Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑр ӗҫӗре пӗлсе те шанчӑклӑн пурнӑҫласа, хальхи вӑхӑтри хӑрушлӑхсене хирӗҫ тӑмалли тӗллевсене пахалӑхлӑн татса парса, ҫӗршывӑн наци интересӗсене тухӑҫлӑн хӳтӗлесе эсир хӑвӑр умӑрти ӑрӑвӑн тивӗҫлӗ еткерҫисем пулнине ҫирӗплететӗр.
Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/20/ole ... ika-organo
Республика халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне тата шайне ҫирӗппӗн ӳстерсе пырса шанчӑклӑн малалла утать, экономикӑпа промышленноҫ кал-кал аталанаҫҫӗ, наци йӑли-йӗркисемпе культура тивӗҫлипе сыхланса упранаҫҫӗ.
Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/12/gla ... et-s-dnyom
Ҫапла майпа вӗсем пирӗн ӑрура та паттӑрлӑхпа хӑюлӑх генӗсем пулнине шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, Тӑван Ҫӗршыв Паттӑрӗсен ҫӗнӗ йышне йӗркелеҫҫӗ.
Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom
Ҫӗршыв хуралӗнче шанчӑклӑн тӑнӑ, тепӗр чухне вара, шел пулин те, ҫак тивӗҫе хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пурнӑҫланӑ Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен ячӗсемпе мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем тӑван ен историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлӗҫ.
Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom
Хӑлхара пӗр сӑмах, лӑпкӑн та шанчӑклӑн каланӑ сӑмах янӑраса тӑрать: эпир ҫӗнтермелле, эпир ҫӗнтеретпӗрех!
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗтӗмлетсе ҫапла калас килет: ялсенче, ял хуҫалӑх ӗҫӗнче ҫакӑн пек ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ, мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксем пулсан пуласлӑхалла шанчӑклӑн тинкерме сӑлтавӗ пурах.
Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh
Эсир тӳрӗ кӑмӑлпа тата тӑрӑшса ӗҫленине пула республика бюджечӗ шайлашуллӑ та ҫирӗп, унӑн тӗп кӑтартӑвӗсем кал-кал аталанӑва шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, чи малтан татса памалли тӑкак тивӗҫӗсем тулли калӑпӑшпа пурнӑҫланаҫҫӗ.
Олег Николаев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/08/gla ... aet-s-dnem
Професси этикин принципӗсене ҫирӗп пӑхӑнса тата право пулӑшӑвне пысӑк ӑсталӑхпа кӳрсе эсир пирӗн граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене, саккунлӑ интересӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлетӗр.
Олег Николаев Чӑваш Ен адвокатурин 100 ҫулхи юбилейӗпе тата Чӑваш Республикин Адвокат палатине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/19/ole ... -advokatur
Тапса тӑракан вӑй-халӑрпа пуҫарулӑхӑр, иксӗлми пултарулӑхӑр, пӗлӗвӗрпе ӗҫченлӗхӗр, паллах, сире конкуренци тӗлӗшӗнчен вӑйлӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ, пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх малалла шанчӑклӑн утма ҫирӗп никӗс хываҫҫӗ.
Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/27/gla ... aet-s-dnem
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пурӑнакан ҫичӗ пин ытла ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫӑмӑл промышленноҫпа ҫыхӑннӑ, вӗсене пысӑк предприятисем хӑйсене пурнӑҫра лайӑх туйма тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма май параҫҫӗ.
Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/12/ole ... ikov-legko
Кантра унӑн чунне кӑларчӗ, чӗри тапма чарӑнчӗ; Моргиана тӗрӗсех палӑртса хунӑ, анчах ӑнсӑртлӑх тата тӗрӗсрех килсе тухрӗ; вӑл — пирӗн ӑса алӑк патӗнче сыхласа тӑракан кушак евӗр; унран — хыпаланнӑран — шанчӑклӑн утакан ура такӑнни пулкалать.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ансӑр симӗс сукмак ҫинче, — вӑл шӑпах Моргиана флакона ҫӗмӗрнӗ тӗлелле тӑсӑлать, — Моргиана шанчӑклӑн ертсе пынипе йӑлтах аптӑранӑ Гервак ыйтмасӑр тӳсеймерӗ:
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫакна каласан вӑл пукан ҫине шанчӑклӑн вырнаҫрӗ те сӗтел ҫинче пӳрнисемпе шаклаттарма пикенчӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ҫапла, кирлӗ мар, — халӗ шанчӑклӑн хуравларӗ Проктор.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ун умӗнче — шур эрех янӑ пысӑк графин, ӑна Гез хӑйне манерлӗн, васкамасӑр тата шанчӑклӑн ӗҫет, апат вӗҫленнӗ тӗле пӗтӗмпех пушатрӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Кунта никам та килсе лекеймест, — терӗ вӑл шанчӑклӑн.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Виҫҫӗмӗш араб ӑна коран тыттарчӗ; наҫилккеҫӗ хӑйӗн сӑмахне шанчӑклӑн пурнӑҫламашкӑн тупа турӗ те сӑваплӑ кӗнекерен тутипе перӗнчӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫурма пӗрене-вӗрлӗке тӗпсӗр ҫыр урлӑ хучӗ, вӗҫӗсем ҫӗртен шанчӑклӑн вырнаҫрӗҫ.Шест он перекинул так, что его концы легли прямо поперек трещины.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
1. Чӑваш Республикинче патшалӑх этемӗн, гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлет.1. Государственная защита прав и свобод человека и гражданина в Чувашской Республике гарантируется.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
— Ку сирӗн аллӑр, Ассунта, — терӗ Блюм хӗрарӑмӑн ҫинҫе аллине сивӗ пӳрнисемпе шанчӑклӑн чӑмӑртаса.— Это ваша рука, Ассунта, — сказал Блюм, сжимая тонкую руку ее уверенными холодными пальцами.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.