Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӑҫтине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тытатчӗ те пуль ӑна Анатолий Семенович, тытатехчӗ пуль, анчах пӗр палламан ҫын йывӑҫ сутакан склад ӑҫтине ыйтрӗ те, Аннушкин ӑна ҫул кӑтартма чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Паҫӑрах-ха, кунта килсенех, эпӗ Бианка ҫуккине асӑрханӑччӗ, вӑл ӑҫтине ыйтас шухӑш та пурччӗ, анчах сӑмах хушшинче манса кайрӑм пулас.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Бригадӑра маррине пӗлтӗм, анчах ӑҫтине ыйтма пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрлӗ кӗтес ӑҫтине пӗлетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эсӗ ӑҫтине нихӑшӗ те калама пӗлеймерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эсӗ мана, Анюк, кӑмрӑк ӑҫтине кӑтарт, шӑрпӑк пар, — тет Григорий Григорьевич, — хӑв Ҫеркей ҫумне лар та юмахлама тытӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Атя-ха, Петя, пӗрле тӑрӑшса пӑхар, тен, кил ӑҫтине те тупӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Унтан йывӑҫ вуллисем тӑрӑх ҫурҫӗрпе кӑнтӑр ӑҫтине пӗлме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ывӑлӗ ӑҫтине пӗлсен хӗрарӑм арҫынна ҫатӑрах ыталаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Хӑваласа ҫитес те вӗсене государь ӑҫтине пӗлтерес! — сӗнчӗ Алюнов.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кур, путсӗр йытӑ, хӑвӑн тусусем ӑҫтине! — ывӑннӑн каларӗ офицер.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑшт шӑплансан, хресченсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Ахмартан патька-патша ӑҫтине, вӑл чӑваш ҫыннине мӗнле ҫӑмӑллӑх парассине ыйтса пӗле пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Киселев, пулемет патӗнче выртаканскер, фашист ӑҫтине пӑхма тесе, ҫӗкленме пикенчӗ, анчах ӑна ҫав самантрах тӑшман пули кӑкӑртан тиврӗ, ҫурӑмран тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Кирук сиксе тӑрса ларать, куҫӗсем алчӑраса кайнӑ, хӑй ӑҫтине те тӳрех чухласа илеймест.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗркури ӑҫтине кам пӗлет?

Куҫарса пулӑш

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑрушӑ самантсенче Полина хӑй ӑҫтине мансах мастера хулпуҫҫийӗнчен ҫатӑрла-ҫатӑрла тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл ӑҫтине ҫывӑх ҫыннисем нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.

Ее местонахождение не известно близким с 11 февраля.

Вӑрнар районӗнчи хӗрарӑм ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34332.html

Вӗсем эсӗ ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ те.

Они не знают, где ты находишься.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вӗренекенсене, тӗпрен илсен, Володя Колесников ертсе пычӗ, халӗ ак, эпир вӑл ӑҫтине те пӗлместпӗр.

— Учениками руководил в основном Володя Колесников, а мы не знаем даже, где он сейчас находится.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Таня вӑл ӑҫтине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех