Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хырӑмпа (тĕпĕ: хырӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш ҫӗрте хырӑмпа шурӑм, хӑш ҫӗрте чупрӑм.

Где бегом, где ползком.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Каллех темиҫе ҫын ӳксе юлчӗ, ыттисем вӑрман еннелле хырӑмпа шума пуҫларӗҫ.

Упало еще несколько человек, другие начали отползать к лесу.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Кам та пулин сана: «выҫӑхса ларни тулли хырӑмпа ҫӳренинчен авантарах» тесен, эсӗ унпа ниепле те ан килӗш! — хушнӑ купца.

Купец ответил: — Если кто скажет тебе, что лучше голодать, чем ходить с полным животом, ты с этим никак не соглашайся!

Купцапа носильщик ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Анчах штаба таврӑннӑ чухне шуррисем ураран амантрӗҫ, вара эпӗ пӗр виҫӗ ҫухрӑма яхӑн хырӑмпа шурӑм.

Только при возвращении в штаб меня беляки ранили в ногу, отчего я версты три ползком полз.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Хӑш тӗлте тата, арҫын ачасем пек, перила ҫине выртса, хырӑмпа шуса анчӗ.

Кое-где она даже на перилах прокатилась, как мальчишки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Айӑплӑскер, хырӑмпа шӑвать, пуҫне ман чӗркуҫҫи ҫине хурать, тем пекех хӑйне каҫарма ыйтать.

Ползет виноватый, кладет мне на коленку голову, очень просит простить.

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Ҫаплах тата, Тӑван ҫӗршыва сутса, нимӗҫсем умӗнче хырӑмпа шуса ҫӳрекеннисене те чӗннӗ.

Были приглашены и те, кто предал Родину и пресмыкался перед врагами.

Юр тарӑнччӗ… // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пӗр самантрах вӗсем машина ҫинчен гранатӑсем тултарнӑ икӗ пысӑк ещӗк те виҫӗ винтовка илнӗ те, ҫавсене хырӑмпа шуса та пулин ишӗлнӗ ҫурта кӗртсе хунӑ.

Ребята вытащили из машин два больших ящика с гранатами, три винтовки и ползком переправили всё это богатство в разбитый дом.

Хӗҫ-пӑшал! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Аманнӑ салтаксем снарядсемпе осколкӑсенчен ӑҫта та пулин хӳтлӗх вырӑн тупас тесе пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтессе хырӑмпа шуса ҫӳреҫҫӗ.

Тяжело раненые переползали с места на место, ища какого-нибудь уголка, защищённого если не от снарядов, то от разлетавшихся повсюду осколков кирпича.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл ҫак мӑн ҫул урлӑ нимӗҫсенчен вӑрттӑн каҫса кайрӗ те, минӑсем лартса тухнӑ вырӑна хырӑмпа шуса ҫитсе, нимӗҫсен сӑмси айӗнче тенӗ пекех, нумайччен темӗн муталашса выртрӗ.

Он ползком пробрался через дорогу на минное поле, замаскировался там и работал под носом у проезжающих мимо немцев, пока не раскрыл секрет минного механизма.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вара эпир малалла кай-рӑмӑр, таҫталла пӑрӑнтӑмӑр, унтан хырӑмпа шурӑмӑр — штольня маччи ытла та лутра.

Мы пошли дальше, куда-то свернули, потом пришлось ползти: старая крепь осела донизу.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Шӑтӑкӗ тӑвӑр, ун витӗр хырӑмпа шуса тухмалла пулчӗ, вара эпӗ мазут пек ҫӑра та лапӑрчӑк шывпа янах таранах варалантӑм.

Дыра была тесной, пришлось проползать на животе, и я вымазался в грязной, как мазут, воде.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Утма кӑна мар, хырӑмпа шума та хӑрамалла.

Не только во весь рост, а и ползком ползи осторожно.

«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Атя-ха, атя, тутӑ хырӑмпа калаҫӑвӗ те ансат.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ҫак ҫула пӗтӗмӗшпех утса тухнӑ: хӑш тӗлте хырӑмпа шунӑ, хӑш тӗлте упаленнӗ, хӑш тӗлте чупнӑ.

— Весь этот путь проделал: где ползком, где на карачках, где бегом.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Косицын аса илчӗ: вӑл тинӗсе тухас умӗн кета пулӑ вӑлчипе икӗ чӗлӗ ҫӑкӑр чикнӗччӗ (паллах ӗнтӗ, тутӑ хырӑмпа тинӗс хумханнине тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах).

Косицын вспомнил, что накануне положил в бушлат два ломтя хлеба с кетовой икрой (известно, что с полным трюмом легче выдержать качку).

III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Кунта вара Кэукай тӗлӗннипе аллисене саркаласа пӑрахнӑ Соня, хӑй патнелле хырӑмпа шуса ҫывхаракан ачасем ҫине пӑхса: «Эсир кирек хӑҫан та ҫакӑн пек хырӑмпа утса ҫӳретӗр-и е урӑрсемпе те утатӑр?» тесе ыйтнине кӑтартнӑ.

Там Соня с растопыренными ручками, с изумленным лицом смотрит на ползущих мальчиков и спрашивает, всегда ли они ходят животом или иногда и ногами.

Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Соня чӑтса тӑраймарӗ, вӗсем патне пырса пӗр шӳт тумасӑр: — Интересно, эсир яланах ҫапла хырӑмпа утатӑри е хӑш чухне урӑрсемпе те утатӑр? — тесе ыйтрӗ.

Соня не выдержала, пошла к ним навстречу и с серьезнейшим видом спросила: — Интересно, вы всегда так, на животе, ходите или иногда ногами тоже?

Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Петя та, Кэукайпа Эттай та хӗрачасем хӑйсене тахҫанах асӑрханине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, ҫапах та виҫҫӗш те, ҫине тӑрсах хырӑмпа шӑваҫҫӗ-ха.

И, хотя Пете, Кэукаю и Эттаю было совершенно ясно, что они уже давным-давно замечены, все трое упорно продолжали ползти.

Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Яранга патнерех ҫитсен ҫӗре выртрӗҫ те, пичкесемпе чулсем хыҫне пытана-пытана, хырӑмпа шума тытӑнчӗҫ.

Недалеко от яранги они легли на землю и, укрываясь за бочками и камнями, поползли по-пластунски.

Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех