Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланнӑ (тĕпĕ: шутлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1961 ҫул тӗлне ҫӗршывра 3.828 наукӑ учрежденийӗ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Сӑмахран, вӗсен шучӗпе, улатаккана курни пысӑк телей шутланнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем сывпуллашнӑ чухне пӗр-пӗрне: «Улатаккана курмалла пултӑр», – тесе каланӑ тет.

Например, увидеть дятла у них считается большой удачей, поэтому на прощание они желают друг другу: «Дятла тебе».

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Унчченхи тапхӑрсенче алюмини пӑрӑхсене юсасси — ирӗлтерсе ҫыпӑҫтарасси питӗ чӑрмавлӑ, кӑткӑс ӗҫ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Пушарпа ҫӑлав спорчӗ кирек хӑҫан та сумлӑ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Акӑ, сӑмахран, перссен ӗлӗкхи литература чӗлхинче арабсенчен йышӑннӑ сӑмахсен йышӗ 80 процент таран шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Маншӑн ун чухне сулахай алӑри кача пӳрни те этем ӳт-пӗвӗшӗн чӗре пекех хаклӑ орган шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑма ҫурассипе Исампай Хӗлипӗ паллӑ ӑстаҫӑ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йӑла-йӗркепе кӑмӑл-сипет пуянлӑхне ӑруран ӑрӑва куҫарма, этнокультура хаклӑхӗсене сыхласа упрама пулӑшакан анне сӑнарӗ яланах чи таси те хисеплисенчен пӗри шутланнӑ.

Всегда был свят образ женщины-матери, носительницы нравственного и духовного начала, проводника этнокультурных ценностей.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Уравӑш вулӑс центрӗ шутланнӑ, ҫавӑнпа та Валентина Николаевнана ялта чиркӳ тӑвас ыйту канӑҫ паман.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Вӑл самантра 134 фондра 28931 ӗҫ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

1927-1936 ҫулсенче 23 фондра 2946 управ единици шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Ҫавӑнпа чирлӗ ҫынна пӗчӗк суран туса юн юхтарни (хиджама) икӗ пин ҫул ытла сиплемелли меслет пек шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле Урмаел ялӗнчи 918 ҫуртра 3260 ҫын, Тукай Мишер ялӗнчи 462 килте 1925 ҫын шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Йорубӑсен ҫирӗплетнӗ темиҫе хулинчен тӑракан конфедерацине илес пулсан Ифе тӗп центрӗ шутланнӑ.

Ифе был религиозным центром конфедерации из нескольких укрепленных городов йоруба.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Ялти медицина ӗҫченӗ яланах хисеплӗ ҫын шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фельдшер – ялти хисеплӗ ҫын // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%84%d0%b ... %8b%d0%bd/

Эпир унччен пирӗн шутланнӑ Донецкпа Луганск Халӑх республикисене, Запорожье тата Херсон облаҫӗсене хамӑрӑн ҫемьене ӑшшӑн йышӑнтӑмӑр.

Мы с теплотой приняли в свою большую семью исторически наши Донецкую и Луганскую народные республики, Запорожскую и Херсонскую области.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Ҫтаппан ҫирӗп хуҫалӑхлӑ хресченсенчен пӗри шутланнӑ вӑхӑтра Сантӑр ӑна хисепленӗ, тӗл пулсан — малтан ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм ҫӗр, ҫынсем йывӑр ыйӑха путнӑ вӑхӑтра, сарай улӑмне вут тивертесси ача вӑййи кӑна шутланнӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрнарти зооветтехникум Чӑваш енри чи аслӑ вӗренӳ учрежденийӗ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

1940 ҫулта 454 килте 2270 ҫын шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех