Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чеен сăмах пирĕн базăра пур.
чеен (тĕпĕ: чеен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель чеен кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ну, ну, эсир хурчкасем пек тӳрех хӗрсем ҫине ан тӑрӑнӑр, ҫакӑн пек хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче, пурте юратса пӑрахсан, ӗҫлекенсем те юлмӗҫ, — йӑл та ял тутарса хӗрсем ҫине чеен пӑхса ҫаврӑнчӗ Толя ятли, стройккӑра каменщикра ӗҫлекенскер.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Э-эх, хам каччӑ пулсан… — куҫӗсене чеен вылятса илчӗ Зоя.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ун пичӗ улшӑнсах тӑрать, кӑмака ҫинче пӗччен ларнӑ чухне Марине унран хӑрать, амӑшӗпе чухне асатте чеен кулнӑ пек, юмахсенчи асапа лекнӗ ҫынсене хӑтаракан паттӑр пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

— Эпир сире ҫӑкӑр хушса паччӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр, — терӗ вӑл чеен, хӑйӗн апостолсенни пек сухалне якаткаласа.

— Мы будем добиваться всеми мерами, — сказал он вкрадчиво, поглаживая свою апостольскую бороду.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Эпӗ те хамӑн телейӗме тӗрӗслем-ха», — терӗ вӑл, хӑй вара куҫӗсене хӗстеркелесе чеен кулкаларӗ.

«Попытаю и я счастья», — говорит, а сам улыбается мне.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Майлаштарсан майлашать, шайлаштарсан шайлашать, теҫҫӗ, — терӗ Чавгин чеен кулкаласа, — пурӑнма пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Тавӑт историнче юлас пулсан, ҫак ятпах кӗрсе юлатӑп ӗнтӗ, — терӗ Илья Ефимыч, куҫне хӗссе, чеен кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Те хӗвеле хирӗҫ пӑхнӑран, те яланхи йӑлипе чеен кулкаланӑран, вӑл ҫырӑ куҫӗсене хӗснӗ, хурчканни пек шӗвӗр сӑмсине уснӑ, ҫӳхе тута хӗррисене пӗркелентернӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗр, хура куҫне чеен вылятса, кулса калать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Прухур мучи ун ҫине куларах та чеен пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Прухур мучи чӗркуҫҫи ҫине тӑрса ларчӗ, куҫӗсем унӑн чеен ялкӑшма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Чӑнах та кӗнекере гериокӑлла эпизодсемпе картинӑсем сахал мар: Микула тӑшмансен аллинчен чеен вӗҫерӗннисем, Анук хӑйӗн ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе сӑн-сӑпат илемне пула тӑшмансене ухмахла тӑратса хӑварнисем, Ваҫли полиципе казаксене хирӗҫ харсӑррӑн та паттӑррӑн ҫапӑҫнисем, Кӗтерукӑн хурлӑхлӑ пурнӑҫӗпе кӗрешӳри хастарлӑхӗ, трагедилле вилӗмӗ, Натюшӑн хӑюлӑхӗ т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Платун, Макҫӑм шухӑшне тавҫӑрса илнӗ пекех, куҫӗсене чеен вылятса, ун ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнлантӑн-и? — хуҫа ҫине чеен пӑхса илчӗ мулла.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ытлашши хӑватлӑ мар-им ку? — хӑна ҫине чеен пӑхса илчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ҫав хушӑрах, чеен, хуҫа арӑмӗ ҫине пӑха-пӑха илчӗ, апатне мухтарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сана кӳрентеретпӗр-и? — пуҫне чалӑштарса чеен пӑхкаласа ыйтрӗ князь.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан чеен кулса илчӗ, сӑмахӗ пӗтменнине систерсе аллине тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Утар таврашне кайӑксене юри явӑҫтаратӑн пулсан, мӗнле, сирӗн утарта пыл хурчӗсем сахалланса пыни сисӗнмест-и? — Палюк мучи пекех чеен кулкаласа ыйтрӗ профессор та.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех