Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шамшутдин тек шухӑшласа тӑмарӗ, арӑмне каламасӑрах, пахча хыҫӗпе ҫул ҫине тухрӗ те кӳршӗ яла шӑлтара пачӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗл евӗрлӗ сӑнпа курӑнакан ҫеҫен хир ҫине, уҫҫӑнах палӑрми горизонт хыҫӗпе пысӑк сарӑ ҫӑлтӑр шуса тухрӗ.Над пепельной степью из-за неразличимого горизонта всходила большая желтая звезда.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Отряд хыҫӗпе ҫеҫен хир тӑрӑх темиҫе теҫетке лав йывӑр аманнӑ салтаксене турттарса пыраҫҫӗ.Десятки телег с тяжело раненными тянулись за ним по степной дороге.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫеҫен хир хӗрри хыҫӗпе прожектор ҫути тӑсӑлса тухать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл сирень сырса илнӗ хӳме хыҫӗпе арҫын е хӗрарӑм утса иртнине ҫийӗнчех уйӑрчӗ, ҫынсем урамра е кӳршӗре калаҫнӑ сасӑсем те хӑлхине кӗмесӗр юлмарӗҫ, вӗсем час-часах ӑна шухӑша та ячӗҫ.
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Унтан эпӗ хамӑн столяр (ӑна ман пӗчӗк заказсене пурне те туса пама хушнӑччӗ) хам кӑтартса тӑнипе ман ҫывӑрмалли пӳлӗмре ларакан пукансенчен пысӑк та мар, пӗчӗк те мар икӗ пукан тума хушрӑм, пукан хыҫӗпе ларкӑчин йывӑҫ харшисене ҫинҫе пӑшатанпа пӗчӗк шӑтӑксем шӑтарттартӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан, ҫуртсем хыҫӗпе кайса, виҫӗ тупӑ патне пырса тухнӑ, артиллеристсем пӗрре персе яма та ӗлкӗреймен, танк вӗсене пурне те тыткӑна илнӗ.
«Германи ҫарӗн хура кунӗ» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӗсем каллех килкартисем урлӑ, пахчасем урлӑ, ҫурт-йӗрсен хыҫӗпе пӗр чарӑнмасӑр утса пынӑ.Снова началось бесконечное путешествие по дворам, задворкам и огородам.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Хӗллехи ял халӑхӗ вӑраниччен малтан иртсе каяс тесе, вӑл тӑвайккисем хыҫӗпе пытанкаласа васкасарах утрӗ.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Урамалла хыҫӗпе тухакан улпут картишӗ таврашӗнче яланах пулса иртекен ӗҫ пырать: тӗсӗ кайнӑ ситец кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем каллӗ-маллӗ чупкалаҫҫӗ; улпут картишӗнче ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсем пылчӑк ҫинче сӳрӗккӗн утса ҫӳреҫҫӗ, чарӑнаҫҫӗ те шухӑшлӑн ҫурӑмӗсене хыҫаҫҫӗ; десятскин кӑкарса хунӑ лаши наянӑн хӳрине суллать, пуҫне ҫӳле ҫӗклесе, хӳмене кышлать; чӑхсем кӑтиклетеҫҫӗ, чахоткӑллӑ кӑркка амисем чарӑна пӗлмесӗр пӗр-пӗринпе пакӑлтатаҫҫӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Анчах вӑл, хӑйӗн ятне илнӗ ырӑ та танлӑ кайӑк пек, уҫҫӑн та хӑюллӑн тапӑнмасть: пачах урӑхла, чееленсе, йӑпӑлтатса хӑйӗн ӗҫне майлаштарать: вӑл хӑйӗн урапине ял ҫывӑхӗнче ӑҫта та пулин чӑтлӑхра хӑварать те, хӑй пахчасем, картасем хыҫӗпе, мӗнле те пулин иртен-ҫӳрен е ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫын пек, яла пырса кӗрет.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Эпӗ тӗмсем хыҫӗпе чупса пынӑ чухне ман патран темӗнле этем аяккалла пӑрӑнса тарнӑ пек туйӑнчӗ.Когда я кустами бежал, показалось мне, будто шарахнулся от меня человек в сторону.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тӗмсем хыҫӗпе тӳрех самолёт патнелле чупрӑмӑр.
IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Темиҫе хӗрарӑм, куҫ умне тӗлӗкре тухса тӑракан мӗлкесем пек курӑнаканскерсем, ывӑнса халтан кайнӑ пуҫӗсемпе хӑйсем умӗнче тӑракан тенкел хыҫӗпе тӗксӗм йывӑҫ сак ҫине таянса, чӗркуҫленсе ларнӑ, колоннӑсемпе пилястрсем ҫумне таянса ҫакӑн пекех темиҫе арҫын чӗркуҫленсе тӑраҫҫӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫыхма пуҫлать: ҫиппине хӑма хыҫӗпе ҫавӑрса пырать те ӳретти ҫине тӗвӗ туса хӑварать, унтан каллех ҫиппине хӑма хыҫӗпе ҫавӑр ӳретти ҫине тӗвӗ туса хӑварать.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Шыв ҫинчен вӗсен хыҫӗпе пулӑшу ыйтса кӑшкӑрни, улани ҫӗкленсе пынӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн чӗнӗвӗ, кӑвакарчӑнсене пула, ачасен чунне вырнаҫнӑ лӑпкӑ кӑмӑла хӑваласа янӑ, вӗсем вара тискер кайӑк уттипе, кашни сас-чӗвве кайӑкла сисӗмпе асӑрхаса, хумӗсем хыҫӗпе кӳршӗ пахчине йӑпшӑнса утнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та ку хӳмесем хыҫӗпе, бульварсем тӑрӑх пырса магазин патне ҫитнӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Хӑш чухне эпӗ вӑл тӗкӗр умӗнче, лутра кресла ҫинче ҫӳҫне тураса ларнӑ ҫӗре кӗреттӗм; ҫӳҫӗ вӗҫӗсем унӑн чӗр ҫинче, кресла айӑккисем ҫинче выртатчӗҫ, кресла хыҫӗпе ҫӗре ҫитиччен тенӗпе пӗрех усӑнса тӑратчӗҫ, — унӑн ҫӳҫӗ кукамайӑн ҫӳҫӗ пекех, вӑрӑм та ҫӑраччӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗмескеллӗ вырӑнта, чутун ҫул валли хӑйӑр кӑларнӑ каръерта, таҫта Катызовка ялӗнче антӑха-антӑха кайсах ҫухӑрать хуткупӑс сасси, масар хӳми хыҫӗпе яланах ӳсӗр ҫӳрекен Мячов тимӗрҫӗ юрласа утать, — эпӗ ӑна юрри тӑрӑхах палласа илетӗп.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.