Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чысне (тĕпĕ: чыс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
… Акӑ тепӗр ангелӗ, хӗр, хӑй тахҫан вӑрманта пусмӑрласа, чысне пӑсса вӗлерни.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫын тӳрӗ пурӑнса хӑйӗн чысне, Тӑван ҫӗршывне, тӑван халӑхне сыхласа кӗрешет, ҫапӑҫать е кирлӗ чух пурнӑҫне те парать пулсан, унӑн ӗҫӗ таса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вертихвостов вара, «чӗресӗр юрату» туйӑмӗпе канӑҫне ҫухатса, чӑтӑмсӑр пӑлханса кайнӑскер, хӑй «сехетне» кӗтсе илчӗ пулас: никампа та сӑмах-юмах сутти туса тӑмарӗ — саккӑрмӗш класрах ял клубӗн киномеханикӗпе «тупйытӑлла» выляса хӗр чысне вараланӑ лапчашка кӗлеткеллӗ Сидорова Елизаветӑна, ытла та ҫӑмӑл тумлӑскере, астаруллӑ куллине ҫурхи кӗсре кӗҫеннӗ пек кустара-кустара яракан йӑкӑл-якӑла, хул хушшинчен ҫӑватрӗ те, шӑлне тӗрсӗр йӗрсе, ҫывӑхри пӗве ҫыранӗнче ашкӑрса ӳсекен хӑвалӑх патнелле талкӑштарса уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтан кӑвайта лешӗн, ал хурси тачкӑшлӗ хӑрӑк йывӑҫӑн, вут-ҫулӑм ҫулаймасӑр, хыпса ҫӑтаймасӑр юлнӑ пӑсӑрланакан юлашкипе «апатлантарчӗ», унтан чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине шашлӑк чысне тивӗҫнӗ кӑмпасем ҫывӑхнерех ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл, хӑй чысне ҫак машина айӗнчи лапрапа сирпӗтсе хӑварнӑн туйса, юнӑхса, пӗр авӑк ӑсӗ-пуҫӗпе чӑлханса тӑчӗ, варарахран тин куҫӗ, тилӗрнӗ юнпа тӑвӑнса, хаярлӑх вучӗпе ялкӑшкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш юратӑвне упрать вӑл, вилнӗ упӑшкин чысне хаклать…

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйсен чысне упраса хӑварассишӗн манӑн таса ята варалаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ нумаях пулмасть Испанире иртнӗ Универсиадӑра Раҫҫей чысне хӳтӗлерӗ, иртнӗ ҫул вара тӗнче ӑмӑртӑвӗн стартне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Район чысне те 6 ҫул хӳтӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

Туса пӗтермен картинӑсене сутма… пултараймастӑп эпӗ художник чысне сутма!

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ашшӗ, ӗҫкӗпе сутӑннӑскер, ҫын чысне ҫухатса ачана йӑнӑш ҫул ҫине тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл этем чысне, тивӗҫне хисеплеме вӗреннӗ, анчах укҫа чул касма тапратнӑ саманара этем чысӗпе тивӗҫӗн пӗлтерӗшӗ те улшӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чӑваш Ен чысне нумай ҫул хӳтӗленӗ, 2018 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.

Много лет защищала честь Чувашии выступая от ее имени, участвовала в Олимпийских играх 2018 года.

Татьяна Акимова ывӑл ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33920.html

Вӑл юратнӑ кинӗн чысне упрарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗн чысне упрасси, кӑмӑл-шухӑшне хӑй ирӗкӗнче тыткаласси унӑн тивӗҫӗ!

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чысне ҫухатнӑ хӗрсен хапхине ҫеҫ ҫакнашкал тикӗтлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь вӗсем ун умне юратусӑр ҫеҫ мар, этемлӗх чысне ҫухатнӑ ҫынсем пек тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ мӑшӑрун чысне такам кӗлмӗҫӗпе улӑштарнӑ! —

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӑна хӗрӗн чысне варалама пултарни пӗрре те ӳкӗнтермерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла «Хӑрушсӑр урапа» конкурсӑн Чӑваш енри нумай ҫулхи ҫӗнтерӳҫисем, Пӗтӗм Раҫҫейри призерсем кӑҫал та республикӑра район чысне хӳтӗлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та – пӗрремӗшсем // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10672-k- ... em-shsem-2

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех