҫинче чӗрчунсем хӑйӑссӗн пулса кайма пултараҫҫӗ тесе ҫырнӑ, ҫакна ҫынсем (ӑслӑ, лайӑх вӗреннӗ ҫынсем) пин ҫул ытла ӗненсе пурӑннӑ, ҫак теорие ҫирӗплетмелли опытсем те лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Хӑй вӑхӑтӗнче, Днепр ҫинче малтанхи хӑватлӑ гидроэлектростанци тума тытӑнсанах, тен, маларах та, Владимир Ильич Ленин хӑйӗн историлле ГОЭЛРО планӗпе тӗнчене тӗлӗнтернӗ хыҫҫӑнах, ҫӗнӗ самана нимрен те хӑватлӑ пулнине чӗререн ӗненсе тӑнӑ ҫынсем Атӑла пӗвелеме, унӑн вӑйне тӗнчери коммунизм ӗҫне кӳлме ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кӗтмен ҫӗртенех вара сак сӑмахсене ӗненсе, вӑл лӑпланнӑ кӑмӑлпа хӑй ӗҫлекен вырӑна таврӑнчӗ.

Неожиданно поверив этим простым словам, юноша, почти успокоенный, вернулся на свое место.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗҫех вара тӑваттӑмӗш дормиторта Фретич лӑпкӑн, хӑй сӑмахӗсене чӗререн ӗненсе пӑшӑлтатнисӗр пуҫне, нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнми пулчӗ.

А потом в четвертом дормиторе уже ничего не было слышно, кроме спокойного и уверенного шопота Фретича.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑн пекех шухӑша кайса тата истори учительне малтанхи пекех ӗненсе, вӑл аллине хулӗ айнелле чикрӗ те тӑрӑшсах хыҫкаланма пуҫларӗ.

Все так же задумчиво, с той же верой в своего учителя истории, он сунул руку подмышку и усердно принялся чесаться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Выльӑхсене ҫӗнӗлле мӗнле тӑрантарасси ҫинчен пӗр-пӗр кичем лектор каласа парас пулсан, тен, залри ҫынсем паҫӑрах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗҫ, анчах ун ҫинчен ҫак хаваслӑ та хивре хӗр янравлӑ та уҫӑ сасӑпа каланӑран пысӑк хура куҫӗпе пӗрре ӑшшӑн кулса, тепре хаяррӑн пӑхса каланӑран, вӑл залри ҫынсене хӑйӗн сӑмахне ӗнентересшӗн кӑна мар, хӑй те пӗтӗм чунтан ӗненсе каланӑран, чӗререн пӑлханса, хавхаланса каланӑран — ӑна итлеме хаваслӑ та, кӑсӑк та.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мӗнле хаярланса, чунтан ӗненсе каланӑччӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ниҫта та тупайман пирки, ӑна е амантнӑ, е чӑнах та вӗлернине ӗненсе, пишсене ҫилленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ҫав тӑсмак чӗлхене ӗненсе ларнӑ?

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук та Анукран юлмасса ӗненсе, ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен шухӑшӗсене каласа пӗтерсенех: — Ҫук, Анук мар! — терӗ ҫирӗппӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуян ҫын ачине качча тухатан! — юмӑҫ пӑхни пуласса ӗненсе калаҫса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра йӑрӑсла калаҫнисем, мӗнпур ӗҫме-ҫимине хатӗрлени мӗнрен килнине халь ӗнтӗ Микула ним иккӗленмесӗр ӗненсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫын тени эс каланисене ӗненсе тухса кайрӗ те…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех