Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрӗслерӗ (тĕпĕ: тӗрӗсле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Александр Алексеевич Самакин, «520» земснаряд начальникӗ, багер мӗнле ӗҫленине темиҫе хут та тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Учитель Кирука хулӑн сасӑсенчен пуҫласа чи ҫинҫе сасӑсем таран тӗрӗслерӗ, ачан сасси ҫав тери анлӑ диапазонлӑ пулнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, вара унӑн кӑкӑрне хуллен ҫапкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Часах халӑх сучӗн секретарӗ тухса суда килнисене кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кантура кӗрсе путевка ҫырчӗ, гаражра ганистрсенчен бензина машина бакне тултарчӗ, автол виҫине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кунпа та ҫырлахмасӑр, Анукӑн кӗпипе саппунӗ ҫинчи тӗрӗсене хыпашласа пӑхрӗ, арлакан ҫиппи ҫирӗппе сирӗп маррине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хамран ыйтмасӑр ниҫта та ан тухӑр!» — хытарса хӑварчӗ те Тарье, хӑй ҫавӑнтах крыльца алӑкне шал енчен сӑлӑп ярса питӗрчӗ, картишне чупса анса, Чикана сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, хапха питӗрӗнчӗк тӑнине пырса тӗрӗслерӗ, хӑй кӗлет кӗтессине кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа, пӗлет пулин те, лавккана тухмалли алӑка тӗрӗслерӗ — питӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр хут трюмо умне тӑрса хӑйне тӗрӗслерӗ, ҫиелтен каллех духи сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тевлеш пӗр кӗлтине илсе тӗрӗслерӗ: кутне ҫӳлелле туса силлерӗ, тырӑ пӗрчисем юлман-и тесе, пучахӗсене тыта-тыта пӑхрӗ: юлманпа пӗрех, ҫапах та Сахар килне таврӑнсан, тӗрӗслесе пӑхма та пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар нимле мар пулса кайса кукленсе ларчӗ, хӑлхине Энтрей кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, алӑ тымарӗсене тӗрӗслерӗ, унтан хӑвӑрт Сергей еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Халех ӑшӑ сӗтпе пыл, шӗшлӗ илсе кил! Часрах! — янахне чӗтретсе хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иштерек вӗсемпе калаҫнӑ хушӑра ҫӗрте выртакан михӗ патне пычӗ, аллине чиксе ярса унта мӗн пуррине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла чылайччен мӑкӑртатнӑ хыҫҫӑн юмӑҫ Эрнепие каллех алӑран тытрӗ, каллех алӑ тымарӗсене тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑн пек пашалу пӗҫерес терӗн-и, Велиме? — ҫӑнӑхне алӑпа тытсах тӗрӗслерӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсенчен, хӑнасенчен кӑшт хӑтӑлсан мӑрса хӑйӗн хуҫалӑхне пӑхса ҫаврӑнчӗ: выльӑх-чӗрлӗх мӗн чухлӗ юлнине тӗрӗслерӗ, кӗлечӗсене кӗрсе тухрӗ, утӑ капанӗсене шутларӗ, ял тулашӗнчи арманне ҫитсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫнӑ хушӑра мӑрса темиҫе хутчен те алӑк патӗнче ним чӗнмесӗр итлесе ларакан Иливан ҫине пӑха-пӑха илчӗ, халсӑр тенӗрен пӗррехинче ун патне пырса йӗкӗте хулран тытсах тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сотник хӗҫе алла илсе хыпашла-хыпашла тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрле Михала йӗтӗм ҫинчен часах каяймарӗ: тепӗр хут хурал тӗрӗслерӗ, тиесе кайман ҫапнӑ тырӑ миххисене улӑмпа виттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тӑрса алӑк питӗркӗчне тӗрӗслерӗ — кӗле хунипех.

Встала, проверила дверную задвижку — заперто.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пулас ӗҫе пит ӑнлантарчӗ, Хыт тӗрӗслерӗ ун халне.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл ҫӗмелсене тӗрӗслерӗ, чылай кӗлтесене, шӑтса ан кайччӑр тесе, ҫавӑра-ҫавӑра хучӗ, таврӑннӑ чух ҫула май ҫуртырри пуссине кӗрсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех