Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыртса (тĕпĕ: ҫырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нинук чӑтаймарӗ пӗтӗм кӑмӑлтан ӑх! тесе илчӗ те ҫатӑрт! ҫыртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк, те юрать те юрамасть текелесе, ҫыртса та пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк та пӗр шутласа тӑмасӑрах татах та татах ҫыртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавра ҫыртӑка алӑрах туйса илнӗ хӗр ӑна тепӗр хут шатӑрт! ҫеҫ ҫыртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑ ӳкерчӗк хавхалантарчӗ пулӗ Ванюка, кап! ҫыртса илчӗ тахҫантанпах кӑтӑклантаракан, алӑ лаппи ҫинче тӗрлӗ тӗслӗн ялтӑртатса выртакан панулмие.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сывлӑшра вӗҫсе ҫӳрекен ним шутсӑр шӑна-пӑван ҫыртса тарӑхтарать.

Мучают своими укусами миллионы носящихся в воздухе насекомых.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Куҫлӑхлӑ ҫын бутербродран пысӑк татӑк ҫыртса илет те ӑнланмаллах та мар калать:

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктора хӑй ӑсӗнче те пулин ҫавӑн пек каличчен Лиза хӑйӗн чӗлхине ҫыртса татнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Симӗс сухана ҫатӑр ҫыртса илет те ҫӗрулмипе пӗрле хуллен, юлхавлӑн кавлет.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем тем хулӑнӑш хулӑсене сӑмсипе ҫыртса вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ вӑрламалли меслет видеосӑнав камерине лекрӗ: видео ҫинче вӑрӑ малтан трос ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӗр-икӗ хутчен ҫыртса пӑхнӑ, унтан, никам та сӑнаманнине курсан, ӑна кӗппипех кӑшласа татнӑ.

Такой нестандартный способ воровства попал на камеру видеонаблюдения: на записи видно, что похитительница сначала проверила прочность троса, укусив его пару раз, а затем, убедившись, что никто не следит за ней, уже полностью пережевала его.

Ҫӗнӗ iPhone-лӑ пулас тесе китаянка трос кӑшласа татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35929.html

Хӑйсемпе инкек килсе тухсассӑн е чир-чӗр пырса ҫаклансан хӑшпӗрисем тӳрех парӑнаҫҫӗ, чунпа вӑйлӑ ҫынсем вара пуҫне усмасӑр, ниме пӑхмасӑр, шӑлне ҫыртса малалла талпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Перчеткене ҫыртса хуҫинчен тата аяккарах тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Самантрах чупса пырса перчеткене ҫыртса тара пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ялта никам та вӑранман-ха, пӗр хӗр ҫеҫ, шӑлне ҫыртса, кипкери ачана ал ҫинче сиктерсе ҫывратнӑ пек сулланса, кил хушшинчи нӳрӗ каска ҫинче ларать…

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӗн чухлӗ чунна хытарса, шӑлна ҫыртса ан тӳс — сулӑна панине ташланҫи туса, макӑрас килнине пулам пек туса…

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви текех шӑлне ҫыртса та чӑтса тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Мӑй ҫинчи алӑран ҫыртса лартнӑ кушак, таҫтан ҫурла тивнипе пулас, ҫӗрелле вӑркӑнчӗ, Укахви хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрсан, каллех сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Текех, каччи сисмен хушӑран, тути хӗррине ҫыртса, Славик еннелле хурлӑ куҫне йӑлтӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Йытӑ ҫури вӗрентен шӑлӗпе ҫыртса туртать те путек умӗнче сиккелесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех