Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ак мечӗке ывӑтнӑ пек ывӑтатӑп та, сан кӗперӳнтен нимӗн те юлмасть.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хутран-ситрен мечӗтре «хан кӳтӗрмек! хан кӳтӗрмек!» («хана ҫӗклемелле!») тесе кӑшкӑрчӗҫ, вара юнашар тӑракан чаплӑ княҫсемпе мӑрсасем хана, пӗчӗк ачана ывӑтнӑ пек, ҫӳлелле ывӑтрӗҫ.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лайӑх ывӑтнӑ вӗрен мӑйкӑчласа ҫӗре сӗтӗрсе антарчӗ.
Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Анчах та ывӑтнӑ вӗрен мӑйкӑчласа ураран ӳкерчӗ.
Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Эсир кӑмакана ҫурса ывӑтнӑ хутсене кӑлартӑмӑр та тетрадь страницисем ҫине майлаштарса ҫыпӑҫтартӑмӑр…
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Кукка, мана ырӑ мар хыпар пӗлтерчӗҫ, — терӗ Кӗпӗрьян чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра, — «Пӑлхав» пьесӑна эс кӑмакана ывӑтнӑ терӗҫ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пире ӗненменнисем сире ӗненӗҫ, — терӗ Мясников, ҫурса ывӑтнӑ хут таткисене ачасене пуҫтарма хушса.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Элентейпе Мӑрсука пӗчӗк ачасене ывӑтнӑ пек ывӑтать.
4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Государьсене эпир тахҫанах вырӑнтан кӑларса ывӑтнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Мӗншӗн вӑл пакунӗсене хӑйпӑтса ывӑтнӑ?
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Прахук пакунӗсене хӑйпӑтса ывӑтнӑ, винтовкине сулахай хулпуҫҫийӗнчен пуҫхӗрлӗ ҫакнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халӗ, патшана кӑларса ывӑтнӑ хыҫҫӑн, Батыйхан тепӗр хут ӑмӑрткайӑка сирпӗтсе антарассӑнах туйӑнать.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ун сӑмахӗнчен ҫакна та ӑнланма пулать: вырӑс патшине кӑларса ывӑтнӑ — халь ӗнтӗ хамӑр ҫӗршывра чӑваш тӳре-шари туса лартмалла.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗкӗтене те хӑш чухне вӑл пушӑпа ҫапкалать, хам курнӑ, — автан ҫине пӗр тараканне коробкӑран кӑларса ывӑтнӑ хушӑра каларӗ Коля.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Ман ывӑла та, Маркела, вӑл Сашшапа пӗрле Энӗш шывне ывӑтнӑ.
Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Гервак ҫыран хӗррине кӑларса ывӑтнӑ пулӑлла ҫатӑлтатма пикенчӗ, акӑ ахлатать ӗнтӗ, — ҫине-ҫинех, тарӑнрах, йынӑшкаласа тата — хӑй ӑнланмасӑрах — выртнӑ ҫӗртен кӗлеткине куҫарма хӑтланать.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана ҫурма пӑвнӑ Гервака тӗртсе ывӑтнӑ хушӑк кӳлӗрен пуҫланать те вашмӑкланса тинӗселле анать, ун ҫийӗнчен ик ҫӗр метр ҫӳллӗшӗнче тӑсӑлать; унтан чӑнкӑ тайлӑма кӗрсе ҫыран хӗрринчи хӑйӑрлӑ ахаль варпа вӗҫленет; кунта — ҫӗр тата чул катрамӗсем.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана флакон ванчӑкӗсене ывӑтнӑ хушӑк тӗлӗнче ватӑ йывӑҫ ҫумӗнчи виҫ кӗтеслӗ лаптак чул ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Арҫынсем еплерех ывӑтнине аса илсен Джесси вӗсен манерне евӗрлеме хӑтланчӗ, — чул таткине шӗвӗр пӳрнипе пуҫ пӳрни хушшине ҫаклатать те ывӑтнӑ чухне аллине чавси тӗлӗнче хутлатать; анчах та — меслетне чухлайманран — чавси аллинчен ҫапӑнать, муклашка вара пӗчӗк вӑйӑмпа ҫеҫ ывӑтӑнать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чупнӑ ҫӗрте ывӑтнӑ сӑмах евӗр — хӑлхи тӗлӗнчен шӑхӑрса — куҫӑм ҫӗмренӗ Джессирен ирех пырса перӗнчӗ.Уже с утра Джесси коснулась стрела движения, звукнув над ее ухом, как брошенное на бегу слово.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.