Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупаҫҫӗ (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яка чул сарнӑ мӑн ҫулпа каллӗ-маллӗ йывӑр тата ҫӑмӑл машинӑсем вӗҫе-вӗҫӗн чупаҫҫӗ, урлӑ пӗчӗк урамсемпе макӑлтатаканнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Курӑсӑн: арӑмӗпе упӑшки ӗнтӗ «урапана эрех кӗленчи кӳлеҫҫӗ те, хӑпарса ларса, тилхепене ҫӑтӑр-ҫатӑр ярса тытса, картлаттара-картлаттара туртса «лашине» пӗр-пӗринпе тупӑша-тупӑшах хӑвалаҫҫӗ — катаччи чупаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Нимех те мар, каллех шыва кӗме чупаҫҫӗ ак», — лӑплантарчӗ мучи хӑйне, аванмарланнипе пуҫне аялалла чиксе.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хӑшӗсем тата конькисемпе ӑмӑртса пӗр-пӗрне ҫӗнтерессишӗн тӑрӑшса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Пӑх-ха, шельмасем, мӗнлерех чупаҫҫӗ симӗс курӑк ҫинче, чӑн-чӑн курортри евӗр, — пӗчӗк ача пекех савӑнса кайнӑ Ефим Егорович пӗр чӗппи патӗнчен теприн патне пӗшкӗнчӗ, вӗсене аллипе тытса пӑхма хӑтланчӗ, анчах лешсем ниепле те тыттарасшӑн мар, вӗлт кӑна курӑк ӑшнелле чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ой, Тамара, пӑх-ха, еплерех чупаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вара хӑйсем валли тунӑ утӑ капанӗсем патне чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн еннелле арҫынсем юна-юна кӑшкӑрашса чупаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана хирӗҫ ӗнелсем, кашкӑртан хӑранӑ сурӑхсем пек, каялла чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ пӑрахутсем те утравӑн тепӗр енӗпе чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗн типшӗм вӑрӑм пӳрнисем, мӑнтӑркка хӗрарӑмӑн йӑм-хура ҫӳҫне икӗ еннелле сирсе, унӑн таса мар пуҫӗ тӑрӑх ҫӑмӑллӑн йӑпӑртатса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗри унталла, тепри кунталла чупаҫҫӗ, урса кайнӑ такаран хӑранӑскерсем, ним тума пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арҫынсемпе ача-пӑчасем ҫыран хӗррипе Нурулла хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, хӗрарӑмсем, пӗҫҫисене шарт! ҫапа-ҫапа илсе, шӑй-шай ҫуйӑхса ахлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача чухне пӗрре кайса курнӑччӗ Иливан, темле япалапа та — ӗҫме-ҫимепе, шӑхлич-курайпа, пусма таварпа — суту тӑваҫҫӗ унта, ака туйри пек, ут яраҫҫӗ, тупӑшса чупаҫҫӗ, кӗрешеҫҫӗ, тем те пӗр хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрсем патне чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн хыҫран тутарсем: «Ан кӑларӑр вӗсене! Тытӑр, тытӑр гяурсене!» — тесе кӑшкӑрса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кольӑпа иксӗмӗре курсан, тӳрех пире хирӗҫ чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Шухӑшсем те ҫӗнӗ ҫулпа чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Шухӑшсем такӑрланӑ ҫулпа чупаҫҫӗ, чӗлхе вӗҫне ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кивӗ сӑмахсемпе кивӗ ҫаврӑнӑшсем ҫеҫ килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Ҫатма пек тикӗс ҫулпа колхоз ӑйӑрӗсем ӑмӑртса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех