Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнчӗ (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак паян та вӑл, ҫӑмӑл ураллӑскер, тӑри кайӑк вӑраниччен тӑрса, ҫине йӑм-йӑм сирень чечексем ҫапнӑ сарӑ ҫитсӑран ҫӗленӗ кӗпе, урине шурӑ чӑлхапа йӑлтӑр калуш тӑхӑнчӗ, хӗвел тухӑҫӗ хӗреличчен хӗрлӗ ҫырла тӗрриллӗ кӑвак тутӑр ҫыхрӗ, вӗлтӗрен кайӑкне шуйхатмасӑр ҫӑлран шыв ӑсса килчӗ, хура курак сас париччен лаҫра хуран ҫакса ячӗ те сиплӗ, хӑватлӑ курӑксенчен чей вӗретсе ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хӗрарӑм, татах пӑтӑр-пӑтӑр пӑтӑртаткаласа, хӑр-хӑр хӑрлаткаласа, ҫурӑм ӑшши тӑхӑнчӗ, краҫҫынпа ҫунакан хунар ҫутрӗ, вара вӗсем виҫҫӗшӗ те килхушшине тухрӗҫ те мухтамаллах мар, тольпе витнӗ, кивӗ, ҫуркаланчӑк пӗренисем тӗллӗн-тӗллӗн аврӑҫнӑ, витепе сыпӑннӑ сарая кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл васкамасӑр ура ҫинӗ тӑчӗ, кӗхле-кӗхле тӳмесӗр кӑвак кӗпине, хӑмӑрпа тумхаланнӑ кивӗ хура пиншакне тӑхӑнчӗ, вара хавшак ҫунакан ҫурта пек мӗлт-мӗлт мӗлтлетекен ыйтуллӑ-тавлӑ куҫӗпе хӑйне сиплекен куҫне «солидол сӗрме» пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Павӑл кӗпине вӑрт-варт тӑхӑнчӗ, унтан, ҫавине йӑтса, хыпаланса, Ленӑна: — Айта, васкар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Нускине, пушмакне тӗпӗр-тепӗр тӑхӑнчӗ те йӑпӑр-япӑр ури ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне йӗркене кӗрткелерӗ (пӳрне вӗҫӗпе тӗкӗнкеленипех ӑнланчӗ: шӑлаварӗ вӗҫне тикенек, симӗс сырлан вӑрри, ҫӗрӗк ҫулҫӑ сӑрӑнса тулнӑ иккен), вара, «качтаки» «хӳри» пулма васкаса, хыпӑнсах умри сакӑлта ҫинелле сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Кансӗрлет вӑл мана, — анчах хӑй ҫавах та куҫлӑхне шӑлса тасатрӗ те тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Участок уяв тумӗ тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лена ҫӗркаҫ ҫӗлесе пӗтернӗ Юрпике тумне тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена ҫине кӑвак пурҫӑнтан ҫӗлетнӗ шурӑ ҫухаллӑ кӗпе, урине хура лакпа сӑрланӑ пушмак тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Килне ҫитсен, Чернова Ленӑна диван ҫине лартрӗ, хӑй, тепӗр пӳлӗме кӗрсе, тумне улӑштарса тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Куҫҫулӗ витӗр амӑшӗпе калаҫакан Лена урине ҫӑмӑл пушмак тӑхӑнчӗ те Ираида Васильевна патне тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Цэрнэ шлепкине тӑхӑнчӗ те хӑвӑртрах малалла утрӗ.

Цэрнэ надевает шляпу и прибавляет шагу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йывӑр шухӑшсем сирӗлсен, Ҫтаппан пичче Фабиан господин вӑйпах илтернӗ лучӗркенчӗк кивӗ картузне вӑтӑрласа тӑхӑнчӗ.

Очнувшись от задумчивости, дядя Степа напялил свой нелепый картуз, который заставил его купить Фабиан.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара вӑл шӗлепкине тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле утса кайрӗ.

И, надев шляпу, он направился к выходу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Матви хӑвӑрт тӑрса ларчӗ, урине ҫӗтӗк ҫӑматӑ тӑхӑнчӗ, ҫине ҫӳхе тӑла сӑхман уртрӗ, тӑмаланнӑ ҫӳҫне йывӑҫ турапа хапӑл-хапӑл тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Макар шлепкине хыврӗ те ниҫта хума аптӑрарӗ: ниҫта таса вырӑн ҫук, вара каллех тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Эпӗ икӗ смена канмасӑр ӗҫлеме юлатӑп, юлташсене те хампа юлма чӗнӗп, — терӗ те Таня кӑвак халатне тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня хӑмӑр платйӗ тӑхӑнчӗ, туфлисене хаҫатпа чӗркесе чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл вара тапочкисене тӑхӑнчӗ те васкасах кил хушшинелле тухса чупрӗ, ман ӗҫ ӑна кӑмӑла килнӗшӗн эпӗ чунтанах савӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех