Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗрлехи (тĕпĕ: ҫӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр йӳплӗ теҫҫӗ те, вӑрманти ҫул пин юплӗ те пуль.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак ҫӗрлехи хатар вӑрман шӑплӑхӗнче ӑна та манпа шанчӑклӑрах, канӑҫлӑрах, хаваслӑрах пулнӑ пулӗччӗ-ҫке, — ниепле те ҫак тӗлӗнтермӗш уҫҫине тупаймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уҫланкӑ хӗррине ҫитсен Ула Тимӗр, татӑклӑ кӗрешӳ умӗн мӗн пур вӑй-халне пӗр чӑмаккана пуҫтарса карӑнтарма тӗллев тытнӑ пек, каллех чарӑнса тӑчӗ, рюкзакне тӳрлетсе илчӗ, шлепкине пусарсарах лартрӗ, шӑлавар кӗсйинчен кӑларса аллине хуҫмалла ҫӗҫӗ — ҫава ҫӗҫҫи — тытрӗ (вӑрманти тискер кайӑксенчен чылайӑшӗ ҫӗрлехи вӑхӑта юратать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗри ҫунса ыратнӑран пулас, ҫӗрлехи тӗттӗм вӑрман та пачах хӑратмарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Чӑрмантарса ҫӳретпӗр ҫав ҫӗрлехи вӑхӑтра, эпӗ Ларисӑпа пӗрлеччӗ те… — тӳрре тухма тӑнӑн Лариса еннелле пӑхса илчӗ Сима.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫӗрлехи смена нимӗн чухлӗ те ывӑнтарман тейӗн ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Виҫҫӗмӗш смена… ытти сменӑсене чиперех чӑтса ирттерет-ха Сима, анчах ҫак ҫӗрлехи смена питӗ ывӑнтарать хӗре.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Каҫарӑр, Владимир Сергеевич, ҫӗрлехи вӑхӑтра чӑрмантарса ҫӳренишӗн.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Шартах сиктертӗн, мӗн туса ҫӳретӗн ҫӗрлехи вӑхӑтра? — чӗри кӑлт-кӑлт сикме пуҫланине сиссе ыйтрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрлехи смена та йӗркелерӗмӗр, ҫапах та ӗҫ питӗ вӑраххӑн шӑвать, ӗҫлекен алӑсем ҫитменни пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрлехи вӑрттӑн сасӑсемпе тулса ларнӑ каҫхи урам ҫамрӑксене ҫӳлти ҫутатса пӑхакан уйӑхӑн илӗртӳлӗхӗпе кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эпӗ… мӗн… эпӗ васкатӑп-ха, — аранах персе ячӗ юлашкинчен Лена, ҫӗрлехи вӑхӑтра та тухтӑрӑн куҫӗнчен пӑхма именсе.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ку мӗне пӗлтерет тата, ҫӗрлехи вӑхӑтра чӑматанпа ӑҫта кайма тухнӑ эсӗ?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑна ҫӗрлехи хуп-хура каҫ та хӑратмарӗ (каҫӗ паҫӑр фермӑна кайнӑ чух ҫав тери илемлӗччӗ пулсан, халӗ вара чӑннипех те сӑнсӑррӑн, сиввӗн курӑнчӗ), хӑй ӑҫта тата мӗн тума каясси те пӑшӑрхантармарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрлехи сасӑ уҫӑ алӑкран вӗҫсе тухса таврана саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрлехи вӑхӑтра арҫынпа ыр хӗр ҫӳремест, эсӗ пур… тьфу, ҫӑварлӑхлакан ҫук сана: акӑ мӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗле кӗриччен мӗнле пулсан та вӗҫлес пулать пирӗн унти ӗҫсене, ҫавӑнпа та ҫак эрнере ҫӗрлехи смена йӗркелерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ывӑнма пӗлмен ҫамрӑк тухтӑр вара, ҫӗрлехи ҫил-тӑмана та, ҫуркуннехи шыв-шура та пӑхмасӑр, йывӑр выртакан ҫын патне васкать.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫуркунне, Атӑл капланса тулсан, вӗсем шыв айне пулса юлаҫҫӗ, шыв хухсан, утраври чӗлтӗр-чӗлтӗр хӑвасем ешерсе каяҫҫӗ, кӑпӑшка хӑйӑра шӑтарса, хӑях шӑтса тухать, сӗвек ҫырансенче пулӑҫ вучахӗсем ҫӗрлехи сӗме ҫутата-ҫутата илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫӗрлехи шӑплӑха пӑхӑнса, халӗ вӑл та лӑпланнӑ ӗнтӗ, канлӗн тӗлӗрекен ҫӗре хӑйӗн ҫемҫе сийӗпе витсе хунӑ.

сейчас мягким покровом опустилась на землю, будто и она подчинялась ночи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех