Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫепӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫепӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗске ҫеҫ самантра, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пӗве хӗрринче пӗрисен ӗлккен туйӑмӗсем ман чӗрере ҫавнашкалах ҫепӗҫ, хитре туйӑмсем вӑратрӗҫ, теприн чикӗсӗр хаярлӑхӗ ӑшчике ҫил-тӑвӑл пӗк пӑтратрӗ…

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паттӑр та ҫепӗҫ чун-чӗреллӗ совет воинӗн кӑкӑрӗ ҫумне!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Нимӗнле чаплӑ ӗҫе те илемлӗ, ҫепӗҫ кӑмӑлсӑр тума ҫук, совет халӑхӗн иртнӗ вӑрҫӑри аслӑран та аслӑ ҫӗнтерӗвӗ те иксӗлми паттӑрлӑхпа чун-чӗре ҫепӗҫлӗхне пула ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен Мӗтрие «хӗвелӗмҫӗм» тесе е ытти ҫепӗҫ сӑмахпа чӗнетчӗ пулсан, халь вара ытларах чухне «ухмах», «тӑмсай» е тата та усалрах сӑмахпа «пичет ҫапать».

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Маринэ килсе кайнӑ хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Тарановшӑн тепӗр савӑнӑҫ ҫитрӗ: радиопа «Пурнӑҫ курки» янрарӗ, кичем палатӑра кӑмӑла ҫӗклентерекен ҫепӗҫ кӗвӗ янранинчен ытларах ӑна урӑххи хавхалантарчӗ: ара, диктор ҫапларах каларӗ-ҫке: «Пурнӑҫ курки» юррӑн сӑмахӗсене ку таранччен эпир Ямаш Ваҫҫипе Сулагаев ҫырнӑ тесе шутланӑ, халь вара, тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, ҫакӑ палӑрчӗ: сӑввин чӑн-чӑн авторӗ — Сехмет Сантӑркки.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Айтӑр-ха хамӑрӑн пепкемӗрсене сӑпкаранах чӑвашла калаҫма вӗрентер: ҫепӗҫ те капӑр чӗлхеллӗ халӑхӑмӑр тӗнчере ан пӗттӗр — ӗмӗр-ӗмӗр сывӑ пултӑр!»

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уява ертсе пыракансем Татьяна Николаевӑпа Наталья Антонова чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

Калаҫнӑ чухне вӑл хуп-хура та ҫепӗҫ куҫӗсемпе мана тӳрех куҫран пӑхса калаҫрӗ, эпӗ унра именӳ пуррине пӗрре те курмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сӑн-сӑпатран вӑл ытла та хитре ӗнтӗ, питӗ илемлӗ тумланса ҫӳрет, ҫепӗҫ калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Хӑй ҫаплах ҫепӗҫ ҫырусем ҫырать, тунсӑхлатӑп, мана манса каймӑп-и, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫак кӗвӗ маншӑн, чӗрене вӑл чылай чух йывӑррӑн хӗссе илет пулин те, яланлӑхах чи ҫепӗҫ те чи хаклӑ кӗвӗ пулса юлчӗ, мӗншӗн тесен унпа эпӗ ҫӗнӗ ҫул ҫине тухнӑ тата вӑлах — манӑн малашнехи юрату пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хама ун чухне мӗнле туйнине эпӗ… каласа пама пултараймастӑп, анчах унӑн чун-чӗререн шӑранса тухакан ҫепӗҫ те уҫӑ сасси халӗ те ман асӑмрах янӑраса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Испуханов ҫурӑмне вӑл ачашшӑн, ҫемҫен сӑтӑрчӗ, хӗрарӑмӑнни пек ҫепӗҫ пӳрнисем ӳт-пӗве канлӗн сӑрӑлтаттара-сӑрӑлтаттара илчӗҫ, ыррӑн кӑтӑклантарса килентерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Мӗн вӑхӑт тӑсӑлчӗ-ши ҫак илӗртӳллӗ ҫепӗҫ вӑйӑ?

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫук, хӗр куҫӗ ӗлӗкхи пекех ҫепӗҫ, илемлӗ, ачаш, вӑтанчӑк…

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрпе каччӑ тӑракан ҫӗртен инҫех те мар сасартӑк ҫепӗҫ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ӳт-пӳне кӗтнӗ алӑ, ҫепӗҫ те хӑюсӑр алӑ сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирек мӗнле сум-ят илсен те, кирек мӗнле тум-юм тӑхӑнсан та эсӗ ачаш та ҫепӗҫ, тунсӑхлӑ та юратуллӑ, сӑпайлӑ та чӑтӑмлӑ хӗр чӗриех пулса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫепӗҫ калаҫать…

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр хаяр Киремете тӗнчере пур чи ҫепӗҫ сӑмахсемпе ырӑлантарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех