Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарне (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чулман Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне Пӑкачав ҫарне самаях пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн вара, хӑй ҫарне ертсе, Мускав еннелле хускалма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ҫарне ӳстерсе вӑйлатма Ӑҫтан кирлӗ васкаҫҫӗ пухӑнма…

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пушкӑртсемпе тутарсем, Тата малти чӑвашсем Хусахсемпе пӗрлешсе, Патша ҫарне кӗрешсе Туртса илнӗ хулана, Илеймен чул картана.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑвансем! халь анатра Халӑх хумӗ тапраннӑ, Калӑпӑшпе вӑрҫӑра Патша ҫарне таптанӑ, Халӗ ӗнтӗ Хусана Хупӑрласа тапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Совет Ҫарне кайиччен те токарьте ӗҫленӗ, вӗреннӗ чухне практикӑра та.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗлтӗр, Лена 9-мӗш класра вӗреннӗ чухне, пиччӗшне, Виталие, Совет Ҫарне илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сталинград патӗнче Паулюс фельдмаршалӑн 6-мӗш ҫарне Дон фрончӗн 1-мӗш гварди танк корпусӗн йышӗнче хупӑрласа илме хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Вӑрмана илсе кӗмелле вӗсен утлӑ ҫарне, ҫырма-ҫатрасенче ҫапӑҫмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сиссен вара вырӑс ҫарне хирӗҫ тухмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утлӑ ҫар йӗлтӗрҫӗсене хӑваласа кайса Галич ҫулӗ ҫине тухнӑ иккен, унта пӑлхавҫӑсен утлӑ ҫарне тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Япанча ҫарне каякансем чылай пулчӗҫ, эп иккӗленсе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Япанча ҫарне.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара тӑван яла, тӑван киле килсе курчӗ, тӗкӗрҫ ятне илсе Сӑр таврашне вырӑс ҫарне кӗтсе илме кайса килчӗ, Сӗве тӑрӑхне тепре ҫаврӑнса тухрӗ, унта хӑйӗн пекех телейсӗр хӗрпе, Хабиба хӑрхӑмпа, паллашрӗ, Хусана илессишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑнчӗ, Тукай ывӑлне Туканаша ҫакса вӗлернине курчӗ, Хусан ханӗ пулнӑ Шигалее ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата икӗ ывӑлӗ вырӑс ҫарне ҫакланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл пӑрӗ лариччен ҫапла тавлашасшӑн та ҫул ҫинче вырӑс ҫарне пӗтерсе хурасшӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем темиҫе хут ҫапӑҫса та Япанча ҫарне пӗтермеллипех пӗтерсе тӑкайман иккен, ун юлашкисем халь те хула тулашӗнче алхасса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша вӗсемпе килӗшмесӗр тӑма пултараймарӗ: казаксем Хусаншӑн мӗн килнӗренпех пит паттӑррӑн ҫапӑҫрӗҫ, Арск енче вӗсем кашни кун анатри ҫармӑссемпе нухайсен утлӑ ҫарне йышлӑн пӗтерсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Япанча вырӑссем хальхинче унӑн ҫарне тӗп тумаллах килнине ӑнланса илсе пӗчӗккӗн Арск патнелле чакса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасене асӑрхаттарса хучӗҫ: вӗсен хӑйсен тӗллӗн ҫапӑҫӑва кӗмелле мар, вырӑссем Япанча утлӑ ҫарне хӑваласа килме пуҫласан ҫеҫ вӑрмансенчен сиксе тухса тӑшмана пур енчен те хӑвӑртрах хупӑрласа илме тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех