Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунӑ (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗнерхи ҫи-пуҫпах, ҫапах паян темшӗн тасарах, тирпейлӗрех пек курӑнать; унӑн кӗре ӳтлӗ ҫаврака пичӗ, тап-таса хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх илемӗпе ялкӑшаҫҫӗ; хӗр духипе пит ҫунӑ пулас: унран лантӑш шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ялти тимлӗ ҫынсем сӑнанах ӗнтӗ, ҫуркунне юр кайса пӗтнӗ вӑхӑтра е кӗркунне ҫумӑрӗ эрни-эрнипех лӳшкесе ҫунӑ кунсенче, ҫырма хӗрринчи ҫӗрсем мӗнле катӑла-катӑла ишӗлсе сарӑлнине!

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Эпӗ Мишша кукаҫ мунчала типӗтнӗ чухне выртса-тӑракан ӳплене кӗтӗм, ҫунӑ кӗпене ӳпле умне типме хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Краватьне те, вӑрӑм саксене те килте тӗртсе тунӑ йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ палассемпе витнӗ, чӳречесене чечексем тӗрлесе ӳкернӗ шурӑ каррисемпе, турӑшне тӗрӗллӗ вӑрӑм питшӑлисемпе карнӑ, хӑйӑрпа ҫунӑ урайӗ шап-шурӑ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан тин ҫунӑ юр ҫинче ҫӗнӗ йӗрсем чылай курчӗ, ҫапах та ухӑ илменшӗн ӳкӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ура айӗнче кӑрпӑк — тин ҫеҫ ҫунӑ юр нӑтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аса илтерер: республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтернӗ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн электролинисем йывӑҫсем ӳкнипе татӑлма пуҫланӑ.

Напомним, что после пурги и ледяного дождя в республике из-за падения деревьев было оборвано множество электролиний.

Ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33727.html

Тепӗр эрнерен эпӗ утара юриех ҫӗнӗ юр ҫунӑ хыҫҫӑн кайса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Лапка-лапка ҫунӑ юр хайхи «улӑпсен» кукӑр-макӑр турачӗсем ҫинче шап-шуррӑн курӑнса канлӗн кӑна выртать; ҫӗршер ҫул ӳснӗ юман вӑрманӗ мар, мамӑк йывӑҫ пахчи ку тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Пӗр ирхине йӗлтӗр ҫине тӑтӑм та халь ҫеҫ ҫунӑ кӑпӑшка юр ҫийӗн уйсем урлӑ тӳрех вӑшлаттартӑм.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫапла, эпӗ те асӑрханӑ ӑна: тепӗр чух, ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн, улӑхра вӗтӗ шапасем — ҫурисем ӗнтӗ — пӗлт! пӗлт! сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Паян шапа ҫунӑ, теҫҫӗ тепӗр чух ваттисем ҫумӑр хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Чашлаттарса ҫумӑр ҫунӑ чух Мишавай сӑртне хӑпаракан ансӑр ҫул ҫинче машинӑсем тапранмасӑр лараҫҫӗ, пӗри те вӗсем тырӑ ани ҫине кӗрсе иртме хӑяймаҫҫӗ; кӗлтесене те урапа айне хума май ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Тӑтӑшах ҫумӑр ҫунӑ чух, ниҫта та ӗҫе каймасан, тухса ларатӑп та ҫенӗк картлашки ҫине, шухӑша каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Амӑшӗ ӗҫрен таврӑннӑччӗ ӗнтӗ, вӑл чашӑк-тирӗк ҫунӑ, урайне тасатнӑ, апат пӗҫернӗ, выльӑхсене пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

«2» паллӑ // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 20 с.

Пӗр ирхине эпир тӑнӑ ҫӗре юр ҫунӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Стенисене хырса ҫунӑ, пӗр тусан пӗрчи те ларман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче, ҫумӑр ҫунӑ кун, эпӗ урам енчи чӳрече патӗнче тухтӑр парса янӑ кӗнекене пӑхса ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ тата Ҫӗрпӳрен турӑ амӑшӗн питне ҫунӑ шыва илсе килетӗп.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуҫа ҫунӑ хыҫҫӑн Плаки аппа мана сентре ҫине улӑхтарса ячӗ, ун ҫине шыв чашлаттарчӗ, вӗри милӗкпе мана ҫатлаттара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех