Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатан сăмах пирĕн базăра пур.
ҫатан (тĕпĕ: ҫатан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кремле пуҫтарӑннӑ туй халӑхӗ ҫатан урапасемпе, юлан утпа Казанка хӗрринчи улӑха анас умӗн ҫамрӑк хана хӑйӗн ытарма ҫук мӑшӑрӗнчен уйӑрса крепость кӗтессинелле илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туканаш ашшӗ мӗн тума шутланине ҫийӗнчех ӑнланса Урасмет ҫатан урапи хыҫне чупса пычӗ, ашшӗ турта айне кукленсе кӗрсе хӑйӗн ҫурӑмӗпе Урасмет лашине ҫӗклесе илнӗ хушӑра вӑл урапана ҫӑмӑллӑнах ҫул айккине куҫарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр кунхине витрене ҫатан карта ҫинчи тӑм чӳлмексен ванчӑкӗсемпе чӑп тултарнине ҫеҫ асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Кӗске вӑхӑтра хам вӑйпа ӑсталаса тӗрлӗ ярӑнчӑк тухса лартрӑм, ҫатан карта ҫине тӑм чӳлмексем ӳпӗнтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Ҫапӑҫакансем сапалана пуҫларӗҫ: пӗрисем ҫатан урлӑ сике-сике анкартисем еннелле чупрӗҫ, теприсем тӑкӑрлӑкалла вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл тилхепине хыттӑн туртрӗ те, ҫатан урапа вырӑнтан хускалса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвала, Элентей! — хуҫа хӑйӗн эрешлӗ ҫатан урапи ҫине улӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пӳрт умне Урасметӑн хура сӑрпа сӑрланӑ, ларкӑч ик айккипе темле мӑйракасем туса илемлетсе пӗтернӗ ҫатан урапийӗ ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те ӑна кӳлме хыҫлӑ ҫатан, чӗн йӗвенпе чӗн тилхепе кирлӗ, санӑн вӗсем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрманти усал ҫул тӑрӑх ҫатан урапапа асапланса пыриччен йӗнер ҫинче сиккелесе пыма темиҫе хут лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимуш хӑйне чӗнессе кӗтмерӗ, тантӑшӗсем патне ҫатан урлӑ сиксе каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— А-а, Павлуш килнӗ-ҫке! — пускил пахчинчен ҫатан урлӑ кӑшкӑрчӗ Тимофей Андреев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Малалла утасси пулатчӗ-ши унӑн, ҫукчӗ-ши, умне ҫатан ҫавӑрнӑ утӑ капанӗ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эльгеева салам! — ҫатан карта урлӑ пӑхса кӑшкӑрчӗ Валькка.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Так умӑн-хыҫҫӑн хӗрӗх-алӑ урапа — кӗлте урапи унта, ҫатан урапа унта — умӑн-хыҫҫӑн лашасӑр чупса килӗҫ.

Друг за дружкой сорок-пятьдесят телег со снопами, с корзинами и — без лошадей поедут.

II // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Виҫӗ хутчен сурса илнӗ хыҫҫӑн, Ваҫинкке карчӑкӗ хӑймаллӑ турпаса юнашарти Сарт Ҫеменӗн анкартийӗ еннелле ҫатан урлӑ ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пушӑ карташне чупса ҫитсен, эпӗ пӳрт тӑррине улӑхас тесе, типӗ ҫатан ҫине ҫеҫ хӑпарнӑччӗ, самантрах: — Салтакҫӑм! — терӗ пӗри пӑшӑлтатса.

Добежав до пустого двора, я полез на сухой плетень, чтобы оттуда взобраться на крышу: — Солдатик, — услышал я чей-то шепот.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Шыв ялти ҫатан карта ҫийӗнчи сывлӑш пек янкӑр, тӑрӑ, эпӗ юхан шыв тӗпне куратӑп, хӑйӑрӑн таса сийӗсем, хурарах юшкӑнпа ҫурри таран хупланнӑ пӗренесем, хӑма татӑкӗсем; вӗсен ҫийӗн ҫуначӗсене ерипен хуската-хуската пулӑсем тӑраҫҫӗ: шултрисем, вӗттисем, вӗсен айӗнче, аялта, шыв курӑкӗ сип-симӗс — кайӑксем вӗҫе-вӗҫе анакан улӑх-ҫаран тӗмӗсем евӗр.

Вода стала прозрачной, как воздух над деревенской изгородью, я видел дно, чистые слои песка, бревна, полузанесенные черноватым илом, куски досок; над ними, медленно шевеля плавниками, стояли рыбы, большие и маленькие, сеть водорослей зеленела под ними, внизу, совершенно так же, как луговые кустарники под опускающимися к ним птицами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Вӑл ҫатан картаран шалча вӗҫне хуҫса туртса кӑларчӗ.

Он сунул отломанный от изгороди конец жерди.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Сых енне хыҫалалла ҫаврӑнкаласа пӑхсах утнӑ май (ара, хӑй тахҫан Кашкӑр Микулине хӗрлӗ автан ярса хӑварнӑ яла килет-ҫке, ҫитменнине, пӗр кутамкка хаҫат, кӗнеке, листовка йӑтнӑ), шӑп масарпа усрав вӑрман хушшине кӗрсен, Вӑрманхыҫ енчен хӑйне темле ҫатан урапа хӑваланине асӑрхарӗ те вӗлт ҫеҫ пӑрӑнчӗ сылтӑмалла, ҫамрӑк юманлӑхри шӗшкӗ тӗмӗсем хушшинелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех