Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшне вӗҫлемесӗр вӑл Гнора пуҫӗпе сӗлтрӗ, пӗрремӗш юрату чечекленӗвӗнче хӗрарӑм ҫеҫ пӑхма пӗлекен куҫсемпе ӑна тӗсеме чарӑнмасӑр — алӑк умнелле чакса тӑчӗ, анчах ҫийӗнчех каялла таврӑнчӗ, чӳречен тусанлӑ ҫутинче йӑлтӑртатакан рояль патне пычӗ те клавишсене пусрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Илтес тесе хӗр умнелле ҫывхарчӗ — Вероникӑн сӑнӗ ҫуталса пырса ун умӗнчен ҫухалчӗ.
Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Унччен те пулмарӗ — Кирук мучи пӳрт умнелле сирпӗнсе тухрӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Вӑл, атӑ ҫӗлемелли сӗтел умнелле пӗшкӗнсе, сарӑ сӑнлӑ та ырханскер, ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлет.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Вӑл, хут листи умнелле тайӑлса, каллех хӑвӑрт ҫырма тытӑнчӗ, унтан ура ҫине тӑчӗ те ҫырнӑ хута Зиновьева пачӗ.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эпӗ час-часах урамсенче ҫакнашкал икшер ӑслӑ ҫынна тӗл пулаттӑм, вӗсем пирӗн носильщиксем пекех, йывӑр йӑтнипе умнелле пӗкӗрӗлсе утатчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл хӑйӗн умнелле тӗтреллӗн пӑхса ларнӑ, тутисем унӑн кӑштах чӗтренсе тӑнӑ…Он неподвижно смотрел пред собой тусклым взглядом, и только губы у него чуть вздрагивали…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗнле пек, пурӑнаяс ҫук-и эп унсӑрӑн? — ыйтнӑ Фома, таҫта хӑй умнелле пӑхса.— Не проживу я без нее? — спросил Фома, глядя куда-то пред собой.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ хӗрарӑм мандолинине чӗркуҫҫийӗсем ҫине антарнӑ, унтан, хӗлӗхсене ытахаллӗн анчах суйлакаласа, хӑйӗн умнелле тинкерӳллӗн пӑхма пуҫланӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫӳлӗ ҫын, кӑштах умнелле пӗкӗрӗлсе хуллен утать, куҫӗсем ӑшшӑн та ӑслӑн пӑхаҫҫӗ.Он высок, немного сутулится, у него спокойные движения, добрые, умные глаза.
3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Курак пӗр татӑк хыҫҫӑн тепӗрне иле-иле ҫиет, анчах эпӗ чашӑкне чӗрӗк метра яхӑн умнелле сиктерсе лартатӑп.Ворона хватает кусок за куском, но я отодвигаю блюдечко на четверть метра.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Апат ҫиес тесе кӑмака умнелле пӑхатӑп.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
Лось шуралсах кайнӑ, чарӑлнӑ куҫӗсемпе хӑйӗн умнелле пӑхать…
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сасси унӑн пӗчӗкчӗ, анчах ывӑнма пӗлменскерччӗ; вӑл трактирӗн тӗттӗмри шавӗ витер кӗмӗл хӗлӗх пек янтӑраса тухатчӗ, хурлӑхлӑ сӑмахӗсем тата йӑнӑшса кӑшкӑра-кӑшкара илнисем пур ҫынсене те ҫӗнтерсе илетчӗҫ, — ӳсӗррисем те тӗлӗнсе йӗркеллӗ ҫынсем пек пула-пула каятчӗҫ, ним чӗнмесӗр хӑйсен умнелле сӗтелсем ҫинелле пӑхса ларатчӗҫ, манӑн вара чӗре ҫуралсах каятчӗ, вӑл ырӑ музыка чун варринченех пырса тивнипе яланах вӑратакан пит хӑватлӑ кӑмӑл-шухӑшпа тулса каятчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пӗрлештерсе тытнӑ пӗчӗк ывӑҫ тупанӗсене питҫӑмарти айне хурса сарлака кровать ҫинче выртатчӗ, унӑн ӳчӗ спальняри мӗнпур япалапа пӗрешкел ылттӑн тӗслӗрех ҫитти айӗнче пытанса тӑратчӗ, ҫивӗтлесе янӑ хура ҫӳҫӗ тӗксӗм хулпуҫҫи урлӑ усӑнса, хӑйӗн умнелле тӑсӑлса выртатчӗ, хӑш чух кровать ҫинчен ҫӗрелле усӑнса тӑратчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Евсеенко хуткупӑсне кӑкӑр умнелле куҫарса калама тапратать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ман кӑкӑрпа пит умнелле нумай тӗтӗм вӗрсе кӑларчӗ, ӑшӑ аллипе ман мӑйран ыталарӗ те, хӑй патнелле туртса илчӗ.Он выдул в грудь и лицо мне много дыма, обнял меня тёплой рукой за шею и привлёк к себе.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хӑй умнелле, таҫта ман янах ҫинелле пӑхрӗ, унӑн пичӗ тӑрӑх куҫҫуль юхма тытӑнчӗ.Он теперь смотрел перед собой, куда-то мне в подбородок, и по лицу его катились слезы.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Умнелле пусса лартнӑ карттусӗ айӗнчен хумлӑ-хумлӑ ҫӑра ҫӳҫ курӑнать.
293 номерлӗ пӑравус кочегарӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӗр хӗрӗ, хытӑ ҫивӗтленӗ ҫивӗт вӗҫне кӑкӑрӗ умнелле янӑскер, тӗлӗнсе кайса ҫапла каларӗ:Одна из девушек, с тугими косами, переброшенными на грудь, сказала с изумлением:
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.