Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗпех (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче ҫил кашларӗ, ҫумӑр чашлаттарса ҫурӗ, аслати вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗрӗпех кӗмсӗртеттерчӗ, ҫиҫӗмӗ вара…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каҫпа, ӗҫ пӗтерсе килсен, ҫӗрӗпех пӑчкӑсем хӑйраса, савӑлсем туса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян Тимофей Михайловича пытараҫҫӗ тенине илтсен, эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗрӗпех ҫывӑраймасӑр шухӑшлани Николай Ивановича чӑркӑшлантарса ячӗ, оборудованисем паракан склад заведующипе чипер ҫӗртенех хирӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Коля ҫӗрӗпех Люсьӑпа ташларӗ, ҫав каҫхине ҫывӑрма та унтах юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ан тив, кунашкал савӑк ире кӗтсе илме вӑл ҫӗрӗпех ҫывӑрман пултӑр, ӑна никам та курман, никам та пӗлмест; хӑйӗн тахҫанхи ырӑ ӗмӗт-шухӑшӗ ҫитни темрен те паха.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑн та, шур халатлисем чир-чӗрпе ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑрура хӑйсене шеллемеҫҫӗ, пациентсен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн ҫӗрӗпех дежурствӑра тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Тарье ҫӗрӗпех ӑшаланса выртрӗ, енчен енне пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне ҫаврӑнчӗ: кӗҫӗр ҫӗрӗпех ывӑлӗ таврӑнманни канӑҫ памарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тухтӑрсем те ҫӗрӗпех куҫ хупман.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Анчах пӑшал сасси пур пӗрех, ҫӗрӗпех янраса тӑчӗ: ҫывӑхра, инҫетре…

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кайран ҫӗрӗпех ҫумӑр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫӗркаҫ вӑл ҫӗрӗпех кӳршӗ колхозӑн чиккинчи вӑрлӑхлӑх клевер пуссинче хуралта тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пӗр каҫхине ҫӗрӗпех чашлаттарса ҫумӑр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Хӗрсем ҫӗрӗпех ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫӗрӗпех ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗҫӗр ҫӗрӗпех пирӗн патӑрта староста Куҫук Петӗрӗ, Иванюк тата тепӗр такам эрех ӗҫрӗҫ, сурӑх какай пӑтти ҫирӗҫ, — терӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӗ.

Не сомкнув веки.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара унта ҫӗрӗпех кӑвайт ҫунать, кайӑк кӑвакалӗсем нартлатни илтӗнет.

И полыхают по берегу Волги рыбацкие костры, ночи напролет крякают в небе дикие утки.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ку пӑшална эсӗ ҫӗрӗпех ҫапла йӑтса ҫӳрес тетне ӗнтӗ?»

— Ты свое ружье так и будешь весь вечер носить?

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех