Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳтӗлеме (тĕпĕ: хӳтӗле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр поэтсемпе писательсем — тӗнчипе паллисем, паллах — тӗрӗслӗхе, чӑнлӑха хӳтӗлеме хӑтланса вӑхӑтсӑрах леш тӗнчене лекессинчен те хӑраман.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев кирек хӑҫан та хӑйӗн шухӑшне хӳтӗлеме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Никамӑн та парӑнас килмест — Таранов хӑйӗн калавне хӳтӗлеме хӑтланчӗ, анчах Саркай унӑн сӑмахне нумаях итлесе чӑрманмарӗ: «Ман сӑмах витӗмлӗ мар пулсан сирӗн сиенлӗ ҫӗрӗк шухӑшӑр ҫинчен правлени ларӑвӗнче сӳтсе явӑпӑр, унта «ҫӳлтисем» те пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Регион шайӗнче ҫӗнтерекенсем кӑҫал та Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме тивӗҫ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кинемейсемпе асаттесем те «онлайнра» пулма юратаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60727

Тупӑшӑвӑн регионти тапхӑрӗнче мала тухнисем Чӑваш Ен чысне Питӗр хулинче хӳтӗлеме тивӗҫлӗ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745

Вӑл та, аслӑ пиччӗшӗ пек, Мускава хӳтӗлеме хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Кунта эпӗ театрӑн авалхи техникине хӳтӗлеме пачах та шутламастӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш самантӗнчен пуҫласах Ваня Алексеев, аллине хӗҫ-пӑшал тытса, тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Калавсен тӗп геройӗ — совет салтакӗ, тӑшман пире хурахла килсе тапӑннӑ пирки хӑйӗн Тӑван ҫӗр-шывне, тӑван килне хӳтӗлеме алла хӗҫ-пӑшал тытнӑ мирлӗ ӗҫчен.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Эсир вара Глафирӑна ҫав йӗксӗкрен хӳтӗлеме ним чухлӗ те тӑрӑшман.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Никам та Платона хӳтӗлеме тӑрӑшмасть, — сӗтел хушшинчен йӑпӑр-япӑр тухрӗ Шанаров.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсем, алла алӑ ҫӑвать тенешкел, кирек хӑҫан та пӗр-пӗрне пулӑшма, хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эсир пирӗн патӑрта ҫӗр каҫнине пай пуҫлӑхӗ пӗлсен сире ун умӗнче мана хӳтӗлеме йывӑртарах пулӗ: тӗрлӗрен шухӑшлама пултарӗ».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑйпут хӑйне шанса панӑ хулана мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран хӳтӗлеме шутлать.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Атей ҫава йӑтса хӑй улӑхне хӳтӗлеме тухиччен ӗҫе килӗшӳпе вӗҫлеме, ырӑ сӑмахпах аслашшӗ, ашшӗсенчен юлнӑ ҫӗре хӳтӗлесе хӑварма май пулмӗ-и, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара аптӑранӑ Атей хӑй улӑхне, ҫава йӑтса тухса, хӳтӗлеме тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир иксӗмӗр те пӗр военкоматранах, пӗр кунах, тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса килтӗмӗр, ҫара пӗр чаҫах лекрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пирӗн чаҫе Ленинградран ҫурҫӗрелле пӗр пӗчӗк станцие хӳтӗлеме илсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ку эрне уйрӑмах аслӑ шкулта вӗренекен, экзамен тытакан, тест витӗр тухакан, аттестацие ҫӗнетекен, диссертаци хӳтӗлеме хатӗрленекен ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ.

Текущая неделя особенно важна для Раков, которые учатся в вузах, сдают экзамены, проходят процедуру тестирования, переаттестации или собеседования, должны защитить диссертацию.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ.

Солдаты Невского плацдарма участвовали в защите блокадного Ленинграда, проявляли героизм, многие из которых навечно закрыли там свои глаза.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех