Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑха (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ уйӑха яхӑн Иванов сержантпа пӗр расчетра ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Уйӑха икҫӗр тенкӗ ытла илсе те, хӗрне хваттерте усрать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пӑхать те Парамун уйӑха, ӑна хӑйне те Санюк ҫурмаран касса кайнӑ пек туйӑнать, унӑн яшлӑхне, унӑн пурнӑҫне вӑрланӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Микула, укҫа хакне аван пӗлекенскер, — вӗсем баржа ҫинче ҫирӗм тенкӗшӗн икӗ уйӑха яхӑн ӗҫленӗ вӗт, — тӗлӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Владимирӑн пӗтӗмӗшле служба вӑхӑчӗ 2 ҫул та 4 уйӑха тӑсӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

— Пӗр уйӑха унсӑрӑн та пурӑнкалӑн ӗнтӗ, аслӑ Али хан, — терӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр уйӑха яхӑн ҫӳрерӗ Мускавра, килсен те чи малтан хан патне мар, аслӑ карачи патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ уйӑха яхӑн тимӗрҫӗ аякри ялта Магмет Беззубов патӗнче пурӑнчӗ, ӗнер ӑна Нухрат ашшӗ каялла илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакна «Ӑслӑ хӗрача», «Уйӑха мӗнле тытни», «Ҫӗр ҫинче чи вӑйли мӗн?» тата ытти юмах лайӑх ӗнентерет.

Куҫарса пулӑш

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Вырӑс правительствин делегацийӗ пырса пуҫ ҫапасса кӗтсе пӗр уйӑха яхӑн ларнӑ Наполеон Мускав кремлӗнче.

Ровно месяц сидел в Московском Кремле Наполеон, дожидаясь, когда к нему на поклон придет правительственная русская делегация.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑрах куҫӗпе вӑл умӗнчи катӑлнӑ уйӑха курать, хӑрах хӑлхипе шӑпчӑк юррине итлет, сӑмсипе тусан шӑршине туять, асӗнче — арӑмӗн сӑнӗ.

Одним глазом он видит в небе ущербный месяц, уши слушают заливистое пение соловья, ноздри улавливают запах пыли, а в мозгу образ любимой жены.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ик уйӑха яхӑн ҫӑнӑх шывӗпе усрани те, сиплӗ курӑксемпе эмеллени те — нимӗн те ҫӑлаймарӗ ман телее.

Два с лишним месяца выхаживали несчастную: поили мучной болтушкой, кормили целебными травами — ничто не спасло беднягу.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Калама намӑс: пӗр уйӑха яхӑн ҫӳресе вӑл ултӑ ҫын кӑна тупрӗ!

Стыдно признаться: за месяц с лишним он едва уломал шестерых!

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ак пӗлӗт ерипен шупкалчӗ, Тӗссӗрлентерчӗ уйӑха, Ҫут Алтӑр ҫӑлтӑр та ҫухалчӗ, Йӗпетрӗ сывлӑм улӑха.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫулсем иртсен те ҫут ҫанталӑк Ҫухатмӗ хӑйӗн йӗркине: Хӗвелшӗн шуҫӑм пулӗ алӑк, Унтан кӗрет вӑл ирхине; Шап-шурӑ уйӑха шупкатӗ, Сӗнк кайнӑ вӑрмана ирпе Кӑштах нӳрленнӗ лӑп ҫилпе Ачашшӑн, амӑш пек хускатӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫӗн уйӑха кӗте-кӗте, Вӑраххӑн сӳнчӗ хӗвел анӑҫ, Тем тӗттӗмлетрӗ пӗлӗте, Шӑв-шавӗ кӑнчӗ-выртрӗ канӑҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Уйӑха яхӑн ҫутӑра яровизацилесен, тата лайӑх пулать, — хирӗҫлерӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн ҫемьере пурте сывах-ха, Алексейрен ҫеҫ уйӑха яхӑн ҫыру илмен.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Паянхи куна фермӑра пӗтӗмпе мӑйракаллӑ шултра выльӑх 600 пуҫа яхӑн, вӗсенчен сӑвакан ӗне 231 пуҫ, пушмак пӑрусем — 70, ултӑ уйӑха ҫитмен пушмак пӑрусем — 50 пуҫ, ултӑ уйӑхран пӗр ҫулталӑка ҫитейменнисем — 50 пуҫ, самӑртма хупнӑ вӑкӑрсем — 100 пуҫа яхӑн.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Ҫак уйӑха эсир питӗ юрататӑр.

Стрельцы любят этот весенний месяц.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех