Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑха (тĕпĕ: шӑплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑплӑха Ромышкану хӑйӗн ҫӗҫҫипе графита хырнӑ сасӑ кӑна хускатрӗ.

Нарушаемая лишь скрежетом по графиту ножа Ромышкану.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗрлехи шӑплӑха янӑратса кӳп! те кӳп! ӳкеҫҫӗ вӗсем касса янӑ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Музыкҫӑ кӑмӑлне кура тенӗ пекех, ҫак самантра чиркӳ чанӗсем хаваслӑн тинкӗлтете пуҫларӗҫ, хутран-ситрен пысӑк чанӗ тавралӑхри шӑплӑха чӗтретсе кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапла самай вӑхӑтран Кузнецов сӑмах пуҫарса шӑплӑха сирчӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку кичем шӑплӑха ӗнелсен аслӑ уполномоченнӑйӗ Касмухха сирчӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк йытӑ вӗрсе янӑ сасӑ ҫӗрлехи шӑплӑха касса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртри шӑплӑха Ваҫли сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран вӗсен тӗлне пырса тухнӑ кайӑксем кӑшкӑра-кӑшкӑра вӗҫсе кайни тата хумханса юлнӑ сӗлӗ тӑрӑллӑ курӑксем чӑшӑлтатса илнӗ сасӑсем кӑна шӑплӑха самантлӑха татаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Парӑмлӑ пулмасӑр! — каҫхи шӑплӑха янратса хыттӑнах тавӑрать Ятламас.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унталла-кунталла пӑхкаласа пӗр хушӑ каҫхи шӑплӑха итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телей те, юрату та, ӑнӑҫу Мӗн авалтан саваҫҫӗ шӑплӑха.

Куҫарса пулӑш

Ан куртӑр ют // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 35 с.

Телей те, юрату та, ӑнӑҫу Мӗн авалтан саваҫҫӗ шӑплӑха.

Куҫарса пулӑш

Ан куртӑр ют // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 35 с.

Пӗр сехет выртрӑм-и ҫапла шӑплӑха итлесе, икӗ сехет-и, тӗлӗрме пуҫланӑччӗ, трук таҫта, вӑрманта, темскер шарт! туса янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Ҫак шӑплӑха тӑнланӑ май эпӗ шухӑша кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Каҫхи шӑплӑха пӑшал сасси ҫурса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Итлет ӗҫчен те пултаруллӑ чӑваш хӗрӗсен юррине Казахстан хирӗ, итлеҫҫӗ ӑна каҫхи шӑплӑха сыхласа ларакан сӑртсемпе тусем, кӳлӗ те ҫак юрра итленӗ ман темӗнле илемлӗреххӗн йӑлтӑртатнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Стенасем ҫинче таракансем чӑштӑртаттарни тата ҫенӗкре чӑхсем утни кӑна пӳртри йывӑр шӑплӑха кӑшт пӑсать.

Тяжкую тишину нарушают только жужжанье мух и шуршанье бегающих тараканов по стенам, да в сенях швыряются куры.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫхи шӑплӑха пӑсма именнӗ пек, ялта майӗпен те хурлӑхлӑн юрӑ янӑрама пуҫлать.

Словно боясь нарушить наступившую вместе с ночью тишину, со стороны деревни робко, несмело пробивается песня.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳрт алӑкне пӑха-пӑха, Вал сӑх сӑхать: «Турӑ каҫартӑр, Мана вӑл ӗҫ тума ан чартӑр», — Хурах шанмасть-мӗн шӑплӑха.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Пурӑнмаллах килнӗ-и вӑл? — тет шӑплӑха пӑсса Пикпав старик.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех