Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑх сăмах пирĕн базăра пур.
чӑх (тĕпĕ: чӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан апат хатӗрлекен пӳлӗме кӗчӗ те чӑх какайӗпе пӗҫернӗ тулӑ пӑтти кӑштах ҫикелесе чей ӗҫрӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӑванӗсен пӗтӗмӗшле сӗтелӗ ҫинче — чӑх яшки.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтанпа ҫамрӑклах кино юратма вӗреннӗ Толик амӑшне савӑнсах пулӑшма пуҫларӗ — кунне темиҫе хутчен вӑл хӑй ирӗкӗпе лупасай ҫине хӑпаратчӗ — чӑх йӑвисене тӗрӗслеме, май пулсан хӑйӗн тата хӑш-пӗр чухне шӑллӗне — Венькана валли кино курма мӑшӑр ҫӑмарта пытарса хӑваратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче Илюш канаш пачӗ — Хайтар кинона чӑх ҫӑмартипе кӗртме пуҫлать иккен.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна акӑш, хур, кӑвакал, чӑх, гага тӗкӗпе тултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашӑкпа чӑх яшкине те ҫиме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Апачӗ чӑх кулли ҫеҫ ӗнтӗ: сухари, ҫӑкӑр, кукаль, ҫӗрулми, йӳҫӗтнӗ хӑяр тата сухан.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳллӗ те кӑпӑшка кӑкӑрсем, ҫип-ҫинҫе пилӗк, ӑмсануллӑ урасем, кӑвак тӳпе пек пысӑк куҫсем — ҫак илеме курсан унӑн, чӑх кашти умӗнче тӑракан тиллӗнни пек, пуҫӗ ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни килтех ӗне, сурӑх, чӑх тытатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Сунара чӑх тытма ҫӳретӗп, ҫынсем вара тӑтӑшах мана йӗрлеҫҫӗ.

Я охочусь за курами, а люди охотятся за мною.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунсӑр пуҫне вӗсем чӑх усраҫҫӗ.

И еще они разводят кур.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мӗн, ҫак чӑх кутани пек пӳртре авланас тетӗн-и эсӗ?

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара: — Чӑх, конешнӑ. Сармантейӑн сар чӑххи, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Халӗ — чӑх, — терӗ Валя.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эй, чӑх чӗрисем! — тӳсеймесӗр сиксе тӑчӗ Магдаль.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле халӗ шыв ӑшне чиксе кӑларнӑ чӑх пек хутланса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тути айне, янаххи ҫине чӑх ҫӑмарти ҫавракӑш ҫеҫ тухать.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑх какайне ҫӳхе улӑм пек вакламалла, специсемпе пӑтратмалла та ӑшаламалла.

Нарежьте курицу тонкой соломкой, обваляйте в специях и обжарьте.

Чӑх какайӗпе тата пӑрҫа фасолӗпе салат // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/apach-tatl-p ... at-3393768

200 пӑрҫа фасолӗ, 200 г хӑяр, 200 чӑх какайӗ, 2 апат кашӑкӗ соя соусӗ, кунжут, специсем.

200 г стручковой фасоли, 200 г огурцов, 200 г куриного филе, 2 ст.л. соевого соуса, кунжут, специи.

Чӑх какайӗпе тата пӑрҫа фасолӗпе салат // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/apach-tatl-p ... at-3393768

Услам ҫу, консерв, тӑвар, тип ҫу, сухан, кишӗр, хура тул кӗрпи, чӑх какайӗ кӑшт йӳнелнине палӑртнӑ.

Отмечается, что немного подешевели сливочное масло, консервы, соль, подсолнечное масло, лук, морковь, гречневая крупа, куриное мясо.

Ҫӑкӑр, сӗт йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35526.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех