Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 34. эсир Эпӗ сирӗн аллӑра паракан Ханаан ҫӗрне кӗрсессӗн, хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗрте Эпӗ сирӗн килӗр-ҫуртӑрсене тилҫе чирӗ ярсассӑн, 35. ҫавнашкал ҫурт хуҫин священник патне каймалла та «манӑн пӳрт ҫинче чир евӗрлӗскер палӑрчӗ» темелле.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те вут-ҫулӑм тухса йывӑҫ тӗмӗсене хыпса илсессӗн, ҫӗмелсене е тырра-пулла, е хире ҫунтарса ярсассӑн, уншӑн ҫав вут-ҫулӑма кӑлараканни тӳлеме тивӗҫлӗ.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Израиль ҫӗнтерсе пынӑ, аллисене аялалла ярсассӑн, Амалик ҫӗнтере пуҫланӑ; 12. анчах Моисейӗн аллисем йывӑрланса ҫитнӗ, вара чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Фараон халӑха кӑларса ярсассӑн, Турӑ ӑна филистимсен ҫӗрӗн ҫулӗпе ертсе кайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫывӑх; Турӑ: вӑрҫӑ-харҫӑ курса халӑх ан ӳкӗнтӗр, Египета ан таврӑнтӑр, тенӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ шӑллӑмӑра пирӗнпе пӗрле ярсассӑн, сана тырӑ илсе килсе парӑпӑр, 5. ямасассӑн — каймастпӑр, мӗншӗн тесессӗн леш ҫын пире: хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.