Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ухӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ухӑ (тĕпĕ: ухӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укаслу майӗпен ҫарпуҫӗ пулма хӑнӑхса пычӗ, халиччен анкар тытма, ухӑ пеме пӗлнӗскер, тата хӗҫпе ҫапӑҫма вӗренчӗ, ҫар йӗркине хӑнӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

И-и, урапи ҫинче ушкӑн-ушкӑн — кӑрал: хӗҫ, анкар, ҫӗмрен, ухӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрмантан ухӑ йӑтнӑ Аҫтӑрхан сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алла ухӑ тытӑпӑр, Чунне чӳклев тӑвӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗнерӗсем ҫумӗнче пурин те ухӑ, тулли укҫӑвӗсем — хыҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑвна валли хӗҫ, ухӑ суйласа ил.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аллисене хӗҫ, ухӑ, сӑнӑ тытса.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен Аванкай тӑшманӗсем вӑл тимӗр-тӑмӑр ӗҫне пуҫӑннине: вӑл хӑй пӗлекен ҫынсене ҫивчӗ анкар, сӑнӑ, ухӑ йӗппи, теприсене тата хӗҫ те туса панине пӗлмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллах, пӗр-пӗр ухӑ е хӗҫ таврашӗ тупса таврӑнсан тата та лайӑх пулмалла, тет…

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шелсӗр ухӑ йӗппи!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен аллинче ятарласа акатуй валли хатӗрленӗ пысӑк ухӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиҫнӗ панулми пек чӑп-чӑмӑр, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, икӗ ухӑ пӗкечи пек вӑрӑм куҫхаршиллӗ, ҫӳхе туталлӑ хӗр Киремет ҫӑки патнелле пырать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ухӑ йӗппине туртса кӑларса суранне ҫыхас тесе, вӗсем часрах унӑнне тимӗр кӳпине хывса илеҫҫӗ те васкаса кӳпине1 туртса ҫураҫҫӗ… тӗлӗнсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каварҫӑсен ухӑ йӗппи ӑна кӑкӑрӗнчен тӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тилӗсем калӗҫ: ҫырусемпе ухӑ йӗпписем пурте тупӑннӑ-и?

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрле пухӑнсан йытӑсенчен ыйтӑпӑр, миҫе ҫыру, миҫе ухӑ йӗппи тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Миҫе ухӑ йӗппи ҫырса хӑварнине хисеплесе пырӑр.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кирек хӑш урампа кайӑр, анчах ӑҫталла кайнине пурпа ӑҫта та пулин ухӑ йӗппи туса хӑварӑр.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, билетра палӑртнӑ вырӑна меллӗн вырнаҫса ларнӑскер, чӗлхене кантарас та пуҫа «туртана кӗртес», ҫапла майпа ҫул чуппине «кӗскетес» терӗм: целлофан пакетран Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫат кӑлартӑм та, ӑс-тӑн аппарачӗн куҫ умне ӳкерес пӗтӗм вӑй-халне ӗҫе кӗртсе, тиме ухӑ кантри пек карӑнтарса, вулама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех