Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак техникӑн пӗтӗм тӗлӗнтермӗшӗсемпе ҫӗнетсе урӑхлатнӑ ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗсене эпир хӑвӑрт вӗҫекен авиэткӑсемпе кӑнтӑртан ҫурҫӗре, ҫурҫӗртен кӑнтӑра пӗр-пӗрин патне хӑнана вӗҫсе ҫӳренӗ чухне хамӑр куҫӑмӑрсемпех курӑпӑр акӑ.
Ӗмӗтсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эпӗ штурвала Егор Байдуков аллине парса, вӑл ҫутҫанталӑкӑн йывӑр условийӗсенче темиҫе сехет хушши ним курмасӑр вӗҫнӗ чух лӑпкӑн ҫывӑрма пултаратӑп.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Нивушлӗ ҫутҫанталӑкӑн тискер вӑйӗ ҫиеле тухать, пирӗн хӗрлӗ ҫунатлӑ «РД», пӑр катӑкӗ пек, персе анать?Неужели слепые силы природы восторжествуют и наш краснокрылый «РД», как ледышка, грохнется вниз?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Анчах эсир ҫакӑнти хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе чӑнласах киленес тетӗр пулсан, виноград йывӑҫҫисем хушшипе тӳрех тинӗс хӗрринелле утӑр.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Мӗн чухлӗ нумайрах ыйтатӑр, ҫавӑн чухлӗ сире нумайрах парӗҫ — ҫутҫанталӑкӑн ҫавӑн пек закон пур.Чем больше потребуете, тем больше вам дадут — есть такой закон природы.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ҫутҫанталӑкӑн ҫав киревсӗр законне хирӗҫ пыма тӑрӑшӑп, — терӗ Алексей.— Попытаюсь воспротивиться этому закону природы, — отозвался Алексей.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи инҫетри кӗтессенче пулса курнӑ, ҫутҫанталӑкӑн ним кӗтмен ҫӗртен пулакан япалисене тӗл пулса, вӗсемпе кӗрешсе куркаланӑ.
XL сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кунта урӑх нимӗн те хушмалли ҫук, — илемӗ енчен ҫутҫанталӑкӑн кунта нимскер кӑлтӑк та ҫук!Здесь ничего нельзя добавить, это кусок природы, безупречный в своем совершенстве!
XVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Алла илесчӗ ҫутҫанталӑкӑн ҫак пысӑк вӑйне, кӳлесчӗ ӑна, миллионшар лаша вӑйӗ чухлӗ хӑвата… — терӗ Владимир Ильич, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫутҫанталӑкӑн ҫынна пӑхӑнакан паттӑр та вӑрттӑн вӑйӗ ачасене пурне те шухӑша ярать.Всех волновала таинственная, могучая сила природы, послушная человеку.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ӑна пула вӑл пурнӑҫ илемне чухлама вӗренчӗ, хӑй таврашӗнчи ҫутҫанталӑкӑн асамлӑ хӑвачӗпе улшӑнакан ӳсентӑрана курнипе те вӑл, тавҫӑрма хӑнӑхан пӗчӗк ача пек, хӗпӗртекен пулнӑччӗ, чун хавалӗпе ҫӗкленнӗччӗ вӑл, ӗнтӗ уншӑн ура ярса пусас курӑк та шелччӗ.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫапла вӑл пӗтӗм анине сарса витӗччӗ, анчах иртӗхнӗ ҫутҫанталӑкӑн тискерленнӗ хӑватне мӗнпе чарма вӑй ҫитерӗн?..
XIV. Инкек телей кӳрет-им? // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӑлхавлӑ кӑмӑлсӑрлӑхпа ӗсӗклесе юлашки сасӑсем чӗтренсен, Анна Михайловна ывӑлӗн сӑн-пичӗ ҫине пӑхрӗ те, ӑна ҫутҫанталӑкӑн чуна ҫӗклентерекен ытла та уҫӑмлӑ вӑйне пула халран кайнӑ ачи ҫыран хӗрринче выртнӑ чухнехи пӗр хӗвеллӗ кун аса килчӗ.
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑ йӑлтах чӗрене капланса килнӗ тарӑн туйӑмпа пӗр пулса янӑрать, чунра вӑл ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑн калаҫӑвӗпе пӗрле ҫуралать, унӑн чӑн-чӑн ятне тупса калама та ҫав тери хӗн…
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫутҫанталӑк ӑна кунта татса пама ҫук нимӗнле уҫӑмлӑ ыйтусемпе те кансӗрлемен; ҫав ҫил кунта тӳрех унӑн чунне варкӑшса кӗрсе вырнаҫнӑ, курӑк та, шӑппӑн пӑшӑлтатса, темӗнле шеллевлӗ сӑмахсем каланӑн туйӑннӑ ӑна, вара, ҫамрӑкӑн чунӗ таврари ҫутҫанталӑкӑн лӑпкӑ кӗввипе ӗнерӗнсен, унӑн ӑшӑ ачашлӑхӗпе ҫемҫелсе кайсан, хӑйӗн кӑкӑрне темӗн тулса пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сарӑлнине туятчӗ вӑл.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ачана сывӑ куҫ паман ҫутҫанталӑк ӑна ытти енчен кӳрентерменех, тесе ытларах та ытларах ӗненсе пынӑ Макҫӑм пичче; ҫак ачан ӑс-пуҫӗ ҫутҫанталӑкӑн тулаш енӗсене ҫӑмӑллӑнах ӑша илсе, тата тулли вӑйпа туйса ӑнланма пултарнӑ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗвелӗн вӗри пайӑркисем айӗнче ҫутҫанталӑкӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ытларах та ытларах хӑй йӗркине кӗрсе пырать, пурнӑҫ хӑйӗн вӑйне пухсах пынӑн туйӑнать, унӑн хӑвӑртлансах пыракан таппи, хӑйӗн чуппине чарайман пуйӑс евӗр, малаллах вирхӗнет.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пирӗн философсемпе ученӑйсем таврари ҫутҫанталӑка схоластикӑлла меслетсемпе мар, ӑна урӑхлатса, ҫынсемшӗн усӑллӑ тӑвассишӗн ҫутҫанталӑкӑн ку таранччен никам пӗлеймен вӑрттӑнлӑхсене вӗренсе, ӗҫре ҫӗнтерӳ кӳме пултаракан пӗртен-пӗр тӗрӗс меслетпе, — диалектикла материализмпа, усӑ кураҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ку таранччен пулнӑ фактсем Девипе Лиденброк теорийӗпе килӗшсе пычӗҫ; ку таранччен, вута парӑнман чулсем, электричество магнетизмӗн уйрӑм условисем, ҫутҫанталӑкӑн яланхи саккунӗсене улӑштарса, пирӗн валли вӑтам температура туса пычӗҫ; мӗншӗн тесен манӑн шухӑшӑмпа, ҫапах та ҫӗр варринчи вут теорийӗ — пурне те ӑнлантарса пама пултаракан чи тӗрӗс пӗртен-пӗр теори пулмалла.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак самантран вара пирӗн ӑс-тӑн та, эпир шухӑшлани те, эпир тӗрлӗ меслет тупас тесе шутлани те нимӗн усӑсӑр пулчӗ; эпир хамӑр та ҫутҫанталӑкӑн ҫӗр айӗнчи вӑйӗсен аллинчи ача вӑййи анчах пулса тӑтӑмӑр.
XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.