Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнӑхса (тĕпĕ: хӑнӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бригадир хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ кун пеккисене, ҫавӑнпа вӑл май килнӗ таран тава кӗмесӗр тӑма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑйсем тата, те вӗсемпе ӗҫлеме хӑнӑхса ҫитейменнипе, те вӗсене мастерсем тӗп-тӗрӗсех йӗркелесе ярайманнипе, тек-текех чӑхӑмлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӗринпе те лайӑх хӑнӑхса ҫитме ҫук…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ӗҫне те хӑнӑхса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫӑмӑл промышленноҫра вӑй хуракан пир-авӑр ӑстисемпе ытти ӗҫченсене санкцисене пула юлашки вӑхӑтра ҫӑмӑлах килмерӗ, чӗр тавар тӑратасси йӗркеллӗ пурнӑҫланса пымарӗ, хӑнӑхса ҫитнӗ логистика ҫулӗсем татӑлчӗҫ.

Текстильщикам и работникам легкой промышленности в последний год из-за санкций пришлось непросто, срывались поставки сырья, были нарушены привычные логистические пути.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Ҫавӑнта чипер чӳлмексемех тума хӑнӑхса ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эсӗ вара мухтанине ҫеҫ итлеме хӑнӑхса кайрӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Чӑтсан-чӑтсан, ӳпне ҫӑпана та хӑнӑхса ҫитетӗн…

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эсир кайра пырать текен строительство управленийӗнче тӑватӑ бригада хуҫалӑх меслечӗпе туллин усӑ курма хӑнӑхса ҫитессишӗн тӑрӑшать, тепринче вара, малтинче, — пӗрре те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хупӑ куҫсемпе пуҫтарма йывӑрах пулман, мӗншӗн тесен эпӗр уҫӑ куҫсемпе пуҫтарса хӑнӑхса пытӑмӑр та, алсемех хӑйсемех тӑваҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Куллен янӑракан шӑнкӑрав сассине вӗрентекенсем тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Нумай ҫул вӑй хуракан сутуҫӑна тавар туянакансем те хӑнӑхса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Ҫанталӑк условисене хӑнӑхса пырасси ҫинчен калакан планпа Чӑваш Енре ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Ҫанталӑк условисене хӑнӑхса пырасси.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Ҫанталӑк условисене хӑнӑхса пырасси.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Шкул ҫулӗсенче илнӗ пӗлӳ, ачаран ӗҫе хӑнӑхса ӳсни вӗсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

«Университетра вӗреннӗ тапхӑрта та эпир вӗсене чи малтанах Яковлев панӑ халала ӑша хывма вӗрентетпӗр, мӗншӗн тесен халалра пурнӑҫа йӗркелесе пымалли тӗп самантсем уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ, студентсем ҫав ӗҫе хӑнӑхса пыраҫҫӗ, аудиторире вӗреннӗ май, аудитори тулашӗнчи ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ май, тӗрлӗ ӑслӑлӑх ӗҫне хутшӑннӑ май».

Куҫарса пулӑш

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Ӑна тытма хӑнӑхса ҫитмен-ха Караҫӑм, ҫавӑнпа ҫӗрулми ҫурмаранах касӑлать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Укаслу майӗпен ҫарпуҫӗ пулма хӑнӑхса пычӗ, халиччен анкар тытма, ухӑ пеме пӗлнӗскер, тата хӗҫпе ҫапӑҫма вӗренчӗ, ҫар йӗркине хӑнӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аргус ятлӑ хаяр йытӑ ӑна майӗпен хӑнӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех