Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑши сăмах пирĕн базăра пур.
шӑши (тĕпĕ: шӑши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— И-и, ачам, халӗ шӑши те туяпа ҫӳрет, — терӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вара — ҫӑва тухсан сасартӑк тӑсӑлса кайнӑ ҫинҫе кӗлеткеллӗ хӗрачасем малтан виҫеллӗ пулнӑ та, халӗ ҫур пӗҫӗ таранах кӗскелсе юлнӑ платйисене, шӑши хӳри пек ҫивӗчӗсене вӗлтӗртеттерсе, ҫуйхашса чупса иртрӗҫ Славик умӗнчен — тӑрна ушкӑнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ҫав шӑши шӑтӑкӗнче-и?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫав Шӑши Элекҫейӗ мӗн каларӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш, костыльне ҫӗклесе, Шӑши енне тепӗр хут хӑмсарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫырма леш енче Шӑши Элекҫейӗ качака ҫитерсе ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш, Шӑши Элекҫейӗн усал чӗлхинчен сыхланасшӑн пулнӑ пек, аллисене ҫӗклесе пит умне тытрӗ, аллисене сулкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Паян Тимуш кӑмӑлӗ ҫак илемлӗ ҫанталӑк пекех, паян ӑна никам хисеплемен-картман Шӑши Элекҫейӗ те чипер этем пекех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урамра ун куҫне чи малтан курӑннӑ ҫын Шӑши Элекҫейӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мунча умӗнче Тимуш кӳлленчӗке кӗрсе кайса пушмакне вараларӗ, кӗлет умӗнче вӑл тусанлӑ хӑмана ҫурӑмӗпе тӗртсе ӳкерчӗ, лупасайӗнче ун ҫине шӑши каснӑ кивӗ улӑм юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗҫессе вӑл манран та ытларах ӗҫет вӗт, ӗҫсен шавламасть кӑна — шӑши пекех йӑпшӑнса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Курӑк ӑшӗнче темскер кӑштӑртата пуҫларӗ — шӑши пулас…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шухӑша путнӑ арҫын вӑрмантан тухнӑ тилӗ кӗр калчи пуссинчи шӑши шӑтӑкӗсене шӑршла-шӑршла ҫурӑмӗ хыҫнех ҫывхарнине те сисмерӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хытӑ пӗремӗке вӑл шӑши пек кӑтӑртаттарсах кӑшлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Автобаза пуҫлӑхне эп пӗррехинче еркӗнӗ патне те леҫсе хӑварнӑ, анчах ҫавӑн ҫинчен шӑши те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кушакпа шӑши тытмалла вылянӑ пек пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чурӑс кӑмӑллӑскер, анчах тӳрӗ чунлӑскер, кил-ҫурт таврашӗнче шӑши тытсан, ӑна нихӑҫан та пире кӑтартмасӑр ҫиместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

«Акӑ вӑл мана ҫӑлакан!» — куҫне шӑши йӗрлекен кушакла ҫивӗчлетсе, кӗленчене чӑпӑрт! чӑпӑрт! чӑпӑрт! чуп туса илчӗ карчӑк, вара ӑна ватӑ хӑваран ҫыхнӑ карҫынккана хучӗ те шурӑ роза чечеклӗ хура тутӑрпа витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кӗркури пускилӗсене «уҫӑнса хупӑнасшӑн» ҫеҫ мар, мӗлкеленесшӗн те пулмарӗ пулас — вӗсен чӑр-чӑр-чар кӗтевлӗ куҫӗсене сирсе хӑварса, шӑши пек, йӑкӑртатса, йӑпшӑнса йӑшт кӑна пӗр подъезда кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тӗл-тӗл вир, тӗл-тӗл куккурус пӗрчисем евӗр мӗлт-мӗлт ҫӑлтӑрсем тапса тухнӑ шупка тӳпере кӳпшеке, епренчӗк лап уйӑх, куҫне йӗкӗлтевлӗн хӗсе-хӗсе, шӑши ҫутине сӑрхӑнтарса, хӑй ҫулӗпе васкамасӑр, йӑпӑштӑн-йӑпӑштӑн юртать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех