Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халиччен сăмах пирĕн базăра пур.
халиччен (тĕпĕ: халиччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен вӗсем маншӑн пурте «тет» сӑмахлӑ халлапсем кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Халиччен пӗлмен, сӑмахпа каласа пама ҫук темле ырӑ, вӑйлӑ туйӑм сасартӑках пӗтӗм чун-чӗрене ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Вӑл мана халиччен те канӑҫ памасть.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Халиччен хисепре пулман ҫын, ӑнсӑртран хӑйӗнчен лайӑхрах, чыслӑрах пулнине пӗлни, нумайӑшӗн кӑмӑлне пӑсать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Халиччен эпир пӗр-пӗринчен нимӗн те пытарманччӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫакна курса, ман ӑшра темле халиччен пӗлмен ҫутӑ туйӑм хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Халиччен хӗрлӗ эрех те ӗҫме хӑнӑхманскер, вӑл ҫак самантра Козыревпа «чармак куҫ» умӗнче ӗҫеймесӗр мӑшкӑл курасран ҫеҫ хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫакна илтсе, ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пуҫӗсене Игорь енне ҫавӑрчӗҫ, вӑл халиччен никам илтмен, калама ҫук темле илемлӗ япала ҫинчен каласа парасса кӗтнӗн, ун ҫине чӗнмесӗр, тӗлӗнерех пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Темле эпӗ халиччен курман вӗҫен кайӑк.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ун пеккисем кунта та сахал мар, — сӑмах хушрӗ халиччен чӗнмесӗр итлесе ларакан Капуста.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫапатчӗ-ши вӑл е хӑратма кӑна чышкине ҫӗклерӗ, анчах ҫакна курсан, халиччен ушкӑнра чӗнмесӗр тӑракан Игорь тусӗпе юнашар пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Халиччен нимӗн те ҫухалман, — терӗ Игорь, Миргалим ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫапӑнма килӗштерсех каймасть пулин те, Тольӑн халиччен курман мунча мӗнлине пӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Колымара Иван Степаныч халиччен курман тӗлӗнмелле мунча кӗртрӗ тесе ӗмӗр асӑнса пурӑнӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Колымара халиччен пулман апла?

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Пӑхас, курас килмест-и вара санӑн халиччен пулман вырӑнсене?

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ма халиччен каламастӑн?

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Халиччен уяр, лӑпкӑ ҫанталӑк тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ман юратнӑ, ырӑ аппа ҫакӑн пек хаярланса тулашнине эпӗ халиччен те курман.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пӗчӗк, имшеркке пӳ-силлӗ, чӗлтӗр сайра ҫӳҫлӗ, вӑл халиччен те йӗркеллӗ качча шутӗнче пулман.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех