Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗт-ҫу тирпейлеме май паракан производство хута ярасшӑн, икӗ цеха пурнӑҫа кӗртме хатӗрленнӗ, 4 инвестициллӗ проектпа ӗҫлет район.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet
Кӗхле-кӗхле, мӗхле-мӗхле, самайччен муритленчӗ «хаклӑ ҫимӗҫе» сая ярасшӑн пулмасӑр «перекетлӗ хуҫа», тарласа та кайрӗ, юлашкинчен тӗпренчӗксене виҫ пӳрнипе чӗпӗтсе илчӗ-илчех, вара, тӳрленсе ларса, вӗсене алхапӑл ҫӑваралла ӑсатрӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
«Эппин, такам кунта нумаях пулмасть йытӑсене шӑмӑ пӑрахса хӑварнӑ, — ӑспа ҫавӑрса хутӑм эпӗ — Шӑммисене вара пурне те хура йытти никампа пайламасӑр, хӑй ҫеҫ кӳпсе-хыпса ярасшӑн пулас».
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫук, йышӑнмарӗ авланнӑ арҫын чунӗ-чӗри кӑмӑлӗпе ырӑ, таса, пӑхма та чипер хӗре, йышӑнмарӗ, яхӑнне те ямарӗ, Лена пеккине ҫеҫ тус тӑвасшӑн, уншӑн ҫеҫ чӗрине яри уҫса ярасшӑн, ун пеккишӗн ҫеҫ чӑн-чӑн таса та ҫутӑ юрату вутӗнче хыпса ҫунасшӑн…
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Гаража ҫунтарса ярасшӑн пулчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурпӗрех ҫӗршыв мирлӗ, йӳнеҫӗнекен пурнӑҫ сӗткенӗпе майӗпен хал илсе, каллех «ҫунаттисене сарлаканах сарса ярасшӑн хастарланнӑччӗ», малашлӑхалла, ҫутӑ пуласлӑхалла татӑклӑнах ҫул картнӑччӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ай-уй, мӗн пулнӑ сана, ҫил-тӑвӑл айне лекнӗ йывӑҫ пекех сулланса тӑратӑн, ывӑнтӑн-им? — юлташӗн ыйхине вӗҫтерсе ярасшӑн пулса, Симӑна унтан та кунтан тӗрткелерӗ Тамара.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Уйӑх вӗҫленсе пынӑ пирки рабочисем пӗр минутне те сая ярасшӑн мар.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Анне хуйхӑрать, сана парса ярасшӑн мар.
Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.
Алӑк патӗнче, тӗттӗм вырӑнта пытанса тӑнӑ шпиксенчен пӗри Виктор ҫине хаяррӑн сиксе ӳкрӗ, ӑна вилекен юлташӗнчен урипе тапса сирсе ярасшӑн пулчӗ:
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хуҫасем пире хамӑр тӑвансене — рабочисене хирӗҫ, пролетариатӑн хӑватлӑ пӗрлӗхне хирӗҫ вӗскӗртсе ярасшӑн.Хозяева хотят натравить нас на своего же брата — рабочего, против боевого единства пролетариата…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫак шухӑша сирсе ярасшӑн пулса вӑл ура ҫине тӑчӗ, вара хумханчӑклӑн пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.Стараясь отогнать эту мысль, он вскочил и взволнованно зашагал по комнате.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫӗнӗ вӑрҫӑ пуҫласа ярасшӑн тӑрӑшакан ирсӗр ҫынсем, рабочисем курасран хӑранипе, хӑйсен сӗмсӗр ӗҫӗсене ремесленнӑй шкулсенче вӗренекенсен аллипе тутарни ҫинчен эпир халиччен шухӑшласа та пӑхман.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Буржуази хресченсене — хула ҫыннисенчен, интеллигенцине — рабочисенчен уйӑрса ярасшӑн тӑрӑшать, вӑл халӑх вӑйӗсене вакласа, сапаласа ярасшӑн.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Аллисене темскере шӑлса ярасшӑн пулнӑ пек йӗрӗнчӗклӗн сӑтӑркаласа, директор кантӑк ҫывӑхӗнчен пӑрӑнчӗ.Брезгливо обтирая ладони, точно счищая с них что-то, директор отошел от окна.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Цензор вӗсене ярасшӑн мар.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Килте ӗҫлекен кирлӗ тесе, анне мана малтанах ярасшӑн пулмарӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лере ҫӗр ҫулхи карчӑк те ывӑлне, те мӑнукне ӑсатать: вӑл комсомол значокӗ ҫакнӑ каччӑ мӑйӗнчен хӑйӗн хӗресне ҫакса ярасшӑн — каччи, юлташӗсем умӗнче именчӗклӗ кулкаласа, хӗресе хывса пӑрахма хӑтланать, анчах карчӑка та кӳрентересшӗн мар пулас…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Кӗркури ҫине ярасшӑн пулчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӑл ӑна саккӑрмӗш класран вӗренсе тухсан техникума ярасшӑн, арӑмӗ — вӑтам шкула.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.