Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинӗ (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Н. Зарипов: «Ытти халӑхсенни пекех, пушкӑрт паттӑр юмахӗсенче пулӑ ҫинӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм пӗтӗленни ҫинчен калакан мотив тӗпре. Ҫак мотива М.Х. Мингажетдинов пулӑ кульчӗпе ҫыхӑнтарать, урӑхла каласан, пулла ҫынсем тотем вырӑнне хунӑ», — тесе ҫырать.

По этому поводу Н. Зарипов отмечает, что характерным «для башкирских сказок, как и для сказок других народов, является зачатие от съеденной рыбы». И в качестве подтверждения мысли приводит мнение другого исследователя: «Мотив съедения рыбки с целью получения желанного зародыша башкирский фольклорист М.Х. Мингажетдинов связывал с древним культом рыбы, т. е. с отношением к ней, как тотему».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫӑмарта ҫинӗ хыҫҫӑн хӑйматлӑх пулаканни сурпан сырӑнтарса хушпу тӑхӑнтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Хур ҫинӗ хыҫҫӑн тумтир кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Тӗрӗссипе калас пулать: питӗ килӗштерсе пурӑннӑ ҫак икӗ кил-йыш, пӗр-пӗринпе яланах хутшӑннӑ, час-часах пӗрле ӗҫсе ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Укахвипе Хӗветли апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫынсем ӗҫе тухиччен йывӑҫ сулхӑнне ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Вилетчӗ пуль ӗнтӗ эп тӗкӗнсе пӑхнӑ яшкапа ҫинӗ пулсан…

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Апат ҫинӗ чух тепӗр кӗтмен пӑтӑрмах та сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ниепле лӑпланаймарӗ вӑл, купери хӑйӗн кӗтесне кайса вырнаҫрӗ те кикен ҫинӗ пекех анкӑ-минкӗллӗн кантӑк витӗр пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Данил Макарович, кӑкӑрти сывлӑш чӗлӗм тӗтӗмӗ пек палӑрса тухакан сивӗ столовӑйра килти пекех хывӑнса ларнӑскер, мана та хывӑнтарнӑскер, хӑйӗн турилккисене ҫуса тасатнӑнах пушатса пычӗ, хушӑран ҫинӗ чухне калаҫма юраманни пирки хӑй мана тӑн панине манса кайсах, ытти ҫынсене ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӑл ҫавӑнтах пахчана чупнӑ тет, йӑран ҫинчен икӗ кишӗр ҫыххи кӑларнӑ та темиҫе кун ҫак ҫимӗҫе кунӗн-ҫӗрӗн ҫинӗ тет.

Она тут же побежала в огород, набрала два огромных пучка моркови и несколько дней жевала ее с утра до вечера.

Виҫелӗхе пӗл // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/382

Чи малтан Лашманова асӑрхарӗ вӑл — сӑнӗ сасартӑк тӗксӗмленчӗ, куҫ харшийӗсем, ҫамки тирне картлантарса, ҫӳлелле ывтӑнчӗҫ; Пруткин ҫине пӑхрӗ — тутӑх ҫинӗ тимӗр пек шатра-паталлӑ хӗрлӗ пичӗ чӗтренсе илчӗ; хӑй умне кулкаласа пырса тӑнӑ Серебрякова куҫӗпе сӗртӗнчӗ — сӑнӗ кӑштах ӑшӑнчӗ; мана курчӗ — хӑйне хӑй ирӗксӗрлесе кулам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Черетре тӑнӑ чух, унтан апат ҫинӗ хушӑра вӑл мана Серебряков Турунова епле «тупса ҫын туни» ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗрисем ҫинӗ чухне теприсем юмахласа, чӗлӗм мӑкӑрлантарса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ремстройран уборщика куҫса, ҫу ҫинӗ кушак пултӑм, хе-хе, — хӑпма пӗлмен сӑпсан тарӑхтаракан сасси пек илтӗнет Ҫтаппан йӑнкӑртатни.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче ака пӑтти ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака вӗҫленнӗ хуҫалӑхсем те пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61152

— Чипер пурӑннӑ ҫӗртех Инесса тем арпашӑна пуҫларӗ — таҫта тахӑш вӑхӑтра ухмах курӑкӗ ҫинӗ пуль?

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗнине картана хупсан Сулагаев пӳрте кӗчӗ те: «Эп ирхине аш яшки пӗҫернӗччӗ, эс ӑна ӑшӑтса ҫинӗ пулас-ха, апла тӑк выҫсах вилместӗн, Никифор Ильич», — терӗ те пӗр черкке сӑмакун ӗҫсе каллех вырӑн ҫине тӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӑш-пӗр ӑслӑ ҫынсем апат ҫинӗ чух сӗтел хушшинче шӑппӑнрах ларма сӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялта кашниех пӳрнипе тӗллесе ахӑлтатса кулас пек туйӑннӑран ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑнах вӑл Шупашкара тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун чухне Хумма Левенӗ колхоз председателӗпе пӗр кашӑкран апат ҫинӗ темелле — пӗр-пӗрне ҫур сӑмахран ӑнланнӑ, ҫавна та шута илнӗ, паллах, Бархатов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех