Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑпӑлтарса (тĕпĕ: тӑпӑлтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫавах!.. Пирӗн хыҫҫӑн йӗрлесе ҫӳрет, ҫӑва ҫинче те ҫавах пулнӑччӗ» — алла лекнӗ утмӑлтурата тӑпӑлтарса илсе, каларӗ Сашша.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чи юлашкинчен пӗччен тӑрса юлнӑ Иван-Пассине эртелпе аран тӑпӑлтарса кӑларнӑ: пит тӗреклӗ каччӑ пулнӑ ку ученик.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун хыҫҫӑн пурте сатурланса ҫӗрте лараканнисене пӗрерӗн-пӗрерӗн тӑпӑлтарса кӑларнӑ, — хӑйсем ҫапла юрланӑ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав Мясников пуҫарса янипе, Артур крепоҫне ҫӗмӗрме тытӑннӑ: ҫӳлти хутлӑхӑн кантӑкӗсене чулпа персе ватнӑ (унта кантур ҫыннисем ӗҫкӗре пулнӑ иккен), мӑйӑр авӑнне Кайри ҫырмана йӑвантарса янӑ, пахча юписене тӑпӑлтарса кӑларнӑ, шӗтӗрнекӗсене ывӑтса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ева хӑйӗн ҫыру кӗнекинче темӗн хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫырать; акӑ хутлама тӑпӑлтарса кӑларчӗ те хаваслӑ кулӑпа ӑна Моргианӑна тӑсса пачӗ.

Ева что-то быстро писала в своей записной книжке; вырвав листок, она с веселым смехом передала его Моргиане.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл самаях хумханать, комиссарӑн тепӗр чухне унӑн хуравӗсене кирлӗ ҫӗре яма е икӗ хут ыйтсан хуравсене хӗскӗчпе тӑпӑлтарса кӑларма тивет.

Он стал очень нервен, и комиссару иногда приходилось направлять его ответы или вытаскивать их клещами дважды повторенных вопросов.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пурнӑҫран тӑпӑлтарса кӑларнӑскерсем, — вӗсем кашни утӑмсерен янӑравлӑн чӑнкӑртатакан сӑнчӑрлӑччӗ, тӗнче тулашӗнчи пӗлтерӗшсӗр ӗҫ патне танккатчӗҫ.

Вырванные из жизни, в цепях, глухо звеневших при каждом шаге, шли они, вне мира, к бессмысленному труду.

III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Горн ҫурӑмне тунсӑхлӑ, кӗтмен савӑнӑҫ яштах тӳрлетрӗ; вӑл халӗ ҫакӑншӑн ӳпкелешет те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ҫак савӑнӑҫ икӗ аллине те тӑснӑ, пӗринпе парать те тепринпе тӑпӑлтарса илет.

Неожиданная, грустная радость выпрямила спину охотника; он уже сожалел о ней, потому что радость эта протягивала две руки и, давая одной, отнимала другой.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Пӗр самант хӑйне вилӗ касӑка тӗпчес йӳтӗмпе ҫыххине тӑпӑлтарса сӳтекен алӑсӑр юлнӑ ҫын пек туйрӗ те — ҫакӑ ӑна йӗрӗнтерет иккен.

На одно мгновение он сделался противен себе, напоминая ампутированного, сдергивающего повязку, чтобы взглянуть на омертвевший разрез.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чул ҫине ларчӗ те ҫавӑнтах ӳкнӗ темӗскере ҫӗклесе илме пӗшкӗнчӗ; ку — хут: ҫыру кӗнекинчен тӑпӑлтарса кӑларнӑ пилӗк хутлам.

Он сел на камень и тотчас же нагнулся и поднял что-то, упавшее с камня; это была бумага — пять листиков, вырванных из записной книжки.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сунарҫӑ негра утрав ҫине хӑпӑл-хапӑл туртса кӑларчӗ те вӗсем тӗм хыҫнелле тӗршӗнчӗҫ; Гент тӗркемрен ухӑ йӗппине тӑпӑлтарса кӑларчӗ.

Охотник быстро вытащил негра на островок, за прикрытие кустов, и вытащил из тюка стрелу.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӗсем пирӗн чунӑмӑрсене тӑпӑлтарса кӑлараҫҫӗ.

Они вымотают вам душу.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сунарҫӑ аяла анчӗ, йӑлмакран ҫакӑнса чулӑн ҫӳлти хӗрринчен аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗ, кӳлепин пӗтӗм виҫипе чышса-тӗксе плитана йӑвинчен тӑпӑлтарса кӑларчӗ-кӑларчех.

Охотник спустился вниз. Повиснув в петле, он ухватился руками за верхний край камня и, сообщив ему всю тяжесть своего тела, вывернул его из гнезда.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Карапа пӗтӗмпех сехӗрленӳ шӑрши ҫапса лартнӑ, пусма таткипе хупланӑ чӳречеллӗ кубрикра пӗчченех выртатӑп, Гро шкипертан вӑрланӑ ҫурта ҫутинче кӗнекесен хуплашкисене тӗсетӗп; вӗсен страницисене питех те ӗҫлӗ пӗр вулавҫӑ тӑпӑлтарса кӑларнӑ, хуплашкине вара эпӗ тупрӑм.

Все судно пропахло ужасом, и, лежа один в кубрике с окном, заткнутым тряпкой, при свете скраденной у шкипера Гро свечи, я занимался рассматриванием переплета книги, страницы которой были выдраны неким практичным чтецом, а переплет я нашел.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Питех те шел — юлашки страницӑсене тӑпӑлтарса кӑларнӑ!

Увы! последние страницы были вырваны!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Пӗлӗр: ҫилленнӗ самантсенче калаҫма ансат, анчах чӗрере питӗ йывӑр, пушшех те — юратӑва хӑрушла тӑпӑлтарса кӑларсан.

Знайте: просто говорится в гневе, но тяжело на сердце, когда любовь вырвана так страшно.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫил епле вара йӑран ҫинчи тымарсемпе ҫав тери ҫыхланнӑ муклашкана тӑпӑлтарса кӑларма пултартӑр-ха?

Как мог ветер вырвать из грядки такой перепутанный корнями кусок?

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Бутс аренди пирки суя ӗнентерӳ хучӗ кам турӗ тата процесс пуҫарса унӑн мӗн пур укҫине кам тӑпӑлтарса илчӗ?

Кто сделал подложные свидетельства на аренду Бутса и выудил у него процессами все денежки?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Малтанхи слонпа вӑл ҫапларах курнӑҫрӗ: хоботне ҫӗкленӗ слон ун ҫинелле ыткӑнчӗ, Витт хобота аллипе яваласа тытрӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ улӑп пуҫне ҫӗр ҫумне пӗксе хурсан Витт унӑн асав шӑлӗсене тӑпӑлтарса кӑларчӗ; ҫак «операци» хыҫҫӑн тискер кайӑк сехри хӑпнипе ухмаха ернӗн тарса ҫухалчӗ; Витт вара асав шӑлсене ҫӗре чиксе лартса малалла ҫул тытрӗ.

Его первая встреча со слоном произошла так: слон бросился на него, подняв хобот. Витт намотал хобот на руку, пригнул голову испуганного великана к земле и вырвал клыки; после такой операции зверь бросился бежать, а Витт, всадив клыки в землю, пошел дальше.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

— Вӗсен асав шӑлӗсене алӑпах тӑпӑлтарса кӑларӑттӑм та — пирус купи пек кӗлти-кӗлтипе сӗтӗрӗттӗм.

— Я вырывал бы руками клыки и таскал бы целые снопы их, как пачку папирос.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех