Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хывма (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне ҫитрӗ пулин те, пирӗн округри пултаруллӑ спортсменсем йӗлтӗрӗсене хывма васкамаҫҫӗ-ха.

Несмотря на наступление весны, талантливые спортсмены нашего округа еще не торопятся отправить лыжи на хранение.

Марафонра палӑрчӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

— Аван-и, арҫынсем? — ҫаксен чун-чӗрине такӑр сукмак хывма хатӗрленсе, юриех сӑмахне ӑшпиллӗн вӗҫтерсе пуҫларӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Кам пӗлет, тен, чукун ҫул хывма та ӑсатӗҫ , ылтӑнне те шыраттарса кутанана кӑларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пурпӗрех, тен, ман сӑмахсен тӗшшине те пулин ӑша хывма пултарӑн?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эсир пурнӑҫ парнелетӗр, ачасене пӑхса ӳстеретӗр, вӗсене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ӑша хывма вӗрентетӗр, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене юратупа ҫупӑрласа тимлӗн пулӑшса пыратӑр, кил вучахӗн ӑшшине шанчӑклӑн упратӑр, пире паттӑрла ӗҫсем тума хавхалантаратӑр.

Вы дарите жизнь, растите детей, прививаете им высокие нравственные ценности, окружаете своих близких любовью и заботой, охраняете тепло домашнего очага, вдохновляете нас на самые мужественные поступки.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Шалкӑм ҫапнӑ пек тӑнтанланнӑ Ула Тимӗр, хӑйпе кам мӗн туса ирттернине тӑна та хывма ӗлкӗреймесӗр, чӗлхине ҫатӑр ҫыртса, урине такам йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ пек утӑмлакаласа, паҫӑр Кӗҫтукпа пӗрле утнӑ ҫул ҫине тухрӗ те малалла сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Пурис ун нушине ӑша хывма мар, ӑна курасшӑн та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӑхӑн вара укҫа хывма сӑлтавӗ мӗнле ҫуралтӑр?

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ан та шухӑшла эпӗ урӑххине куҫ хывма пултарасси ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Дэвенпорт Уолл-стритра ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ, укҫа-тенкӗ хывма пултаракан ҫынсене шырама тытӑннӑ, Сэмюэл Морзепе паллашнӑ.

Дэвенпорт открыл на Уолл-стрит мастерскую, стал искать инвесторов, познакомился с Сэмюэлом Морзе.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Куҫман пурлӑха, автомобиль отрасльне инвестици хывма пулать.

Инвестируйте в недвижимость или автомобильную отрасль.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем укҫа хывма сӗнеҫҫӗ, ку самай тупӑш илсе килӗ.

Звёзды рекомендуют различные капиталовложения, они станут достаточно прибыльными.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗр-пӗр ӗҫе укҫа хывма шутланӑ тӑк халӗ ҫакна тума шӑпах вӑхӑт.

Если думали вложиться в какое-нибудь дело, самое время осуществить задуманное.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Каҫхине, ӗҫрен таврӑнсан, пысӑк сӑран аттине хывма тытӑнать те вара, шӑпӑртатсах куҫҫулӗ тухать.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, ҫапла, мана колхоз сад хывма шӑп та лӑп аллӑ пилӗк тенкӗ укҫа пачӗ, — терӗ Шӑрт, ман еннелле ҫаврӑнса.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ пысӑк инвестицисем хывма тӑрӑшатпӑр, кӑтарту та пӗчӗк мар, миллиардран иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Якку атте арӑмне хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, ҫийӗнчи туллатнӑ кӗрӗкне, каракуль ҫӗлӗкне хывса ҫакрӗ, ҫӑматтине хывма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей амӑшӗн шерепеллӗ ҫӑм тутӑрне салтса илчӗ, пӗрмекеллӗ сарӑ кӗрӗкне хывма тӑчӗ, анчах Тарье тепӗр хут тапӑртатма, пӗтӗм кӗлеткипе турткалашма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳртрен хыпаланса тухнӑ кил хуҫисемпе хӑнисем хыҫлӑ ҫунасем тавра чупкалама тытӑнчӗҫ, кӗтнӗ ҫыннисен тӑлӑпӗсене хывма пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех